Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑх сăмах пирĕн базăра пур.
тӑрӑх (тĕпĕ: тӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Станислав Матвеев директор пӗлтернӗ тӑрӑх — патшалӑх учрежденийӗ хӑй хӳттине илнисенчен чылайӑшӗшӗн кунти пурнӑҫ ҫӑтмахринчен кая мар.

Помоги переводом

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ытларах чухне киревсӗр тӗллевлӗ ҫынсем тӗрлӗ сайтри пӗлтерӳсем тӑрӑх таваршӑн укҫа куҫарса паратпӑр тесе ҫынсен банк карточкисен реквизичӗсене пӗлеҫҫӗ те — банкри шут ҫинчи укҫана сӑптӑрса илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

ШӖМӗн «К» пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Смирнов каланӑ тӑрӑх — ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Интернет урлӑ тата банк карточкисемпе усӑ курса тунӑ 280 ытла преступление регистрациленӗ.

Помоги переводом

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

ШӖМӗн уголовлӑ шырав управленийӗн пай пуҫлӑхӗн заместителӗ Владимир Фадеев пӗлтернӗ тӑрӑх — ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра ултавпа ҫыхӑннӑ 700 ытла преступление регистрациленӗ.

Помоги переводом

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Григорий Светӑна юрататчӗ, лешӗ ӑна — ҫук, — аса илет унӑн тантӑшӗ Ольга Ривкина. — Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх — Света унпа ашшӗнчен айккинерех пулас тесе ҫеҫ ҫырӑнма килӗшнӗ».

«Григорий любил Свету, а она его - нет, - вспоминала ее подруга и сокурсница по МГУ Ольга Ривкина. - Света признавалась мне, что согласилась с ним расписаться, чтобы скрыться подальше от отца».

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

90-мӗш ҫулсенче 340 ӗҫрен тулли курав /ӑна Элли пӗтӗмпех чӑваш халӑхне панӑччӗ/ йӗркелесе Майя Андреевна 2 уйӑха яхӑн художник мастерскойне ҫӳрерӗ, ӗҫсене енсем, жанрсем тӑрӑх пайларӗ, каталог турӗ.

Помоги переводом

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Курава уҫма кайнӑ май музейӗн иккӗмӗш хутӗнче пӗтӗмпех Юрьев ӗҫӗсене курма ӗмӗтленнӗччӗ, вӗсене енсем, жанрсем тӑрӑх вырнаҫтарасса /Майя Андреевна Карачарскова шӑпах ҫапла тӑватчӗ/ шаннӑччӗ.

Помоги переводом

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Манар мар: телей кустӑрми тӑван ҫӗр тӑрӑх ҫеҫ тикӗс ҫаврӑнать.

Помоги переводом

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Атте ҫуралнӑ тӑрӑх, Вӑрнар районӗнчи Авшак Элмен ялӗ, чуна ҫывӑх.

Помоги переводом

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Виктор каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, комисси ППЭри балсене тата абитуриентӑн сывлӑх ҫирӗплӗхӗпе ӳт-пӳ пиҫӗлӗхне шута илет.

По словам Виктора, комиссия учитывает баллы ППЭ, здоровье и выносливость.

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Марат Никитин режиссер «Нарспи» поэма тӑрӑх фильм ӳкерме пуҫласси пирки пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ҫапах та ҫанталӑк лайӑхлансан вӗсем шлюпкӑсемпе тинӗс тӑрӑх уҫӑлса ҫӳренӗ, «Аладары» чул хысакӗсем патнех ҫитнӗ, унти сайра тӗл пулакан кайӑксене сӑнанӑ, тинӗсре дельфинсем сикнине курса савӑннӑ.

Помоги переводом

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

«Крым ҫурма утравӗ тӑрӑх курса ҫӳренипе пӗрлех эпӗ каннӑ «Тинӗс» лагерьте тем тӗрлӗ кӑсӑклӑ, хаваслӑ мероприятисем иртрӗҫ, - аса илет Стас. - Эпир ташларӑмӑр, юрларӑмӑр, спорт мероприятийӗсене хутшӑнтӑмӑр.

Помоги переводом

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Чи кирли - вӗсем таса та сывӑ ӳсчӗр, телейлӗ те ӑнӑҫуллӑ пулччӑр, пурнӑҫ сукмакӗ тӑрӑх пӗр-пӗрне пулӑшса, тӗрев парса пыччӑр, вара вӗсем ӳссе ҫитсен ашшӗ-амӑшӗн тӗревӗ, ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫынсем пуласса шанма пулать.

Помоги переводом

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ял хуҫалӑх пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурхи кампанире ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене 70 гектарне кӑна пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.

Помоги переводом

Ҫур аки тикӗс пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Николай Малов пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанхи сасӑлава Чӑваш Енре пурӑнакансем хастар хутшӑнни ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Помоги переводом

Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ тата тӗрӗс суйлав тума пулӑшать // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Малтанхи сасӑлавӑн организаци комитетӗнче ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫакӑ йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратмӗ.

Помоги переводом

Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ тата тӗрӗс суйлав тума пулӑшать // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Роман Малов ертӳҫӗ каланӑ тӑрӑх - завод хӑвӑрт чупакан лашасем ӗрчетессине тӗпе хурать.

Помоги переводом

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Райадминистрацин ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Петр Тремасов пӗлтернӗ тӑрӑх - Елчӗк районӗнче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене акмашкӑн паха вӑрлӑх тата им-ҫам ҫителӗклӗ хатӗрленӗ, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем тӗлӗшпе те чӑрмав пулмалла мар.

Помоги переводом

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Анчах те пӗлтерӗве вуламан, те вӑхӑт тупайман – палӑртнӑ кун тӗлне ҫӑва ҫине ял тӑрӑх пуҫлӑхӗпе администраци ӗҫченӗсем кӑна тухнӑ.

Помоги переводом

Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней