Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ирттернӗ (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ леш улмуҫҫи ларать, ку йывӑҫ айӗнче вӑл пӗр каҫ куҫ хупмасӑр ирттернӗ.

Вот и та груша, под которой он когда-то провел бессонную ночь.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл утӑ купи патӗнче ирттернӗ каҫа хӑйӗн ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫламӑшӗ тесе шутланӑ, часах-и, часах мар-и, анчах Анфиса хӑй арӑмӗ пуласса вӑл пӗлсех тӑнӑ.

Ночь, проведенную в поле возле копны, он считал началом новой жизни, и то, что Анфиса рано или поздно будет его женой, у него уже не вызывало сомнения.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Атте, эсир хӑвӑрӑнне пурӑнса ирттернӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа пирӗн ҫул ҫине ан тӑрӑр…

— Вы, батя, свое отжили, так и нечего вам становиться на нашу дорогу…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Управляющи ӗнентерсех каланине Сергей шанчӗ, анчах усӑсӑр ҫӳресе ирттернӗ вӑхӑта хӗрхенчӗ…

Управляющий говорил убедительно, и Сергей ему поверил, но обидно было, что столько потеряно времени.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӳллӗ те типшӗм Тимофей Ильич Тутаринов, хӑй ӗмринче хура-шур курса ирттернӗ ватӑ кӗтӳҫӗ пекскер, кӗске каснӑ кӑвак мӑйӑхне тулли кӑмӑлпа пӗтӗркелесе, ваттисен ушкӑнӗнче тӑнӑ.

Тимофей Ильич Тутаринов, мужчина высокий и сухой, похожий на старого пастуха, видавшего за свой век виды, стоял в кругу стариков, щурился и дрожащей рукой поглаживал седые, куцо подстриженные усы.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Йывӑр аманнӑскер контузи чӑтса ирттернӗ.

Тяжело раненый, выдержал контузию.

Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14

Санӑн аслаҫӑвах ҫав ӳпремлӗхпе ӗмпӗве кӳрентернӗ пулнӑ, вара вӑл, унӑн кӑмӑлӗ ҫаврӑнасса шанмасӑр, унтан нимӗнле ырлӑх кӗтмесӗр, хӑйӗн ӗмӗрне Ягоднӑйрах пурӑнса ирттернӗ.

За это еще твой дед попал в опалу и доживал в Ягодном, не надеясь и не ожидая милости венценосца.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тахҫан ӗлӗк пӗчӗк ачанни пек тӑртанса тӑракан тути хӗррисем усӑнчӗҫ, вӗсене чӑтса ирттернӗ хурлӑх пӗркелентерчӗ.

В опущенных, когда-то отрочески пухлых углах рта ложилась мужалая горесть.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫиелтен пӑхсассӑн, Аксинья савнисӗр тунсӑх пурнӑҫа ҫирӗппӗн чӑтса ирттернӗ пек туйӑнать.

Аксинья с виду стойко переносила разлуку.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Панихида туса ирттернӗ хыҫҫӑн тӑххӑрмӗш кунне вӑрҫӑра вилнӗ Григори воина асӑнма Виссарион пупа тата хӑйсен тӑванӗсемпе хурӑнташӗсене пуҫтарчӗҫ.

На девятый день после панихиды пригласили попа Виссариона и родных на поминки по убиенном воине Григории.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Икӗ ҫӗр ҫывӑрмасӑр ирттернӗ хыҫҫӑн Листницкий канлӗ ыйха путрӗ.

Освежающий после двух бессонных ночей, навалился сон.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йӗри-таврари пур япаласем те уҫҫӑн, хӑйсен виҫинчен пысӑкланса курӑннӑн туйӑнаҫҫӗ, ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр ирттернӗ хыҫҫӑн ҫавӑн пек пулать вӑл.

Все предметы вокруг были отчетливы и преувеличенно реальны, — так бывает, когда не спишь всю ночь.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сокольникире никама кӳрентермесӗр вӑхӑт ирттернӗ чух пӗр историе ҫитсе тӑрӑнтӑмӑр.

В Сокольниках во время очень безобидного времяпровождения напоролись на историю.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хуторта пурнӑҫ хӑйӗн кулленхи нимӗн улшӑнми йӗркипе пырать: хӑйсен срокне служит туса ирттернӗ казаксем ҫартан таврӑнчӗҫ.

Обычным, нерушимым порядком шла в хуторе жизнь: возвратились отслужившие сроки казаки.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Салхуллӑ, чунсӑр шӑршӑ сарса лараҫҫӗ ӗмӗрне ирттернӗ курӑксем.

Тоскливо, мертвенно пахли отжившие травы.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл урисене сарса ярса, пуҫне хура юн лачаки ӑшне пуҫнӑ, пичӗ ҫине лачкам юнлӑ ҫӳҫ пайӑркисем усӑнса аннӑ; хӑйӗн кун-ҫулне ирттернӗ курӑнать вӑл ҫак хаваслӑ сенкер ҫӗр ҫинче…

Разводя ногами, окунал голову в черную спекшуюся кровь, кровяные сосульки волос падали на лицо; как видно, отходил свое по голубой веселой земле…

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑхӑта вӑл пуринчен ытларах килте ларса ирттернӗ.

И большую часть времени проводил дома.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Халӗ, мӗн ватӑличченех уҫӑ тӑнне пӑрахманнишӗн, сутӑнчӑк ҫын пулманнишӗн, тӳрӗлӗхӗшӗн тата ҫӑкӑр-тӑварлӑхӗшӗн хуторти пур ҫын хушшинче те ырӑ ятпа хисепленсе, хӑйӗн юлашки кунӗсене ывӑлӗ патӗнче асаилӳсемпе пурӑнса ирттернӗ.

Доживая у сына, пользуясь в хуторе всеобщим уважением за ясный до старости ум, неподкупную честность и хлебосольство, короткие остатки жизни тратил на воспоминания.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑмлӑрах вырӑнсенче, сӑртсенче ӗнсе пыракан тулӑ ҫулҫисем сарӑхса пӗтӗрӗнсе ларчӗҫ, хӑйӗн ӗмӗрне ирттернӗ тырӑ тунисем типсе шултӑркаса кайрӗҫ.

На суглинистых местах, на пригорках желтел и сворачивался в трубку подгорающий лист, пересыхал отживший свое стебель.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Троица уявӗнчен хуторти килсенче хире кӑларса тӑкнӑ типӗ улӑм кӗлӗ тата хапхасемпе крыльцасем умне чиксе лартнӑ юман турачӗсемпе вӗрене турачӗсен пӗркеленсе ларса ӗмӗрне ирттернӗ шупкарах ешӗл тӗсӗпе лӳчӗркенчӗк ҫулҫӑсем ҫинчи тусан ҫеҫ тӑрса юлчӗ.

От Троицы только и осталось по хуторским дворам: сухой чабрец, рассыпанный на полях, пыль мятых листьев да морщиненная, отжившая зелень срубленных дубовых и ясеневых веток, приткнутых возле ворот и крылец.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней