Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫисе (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑвӑртрах сӗтел хушшине кӗрсе ларан, кӑна тытса, кӑна ҫисе пӑхан.

Быстрее садимся за стол, одну берешь, другую пробуешь.

Атте хулана кайсан // Микулай Павловский. https://www.facebook.com/permalink.php?s ... 4345864182

Ҫӗрсе кайрӗҫ вӑл никӗссем, тутӑхпа витсе ҫисе ячӗҫ вӗсене вӑрҫӑн тӗлӗнмелле хӑрушла киревсӗрлӗхӗсем, ҫавӑнпа та вырӑнтан тӗртсе хускатакан вӑй кӑна кирлӗ пулнӑ.

Подгнили эти устои, ржавью подточила их чудовищная нелепица войны, и нужен был только толчок.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ халь ҫӗрсе кайнӑ пулӑттӑм, ман ӳтӗме хуртсем ҫисе янӑ пулӗччӗҫ…

Теперь я истлевал бы, моим телом нажирались бы черви…

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр-пӗринпе халапласа, ҫисе лараҫҫӗ.

Ели с разговорцем.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак пӳлӗмрех, хӑйсене валли вырӑн тасатнӑ та, Емельян Грошевпа Прохор Зыков апат ҫисе лараҫҫӗ.

Расчистив место, здесь же обедали Грошев Емельян и Прохор Зыков.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ывӑт ӑҫта та пулин, йытӑсем ҫисе ярӗҫ.

— Кинь ее, собаки съедят.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аялта, чӳрече умӗнче, килтен илсе тухнӑ ӑпӑр-тапӑрсене сӗтел ҫине сарса хурса, аскет сӑнлӑ имшеркке пуп апат ҫисе ларать.

Внизу, у окна, разложив на столике домашнюю снедь, закусывал худой, с лицом аскета, священник.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Иксӗмӗр пӗрле пӗр пӑт тӑвар ҫисе ярар та вара пӗр-пӗрне ҫирӗпрех пӗлӗпӗр.

— Съедим вместе пуд соли и плотней узнаем друг друга.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пыйтӑ ҫисе ярать мана.

— Вша меня заела.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, хӑйӗн ӳпрем те никама пӑхӑнман ӑс-хакӑлӗшӗн пӗрре ҫеҫ мар чӗн пиҫиххи ҫисе курнӑскер, питне ҫынна сума сунӑ чухнехи пек туса улӑштарчӗ.

Митька, не раз пробовавший пряжек за свою строптивость и непокорный характер, натянул на лицо почтительное выражение.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лаша сӗткенлӗн кӑмпӑртаттарса утӑ ҫисе тӑрать, хӗҫпе касма вӗреннӗ чух мӑкӑлтанӑ кайри урине хӗссе, хуҫи ҫине хӑйӗн кӗрен куҫӗпе чалӑшса пӑхрӗ.

Конь мокро хрустел сеном, косил на хозяина розовый глаз, поджимая заднюю, ушибленную на рубке ногу.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑкарса хунӑ утсем сӗлӗ ҫисе тӑнӑ вӑхӑтра, ҫур сехет хушшинче, казаксем пӗр-пӗринпе кӗске сӑмахсемпе перкелешсе илеҫҫӗ.

За куценькие полчаса, пока выкармливали лошадей на коновязях овсом, перекидывались короткими фразами.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ирхи апат ҫисе хатӗрсене тиесе майлаштариччен тул та ҫутӑлчӗ.

Пока позавтракали и уложились — рассвело.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич сӗтел хушшинче студень юлашкине ҫисе ларать.

Пантелей Прокофьевич сидел за столом, доедая студень.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗрарӑмсем юлашки элексем тӑрӑх ҫынсене ҫисе пакӑлтатма пуҫларӗҫ.

Бабы перекинулись в разговоре на последние сплетни, на перегуды.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, шыв ҫисе кайнӑ, путса шырланланса пӗтнӗ ҫырма тӗпне асӑрханса пӑхса, аяла анчӗ.

Григорий спустился, осторожно вглядываясь в промытое, изъязвленное провалами днище буерака.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Арманта тӑхӑр рабочи, магазинта ҫичӗ ҫын тата кил таврашӗнчи работниксем тӑваттӑн — акӑ ҫирӗм ҫӑвар пулса та тӑчӗ; ҫирӗм ҫӑвар, хуҫан ырӑ кӑмӑлӗпе ҫисе пурӑнаканскерсем.

На мельнице девять человек рабочих; в магазине семеро да дворовой челяди четверо — вот их двадцать ртов, что жуют по купеческой милости.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дарья Илья тетепе юнашар ҫисе ларать.

Дарья угощалась, сидя рядом с дядей Ильей.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сӗтел хушшинче аллисемпе тытса пӗҫернӗ чӑх какайӗ ҫисе лараҫҫӗ.

За столом чавкали, раздирая вареную курятину руками.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сарай сарлӑкӗ айӗнче Григорин ҫӗнӗ те шукӑль йӗнерпе йӗнерленӗ лаши куритерен апат ҫисе тӑнӑ ҫӗрте, Наталья аллине вӑшт кӑна хӗвне чиксе ячӗ те, юратнӑ куҫӗсемпе Григорий ҫине хӗрелсе кайса пӑхса, ун аллине хӑй кӑкрийӗсен ӑшши ҫапнӑ ҫемҫе пир япала тыттарчӗ.

Под навесом сарая, где кормился у яслей Гришкин конь, подседланный новехоньким нарядным седлом, шмыгнула рукой за пазуху и, краснея, глядя на Григория влюбленными глазами, сунула ему в руку мягкий, таящий тепло девичьих ее грудей матерчатый комочек.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней