Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пусса (тĕпĕ: пус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яков Лукич алӑк янаххи ҫумне кайса тӑнӑ та, хӑй начальникӗ пӗр васкамасӑр ҫаврӑнкаланисене сӑнаса пӑхать: лешӗ кӑмака сакки ҫине пырса ларчӗ, чӗркуҫҫийӗсене аллисемпе ҫавӑрса тытрӗ, ҫара ура тупанӗсене ӑшӑтса ларнӑ хушӑра ыйӑх пусса килнипе пӗр самантлӑха кӑтӑш пулса шӑпланчӗ.

Яков Лукич стоял у притолоки, следил за неторопливыми движениями своего начальника; тот присел на лежанку, обхватил руками колени, грея голые подошвы, на минуту дремотно застыл.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн хӗрлӗ чӗркеве кӑкӑрӗ ҫумне питӗ хытӑ чӑмӑртаса тытнӑ аллисем чӗтреҫҫӗ; тимӗрҫӗ лаҫҫинче яланах шанчӑклӑ та ҫирӗппӗн чармакланса пусса тӑракан урисем те чӗтреҫҫӗ…

У него дрожали руки, накрепко прижавшие к груди красный сверток; дрожали ноги, всегда такой уверенной и твердой раскорякой стоявшие в кузнице…

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав вӑхӑтрах эрех, сикера та анратакан тӗтӗм ытларах та ытларах пусса пынӑ храма пухӑннисене.

Между тем вино, сикера и одуряющие курения уже оказывали заметное действие на собравшихся в храме.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Арҫын ачасем шыва аллисемпе сирпӗттернӗ, ӑна хӑйсен пичӗсем ҫине ывҫи-ывҫипе сапнӑ, утне хыттӑн пусса шӑлнӑ пулсан, хӗрачасем вара ҫав вӑхӑтрах йӑлт хӗрарӑм ҫӑвӑннӑ чухнехи евӗр хӑтланнӑ.

И в то время когда мальчики смело брызгались в воде руками и бросали себе ее горстями в лицо, крепко вытирая кожу, девочки поступали так, как всегда делают женщины при умывании.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Вунҫиччӗре, — пӗр такӑнмасӑр хуравларӗ Ванюшка, вара ҫавӑнтах хӑйӗн тӑваткӑл эрешлӗ кепкине пусса лартрӗ.

— Семнадцать, — без запинки отвечал Ванюшка и тотчас же нахлобучил свою клетчатую кепку.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр хут паҫӑрхи пекех хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ Банник чӑр-чар тутарса алӑ пусса хучӗ, ура ҫине тӑчӗ.

Банник, к лицу которого вернулась багровая окраска, расчеркнулся, встал.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Банник, урисене сарлакан чаркаласа пусса, ларчӗ.

Банник сел, широко расставив ноги.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл пӳлӗмӗнче йывӑррӑн, анчах ҫемҫен пусса уткаласа ҫӳренӗ сасӑ шуҫӑм киличченех илтӗнсе тӑчӗ.

Его тяжелый, но мягкий шаг звучал до зорьки.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Иртнӗ кунсенче, выльӑхсене пусса пӗтересрен хӑраса тата ӑна-кӑна шута илсе, чӑх-чӗпсемпе вак-тӗвек выльӑхсене пӗрлештерме решени йышӑннӑччӗ…

На днях приняли решение обобществить птицу и мелкий скот, из боязни, что порежут, да и вообще…

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗрарӑм та колхозра хӑйӗн тӗшне тӑрать, факт! — терӗ те, урисене анлӑн та йывӑррӑн пусса, тухса кайрӗ.

Женщина тоже имеет свою роль в колхозе, факт! — И вышел, широко и тяжело ступая.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кепкине пусса лартрӗ, витӗр нафталин шӑрши ҫапнӑ кулак тӑлӑпӗн ҫухине тӑратрӗ, папкине ҫыхнӑ май:

Нахлобучил кепку, поднял высокий, провонявший нафталином воротник кулацкого тулупа, сказал, увязывая папку:

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ пусса лармалли ҫӑмартасем ҫук вӗсем!

Нету таких яиц, на какие бы я села.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тип ҫырмасене, айлӑмсене, хытхура пусса илнӗ хир талккишӗсене ҫӑра кӑвак сулхӑн юхса тулать.

В балках, на сувалках, по бурьянам пролиты густо-синие тени.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунсӑр пуҫне, ҫакӑн пек решени йышӑнса, протокола кӗртсе хӑварчӗҫ: усал шухӑшпа выльӑхсене пусса пӗтерессине чарассишӗн вӑйлӑ ӑнлантару кампанийӗ пуҫласа ямалла, ҫакна тумашкӑн, самообязательство йӗркипе, парти членӗсенчен кашниех килӗрен киле кӗрсе ҫӳремелле.

Помимо этого, было решено и занесено в протокол собрания: развернуть усиленную агитационную кампанию за прекращение злостного убоя, для чего в порядке самообязательства все члены партии должны были отправиться в этот же день по дворам.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов малтан ҫине тӑрсах вак-тӗвек выльӑхсемпе чӑх-чӗпсене пӗрлештерессине хирӗҫлерӗ, анчах Нагульнов татӑклӑнах ҫапла каласа хучӗ: колхозниксен пухӑвӗнче килте усракан пӗтӗм чӗрчунсене пӗрлештересси ҫинчен решени йышӑнтармасан, ҫураки туса ирттересси пӑчланса ларать, мӗншӗн тесен пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхе тата ҫакӑнпа пӗрлех чӑх-чӗпсене те пусса пӗтереҫҫӗ, терӗ.

Давыдов вначале упорно выступал против обобществления мелкого скота и птицы, но Нагульнов решительно заявил, что если на собрании колхозников не провести решения об обобществлении всей живности, то весенняя посевная будет сорвана, так как скот весь будет перерезан, и заодно и птица.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӑраканнисенчен пӗри чикарккине атти ҫумне пусса сӳнтерчӗ те: — Кондрат Майданников, — терӗ.

Один из стоявших затушил о сапог цигарку, ответил: — Кондрат Майданников.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах, сывлама та хӑраса, Суламифь, ҫамрӑк кушак евӗр, хутланса чӑмӑртанать те, чӗрне вӗҫҫӗн пусса, ним сассӑр ҫеҫ вӑшлатса иртсе каять.

Но она только затаивает дыхание, съеживается, как молодая кошка, и на цыпочках, беззвучно пробегает мимо.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Картишре ҫӑмӑллӑн пусса утакан ура айӗнче хӑйӑр чаштӑртатрӗ.

Песок захрустел на дворе под легкими шагами.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Именнине, кӗтнине те телее пула чӗтӗресе, ҫийӗнчи тумӗсене вӗҫертнӗ Суламифь, вӗсене аялалла, урисем патне антарнӑ та, вӗсем урлӑ ярса пусса, пичӗпе чӳрече енне пӑхаканскер те решетке урлашкисем витӗр уйӑх ҫутипе ялтӑраканскер, пӳлӗм варринче ҫаппа-ҫарамас тӑрса юлнӑ.

Дрожа от робости, ожиданья и счастья, расстегнула Суламифь свои одежды, опустила их вниз к ногам и, перешагнув через них, осталась среди комнаты нагая, лицом к окну, освещенная луною через переплет решетки.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Эсӗ тата, Аким мучи, хӑв та ула вӑкӑрна пусса пӑрахрӑн мар-и? — ӳсӗркелесе ыйтрӗ Демка Ушаков, Бесхлебновпа кӳршӗллӗ пурӑнаканскер.

— А ты, дедушка Аким, рябого быка, кубыть, тоже зарезал? — покашливая, спросил Демка Ушаков, живший с Бесхлебновым по соседству.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней