Поиск
Шырав ĕçĕ:
19. Маккавейпа пӗрле пулнӑ ҫулпуҫсем Досифей тата Сосипатр ҫавӑнта кайнӑ та Тимофей керемре хӑварнӑ ҫынсене, вунӑ пин ытла ҫынна, тӗп тунӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Патша Илиодортан: тепӗр хут Иерусалима яма юрӑхли кам пулма пултарӗ тесе ыйтсассӑн, вӑл ҫапла хуравланӑ: 38. санӑн мӗнле те пулин тӑшман е санӑн патшалӑхна хирӗҫ тӑраканӗ пур пулсассӑн, ӑна ҫавӑнта яр; эхер те чӗрӗ юлайсассӑн, вӑл унтан асап курса таврӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав вырӑнта чӑнах та Турӑ хӑвачӗ тӑрать: 39. Хӑй тӳпере пулин те, Вӑл — ҫав вырӑнӑн хуралҫи, ӑна хӳтӗлекенӗ, Вӑл усал шухӑшпа пыракансене вӗлере-вӗлере пӑрахать, тенӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Турӑ умне тӑмалли тумтир тӑхӑннӑ священниксем, парне вырӑнӗ умне ӳксе, тӳпенелле пӑхса тархасланӑ: сӑваплӑ Ҫурта шанса панӑ пурлӑх ҫинчен калакан саккунне Параканӗ ӑна ҫавӑнта хунӑ ҫынсемшӗн тӗрӗс-тӗкел сыхласа хӑвартӑрччӗ тесе кӗлтунӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унта ҫитсессӗн, Иеремия ту хушӑкӗнче пурӑнма юрӑхлӑ вырӑн тупнӑ та кӗлӗ чатӑрӗпе саккун арчине тата ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнне ҫавӑнта илсе кӗнӗ, кӗрсе-тухса ҫӳремелли шӑтӑкне хупласа хӑварнӑ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Лешӗсем ӗнтӗ Азот ҫӗрӗнчи пашнесене тарса кӗнӗ, анчах Иоанн вӗсене вут тӗртсе ҫунтарса янӑ, ҫавӑнта икӗ пине яхӑн ҫын пӗтнӗ; Иоанн Иудея ҫӗрне ыррӑн-сыввӑн таврӑннӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Кендевей ӗнтӗ Иамния хулине ҫитнӗ те халӑха вӑрҫа хӗтӗртсе тӑма тытӑннӑ, Иудея ҫӗрне тапӑна-тапӑна кӗрсе, нумайӑшне тыткӑна иле-иле кайса вӗлернӗ; 41. Кедрон хулине те туса лартнӑ, хӑйне патша хушнӑ пек, утлӑ тата ҫуран ҫарне, вӗсем хуларан Иудея ҫулӗсем тӑрӑх кайса ҫӳреччӗр тесе, ҫавӑнта вырӑнаҫтарса тухнӑ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Ҫав куна вара ҫулленех савӑнӑҫлӑн уявласа ирттерме йышӑннӑ, Симон керемрен инҫе мар Турӑ Ҫурчӗ ларакан сӑрта ҫирӗплетнӗ, вара хӑй те, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисем те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Александр, ҫавӑнта пытанас тесе, Арави ҫӗрне тарнӑ; Птоломей патша ҫӗкленсе кайнӑ вара.16. И убежал Александр в Аравию, чтобы укрыться там; царь же Птоломей возвысился.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнта юлнӑ ҫыннисене вӑл кулянса каланӑ: тӑрар та хамӑр тӑшмансем ҫине каяр; вӗсемпе ҫапӑҫма, тен, вӑй ҫитерӗпӗр, тенӗ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Ҫавӑн чухне Елеазар — Саваран ывӑлӗ — пӗр сӑланне патшанӑн тимӗр хӳтлӗхӗпе витнине, вӑл ыттисенчен патвартарах пулнине асӑрханӑ, ҫавӑнпа ҫав сӑлан ҫинче патша хӑй ларса пынӑн туйӑннӑ; 44. Елеазар вара Израиль халӑхне ҫӑлса хӑйӗн ятне ӗмӗрлӗхе хӑварас шухӑшпа хӑй пурӑнӑҫне те хӗрхенсе тӑман: 45. ҫар варрине ҫав сӑлан патне пӗр хӑрамасӑр ыткӑннӑ, тӑшмансене хӗҫӗпе сылтӑмалла та, сулахаялла та каса-каса пынӑ, лешӗсем ӗнтӗ икӗ еннелле сирӗлсе анчах юлнӑ; 46. вӑл ҫак сӑлан патне чупса ҫитнӗ те, унӑн айне выртса, ӑна вӗлернӗ, сӑланӗ Елеазара ая туса ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, Елеазар ӗнтӗ ҫавӑнта вилнӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Антиох ҫавӑнта пырса ҫитнӗ те ҫаратас ӗмӗтпе хулана туртса илме тӑрӑшнӑ, анчах туртса илеймен, мӗншӗн тесессӗн унӑн шухӑшӗ хула ҫыннисемшӗн паллӑ пулнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Унта вӗсем суя тӗнлӗ халӑха, Турӑ саккунне уяман ҫынсене вырӑнаҫтарнӑ, вӗсем вара ҫавӑнта тӗпленсе ларнӑ; 35. кӑрал тата апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе хунӑ, Иерусалимран илсе тухнӑ тупӑша ҫавӑнта пуҫтарса хунӑ: халӑхшӑн ҫапла пысӑк таната пулса тӑнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара ҫавӑнта пурӑнӗҫ, текех ылхан пулмӗ, Иерусалим сыхлӑхра пурӑнӗ.11. И будут жить в нем, и проклятия не будет более, но будет стоять Иерусалим безопасно.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Хадрах ҫӗрне малашне мӗн пулассине пӗлтерсе каланӑ сӑмах; вӑл Дамаска ҫити сарӑлӗ, ҫавӑнта чарӑнса тӑрӗ: Ҫӳлхуҫа куҫӗ, Израилӗн пур йӑхне те курса тӑнӑ пек, пур ҫынна та курса тӑрать, 2. унпа юнашар ларакан Емаф хулине те, Тир хулине те, питех ӑслӑланса кайнӑ Сидона та курса тӑрать.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй Сион хӗрӗ, тертлен, ҫуратакан арӑм асапӗпе асаплан: эсӗ халӗ хуларан тухӑн, хирте пурӑнӑн, ҫапла Вавилона ҫитӗн; ҫавӑнта ҫӑлӑнӑн эсӗ, ҫавӑнта сана Ҫӳлхуҫа хӑвӑн тӑшманусен аллинчен хӑтарӗ.
Мих 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ионӑна Ҫӳлхуҫаран иккӗмӗш хут сӑмах пулнӑ: 2. тӑр та Ниневие, аслӑ хулана, кай, Эпӗ сана мӗн калама хушнине ҫавӑнта вӗрентсе ҫӳре, тенӗ.
Иона 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Амоса ӗнтӗ Амасия ҫапла каланӑ: эй витӗркуран! кай, Иуда ҫӗрне тухса кай; ҫавӑнта ҫӑкӑр ҫи, ҫавӑнта пророкла каласа ҫӳре, 13. анчах Вефильре текех пророкла каласа ан ҫӳре, мӗншӗн тесен вӑл — патшанӑн таса вырӑнӗ, патша килӗ, тенӗ.
Ам 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Халӑхсем ҫӗкленччӗр те Иосафат айлӑмне ҫитсе анччӑр: пур ҫӗрти халӑхсене пурне те сут тумашкӑн Эпӗ ҫавӑнта ларӑп.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй таврари халӑхсем, пурте васкӑр, пуҫтарӑнӑр, пӗрле пухӑнӑр; эй Ҫӳлхуҫамӑр, Хӑвӑн паттӑрусене ҫавӑнта ертсе кай.11. Спешите и сходитесь, все народы окрестные, и соберитесь; туда, Господи, веди Твоих героев.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл Ангелпа кӗрешнӗ — ҫӗнтернӗ; йӗнӗ, Ӑна тархасланӑ; Вӑл пире Вефильре тупнӑ та ҫавӑнта пирӗнпе калаҫнӑ.
Ос 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.