Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

теме (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял пурнӑҫӗ пӗр вырӑнта тӑмасть, хресчен тӗнче аталанӑвӗнчен кая юлнӑ теме ҫук: хӑтлӑ ҫуртсем, телевизорпа тӗрлӗ ҫӗршывсен каналӗсене пӑхма пулать, килӗрен тенӗ пек компьютер.

Жизнь деревенская не стоит на месте, не скажешь, что крестьяне отстали от мирового развития: благоустроенные дома, по телевизору можно смотреть каналы разных стран, почти у каждого в домах компьютер.

Халӑха чиркӳ кирлӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Анчах та ҫырӑнмасӑр пурӑннине чӑн-чӑн мӑшӑрланӑвӑн репетицийӗ анчах теме те кирлех мар.

Помоги переводом

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

«Ял хуҫалӑх таварӗ туса кӑларакансем Чӑвашстата отчет тӑтӑшах панӑ тата аграри секторӗнчи лару-тӑру пирки материалсем пичетленнӗ чухне ҫырав ирттерни ытлашши пулнӑн туйӑнмасть-ши?» — теме пӑхӗ вулакансенчен хӑшӗ-пӗри.

Помоги переводом

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Шел, хальхи вӑхӑтра асӑннӑ отрасль производстви лайӑх специалистсен тӗлӗшпе пуян теме ҫук.

Жаль, в настоящее время названная производственная отрасль не богата специалистами.

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Чӑваш Ен пирки аграри регионӗ теме хӑнӑхнӑ.

О Чувашии привыкли говорить как об аграрном регионе.

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Анчах Марина хӑйне ӳпкеленипе килӗшмесӗр шухӑшне ҫапларах уҫӑмлатнӑ: «Эпӗ асӑрханӑ тӑрӑх, мӗскӗн чунлӑ этем кӑна тум-юмшӑн именет — комплекс ку. Несӗлсем ҫӑпата тӑхӑннишӗнех хальхисен мӗн именмелли пур? Ӑслӑ, ӗҫчен хресчен ҫемйинче сӑран атӑ та пулнах. Мӗн ӗҫ тума хӑшӗ меллӗ е вырӑнлӑ пулнӑ, ҫавна тӑхӑннӑ. Паян эпир акӑш-макӑш капӑр та шукӑль ҫӳреме пултаратпӑр, чун-чӗремӗрте, кӑмӑлӑмӑрта несӗлӗмӗрсен пулни — пӗр сӑмахпа шалти культура теме май пурри, И. Яковлев асилӗвӗнче «бог весть откуда дошедшая до нас деликатность» текенни унта… — юлнӑ-и-ха? Тем пекчӗ!»

Помоги переводом

Ҫӑпатана музейран кӑларса пени мӗскӗнлӗхе пӗтерӗ-и? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2800.html

Картинӑна ӳкерме пуҫласан ятне улӑштарнӑ, «Киремет кати» теме пуҫланӑ.

В начале съёмки переименовали фильм, назвали "Священная роща".

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Хӑвӑн пирки «эп телейлӗ хӗрарӑм» теме пултаратӑн-и?

Можешь говорить о себе "я счастливая женщина"?

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

«Мӑнукӑма сцена ҫинче виҫӗ ҫул авлантарнӑ хыҫҫӑн тинех мӑшӑрлӑ турӑм», — теме те манмарӗ.

"Уже три года на сцене женю внука, наконец-то поженила", - не позабыла сказать она.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ҫавӑнпах ку ӗмӗт пурнӑҫланчӗ теме хӑюллӑнах пултаратӑп.

Поэтому могу смело сказать, что мечта осуществилась.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Кӗскен каласан, чӑн-чӑн ял ӗҫченӗсем теме пулать вӗсем пирки.

Если коротко, то можно про них сказать, что они действительно являются сельскими тружениками.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Мӑлатук ҫапма, алла пуртӑ тытса хӑма чутлама пӗлмен ҫынна чӑн кил хуҫи теме йывӑртарах пулӗ.

Человека, не умеющего стучать молотком, взять в руку топор и обтесать доску, трудновато назвать хозяином дома.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Анат Кама хулинче чӑваша сайра тӗл пулатӑн теме ҫук.

Помоги переводом

Яла савӑнтаракан «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Уйрӑм харпӑрлӑха куҫарнӑ та — вӗсем ҫинчен маннӑ теме пулать.

Помоги переводом

«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Кунта пытарнӑ ҫынсен шӑписене тӑван ял историйӗ теме пулать.

Помоги переводом

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Кивӗ (тӗп) масар ял историйӗпе пӗр вӑхӑтрах пуҫланнӑ теме пулать.

Старое (основное) кладбище, можно сказать, заложено со дня основания деревни.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Пысӑк та теме пулӗччӗ-и ӑна, киввипе ҫӗн ҫӑвана пӗрлештерсен, анчах ун пек тума май ҫук.

Мог бы быть и еще больше, если б соединить старое и новое кладбище, но так сделать нет возможности.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Патша Раҫҫейне эпир халӑхсен тӗрми теме хӑнӑхнӑ.

Царскую Россию мы привыкли называть тюрьмой народов.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Федераци Тӗп Саккунӗн йӗркисене пӑсса тунӑ ӗҫсене йӑнӑш та, ҫитменлӗх те теме ҫук.

Не надо говорить, что при выполнении положений Основного Закона Федерации были допущены ошибки и недочеты.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Тӑван чӗлхе хутне кӗрсе калаҫакансене экстремистсем теме тытӑнчӗҫ.

Все, кто заступался за родной язык, становились экстремистами.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней