Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пырса (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Том хӑйне ҫаптарнине чӑтса ирттерчӗ те каялла вырӑнне пырса ларчӗ.

Том выдержал порку и вернулся на свое место, даже не очень огорчившись.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл картишнелле чупса тухрӗ те ашкӑнса ҫапӑҫма тытӑннӑ ачасем патне пырса пӗрлешрӗ.

Том присоединился к игравшим во дворе школьникам.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫын ҫурӑмӗ хыҫне пырса тӑрса, вӑл ӑҫталла пӑхнине асӑрхаса тӑни вӑл питех те лайӑх мар вара.

Вам бы только подкрадываться и подсматривать.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав вӑхӑтра кӗнеке страници ҫине мӗлке пырса ӳкрӗ: алӑкра Том Сойер курӑнса кайрӗ те куҫ хӗррипе вӑл кӗнеке ҫинелле пӑхса илчӗ.

В это мгновение чья-то тень упала на страницу — на пороге стоял Том Сойер, заглядывая в книжку через ее плечо.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Куратӑр-и, мӑнаккам, эсир ҫын пытарнӑ чухнехи кӗлӗ ҫинчен калама пуҫласан, мана сасартӑк ҫакӑ аса килчӗ: эпир чиркӗве пырса кӗрсе хор ҫине пытанса ларсассӑн, тӗлӗнмелле лайӑх пулать терӗм эпӗ…

— Знаете, тетечка, когда вы заговорили про похороны, мне вдруг ужасно захотелось вернуться и спрятаться в церкви.

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑн пек шухӑш пырса кӗрсен, паллах, Альфред Тома курайманни нимӗн чухлӗ те катӑлмарӗ.

Когда он об этом догадался, то еще больше возненавидел Тома.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Томпа юнашар тенӗ пекех пырса тӑчӗ те, хӑй савӑнӑҫлӑ пек пулса, пӗр юлташне: — Лайӑх мар хӗрача ҫак эсӗ, Мэри Остип!

Она заговорила с одной девочкой, которая стояла рядом с Томом: — Ах, Мэри Остин! Гадкая девчонка.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл, аяккалла кайса, арҫын ачасемпе хӗрачасен ушкӑнӗ патне пырса тӑчӗ те вӗсемпе калаҫма тапратрӗ.

Он подошел к кучке мальчиков и девочек и завел с ними разговор.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан эсӗр ҫывӑрма выртрӑр, эпӗ питех хӗрхентӗм, ҫавӑнпа смоковница хуппи татӑкӗ ҫине: «Эпир вилмен, эпир пиратсем пулмашкӑн тухса тартӑмӑр анчах», — тесе ҫыртӑм та хуйӑр татӑкне ҫурта ҫумне хутӑм, эсир вӑл вӑхӑтра ҫывӑраттӑрччӗ, сирӗн питӳ ҫав тери кӑмӑллӑччӗ, эпӗ пырса пӗшкӗнтӗм те сире тутаранах чуптуса илтӗм.

А потом вы легли спать, а мне стало вас жалко, и я написал на куске коры: «Мы не утонули — мы только сделались пиратами», и положил кору на стол около свечки; а потом будто бы вы уснули, и лицо у вас было такое доброе во сне, что я будто бы подошел, наклонился и поцеловал вас в губы.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Том, турӑ сывлӑшӗ пырса кӗнӗ сан ӑшна!

— Том, Дух святой снизошел на тебя!

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Шӑматкун вӗсем, пӗрене ҫине ларса, Миссури шывӗ хӗррине ҫитнӗ, хӑйсен хулинчен пӗр пилӗк-ултӑ миля анаталларах тухнӑ та укӑлчаран инҫетрех мар вӑрманта ҫӗр каҫнӑ, тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах вӗсем пахча хыҫӗсемпе хулана пырса ҫитнӗ те чиркӳри хор ҫинче, арӑш-пирӗш выртакан ҫӗмрӗк тенкелсем хушшисенче канлӗн, лайӑхах ҫывӑрса тӑраннӑ.

В субботу, когда уже смеркалось, они переправились на бревне к миссурийскому берегу, выбрались на сушу в пяти-шести милях ниже городка, ночевали в лесу, а перед рассветом пробрались к церкви окольной дорогой по переулкам и легли досыпать на хорах среди хаоса поломанных скамеек.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чиркӗве Полли мӑнаккӑшӗ, ун хыҫҫӑн Мэрипеле Сид, вӗсем хыҫҫӑн тата Гарперсен йышӗ, пурте хура тум тӑхӑннӑскерсем, пырса кӗрсен, чиркӳре ҫав тери шӑп пулса тӑчӗ.

Наступила наконец полная ожидания, напряженная тишина, и тут вошли тетя Полли с Сидом и Мэри, а за ними семейство Гарперов в глубоком трауре.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан ачасем, Томпа тата Джопа пӗрле шкула ҫӳренӗ юлташӗсем, ушкӑнӑпех пырса ҫитрӗҫ.

Потом подошла кучка мальчиков и девочек — товарищей Тома и Джо.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑрушшӑн кӑшкӑрса, вӗсем пытанса ларнӑ ҫӗртен сике-сике тухрӗҫ те пӗр-пӗрне пырса тапӑнчӗҫ, тӑшмана пиншерӗн-пиншерӗн вӗлерсе скальпларӗҫ.

И бросались друг на друга из засады со страшными криками, убивая врагов и снимая скальпы тысячами.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫил-тӑвӑл, вӑйланса пырса, ҫӗр ҫинелле татти-сыпписӗр ҫумӑр тӑктарчӗ.

И поднявшийся ураган погнал его по земле полосой.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӑртак тӑрсан вӑл, йӗп-йӗпескер, лагерь патнех пырса тухрӗ.

Спустя немного времени он уже стоял, весь мокрый, на границе лагеря.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗр миля пек кайсан, вӑл кӗсменсемпе хытӑрах ишме тапратрӗ, шыв урлӑ каҫсан, лӑп хӑй ӑҫта тухас тенӗ ҫӗре пырса тӑчӗ, мӗншен тесен ҫав ӗҫ уншӑн ҫӗнӗ ӗҫ пулмарӗ ӗнтӗ.

Немного выше города он начал грести наискось к другому берегу, не жалея сил, он угодил как раз к пристани, потому что дело это было для него привычное.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кӗсйинчен йывӑҫ хуппи кӑларчӗ те ҫурта патне хучӗ, анчах кайран унӑн пуҫне темӗнле ҫӗнӗ шухӑш пырса кӗчӗ.

Он достал из кармана сверток платановой коры и положил его рядом со свечкой.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах ҫавӑнтах тӑлӑха юлнӑ хӗрарӑмсем иккешӗ те пӗр-пӗрин ытамӗсене пырса ӳкрӗҫ, пӗр-пӗринчен уйрӑличчен макӑрчӗҫ.

Обе осиротевшие женщины, движимые одним и тем же чувством, обнялись и, наплакавшись вволю, расстались.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах кӑнтӑр тӗлӗнче суллине тупнӑ, вӑл хуларан пилӗк-ултӑ милре Миссури шывӗ хӗрриле ҫитсе ҫапӑннипе ҫынсем малаллахи ӗмӗчӗсем те пӗтӗмӗшпех пӗтсе ларнӑ: ачасем, паллах ӗнтӗ, шыва анса кайнӑ, ахаллӗн вӗсем хырӑмӗсем выҫнӑран каҫалапа киле те пырса ҫитетчӗҫ, тен, малтанрах та ҫйтетчӗҫ пулӗ.

Но ближе к полудню плот нашли, он в милях пяти-шести от городе причалил к берегу Миссури, и все надежды рухнули: конечно, дети утонили, иначе они, проголодавшись, ближе к вечеру вернулись бы домой, если не раньше.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней