Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Атте хулана кайсан

Автор: Микулай Павловский

Источник: https://www.facebook.com/permalink.php?s ... 4345864182

Добавлен: 2020.02.14 11:22

Предложений: 19; Слово: 255

Тип текста: Блог

По-русски Тема: Кухня

Халь эпир хулара пурӑнатпӑр та — хулана каймалла мар. Ялта чух никам та хулана час-час кайман, хулисем те инҫе пулнӑ: пиртен Чистай, Нӑрлат — 80 ҫухрӑмра, Хусан — тӳрре кайсан та 150 ҫухрӑм. Атте, вӗрентекен пулнӑ май, ҫуллахи вӑхӑтра хӑй ӗҫӗсемпе вӑхӑтран-ситрен хулана кайкалатчӗ, анне вара кайман тесен те юрать: колхоза ӗҫлеме ҫӳретчӗ, килте ӗҫлетчӗ.

Ирхине атте хулана кайнине пӗлсен эпир, ачасем савӑнса каяттӑмӑр: ялти лавкара тутлӑрах ҫимеллисем, лайӑхрах япаласем ҫукчӗ — вӗсене ҫынсем хуларан илсе килетчӗҫ. Вӑл вӑхӑтра (60-70 ҫулсенче) тутли мӗн пулнӑ: чи малтанах — кӑлпасса, ун хыҫҫӑн — ялтинчен урӑхларах пӗремӗк — канфет, пулӑ, клинтӑр, шурӑ ҫӑкӑр (батон, тӑваткал ҫӑкӑр), консервӑсем. Халь СССР ҫинчен мухтаса темтепӗр ҫыраҫҫӗ, тӗрӗссипе каласан, ялта нимӗн те ҫукчӗ: хитре мар тӑхӑнмалли япаласем ҫакӑнса тӑратчӗҫ, ҫимеллисем — пӗр тӗрлӗ, «ҫӗр ҫулхисемччӗ».

Атте хулана кайнине пӗлсен, кӑнтӑрла иртсен ӑна кӗтме тытӑнатӑмӑр. Сӑлтав тупса киле чупса кӗрен: атте ҫук-ха — калле урама выляма. Акӑ 2-3 сехет те ҫитсе пырать — атте ҫук. Чӑтӑм пӗтсе пырать, пӳрт ҫамки ҫумне лартнӑ йывӑҫ пусма ҫине хӑпарса ял таврашӗнчи ҫулсем ҫине пӑхма тытӑнан, шыран — никам килни те курӑнмасть. Кӗтсе илеймесӗр​ алӑ сулан та урама тухса вӗҫтерен — килӗҫ-ха!

Вӑхӑт кӗтӳсем кӗрес енелле сулӑнать. Эх, мансах кайнӑ — атте килмелле вӗт! Хыпаланса киле! Чӑнах та, атте хуларан ҫитнӗ, сӗтел ҫинче хуларан​ килнӗ тутлисем, кӗтнисем: шур кулачӑ — батон, сӑмсана шӑршипе ҫуракан кӑлпаса ҫавракӑшӗ, ҫемҫешке клинтӑрсем… Хӑвӑртрах сӗтел хушшине кӗрсе ларан, кӑна тытса, кӑна ҫисе пӑхан. Савӑнӑҫ нумаях пымасть — ҫакӑ ачаллӑ ҫемьешӗн мӗн, пӗр-икӗ татӑкне ҫисенех тулли сӗтел пушанса юлать. ​ Ак ҫисе те ятӑмӑр, каллех килти ҫиме ҫине куҫмалла: ҫӑкӑр, яшка, сахӑр; ҫӑкӑр, яшка, сахӑр… Каллех атте хулана каяссине кӗтмелле, хӑҫҫан тата кайӗ-ши?..

Сайт:

 

Статистика

...подробней