Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Эфес Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Хӑйӗн сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса Тӑраканӗ, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ варринче Ҫӳрекенӗ сана ҫапла калать: 2. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ тӑрӑшнине, эсӗ чӑтнине, эсӗ аскӑнчӑксене тӳсме пултарайманнине тата эсӗ хӑйсене апостол тесе калакансене сӑнанине те Эпӗ пӗлетӗп; эсӗ вӗсем апостолсем мар, ултавҫӑсем иккенне ӑнланса илтӗн. 3. Эсӗ чӑтӑмлӑ, Манӑн ятӑмшӑн нумай тӳсрӗн, пӗрех хавшаса ӳкмерӗн. 4. Анчах санӑн Ман умӑмра айӑпу пур — эсӗ малтанхи пек юратмастӑн. 5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ху малтан мӗнле пулнине астуса ил те — ӳкӗн, малтан тунӑ ӗҫӳсене ту; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та, ӳкӗнмесессӗн, санӑн ҫутаткӑҫна хӑйӗн вырӑнӗнчен куҫарӑп. 6. Ҫапах та санӑн лайӑххи пур: эсӗ Николай хыҫҫӑн кайнисенӗн ӗҫӗсене кураймастӑн, ҫав ӗҫсене Эпӗ те кураймастӑп. 7. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене Туррӑн рай варринчи чӗрӗлӗх йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫитерӗп».
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпӗ хампа кам калаҫнине пӗлесшӗн каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм; ҫаврӑнса пӑхсассӑн ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ куртӑм; 13. ҫичӗ ҫутаткӑҫ варринче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскер тӑратчӗ; Вӑл подир тӑхӑннӑччӗ, кӑкӑрӗ ҫинчен ылтӑн пиҫиххи ҫыхнӑччӗ.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Павелпа Сила ҫӗр варринче кӗлтуса, Турра мухтаса юрланӑ; тӗрмере ларакансем ӗнтӗ вӗсене итленӗ.25. Около полуночи Павел и Сила, молясь, воспевали Бога; узники же слушали их.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫапла ӗнтӗ сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫурт хуҫи хӑҫан килессине — те каҫпа, те ҫӗр варринче, те автан авӑтнӑ вӑхӑтра, те ирхине — пӗлместӗр; 36. вӑл, сасартӑк килсе, эсир ҫывӑрнӑ тӗле ан пултӑрччӗ.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Каҫхине кимӗ тинӗс варринче пулнӑ, Иисус пӗчченех ҫыран хӗрринче пулнӑ.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӗр варринче: «акӑ кӗрӳ каччӑ килет, хирӗҫ тухӑр!» тесе кӑшкӑрни илтӗнсе кайнӑ.6. Но в полночь раздался крик: вот, жених идет, выходите навстречу ему.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эхер те Ҫӳлти Турӑ сана ҫав вӑхӑтчен пурӑнса ҫитме парсассӑн, виҫҫӗмӗш тапхӑр хыҫҫӑн эсӗ вӑйлӑ пӑлхану курӑн: ҫӗр варринче сасартӑк хӗвел ҫутатса ярӗ, кӑнтӑрла уйӑх тухӗ; 5. йывӑҫ ҫинчен юн тумласа тӑрӗ, ӗнтӗ чул та сас парӗ, халӑхсем пӑлханӗҫ, ҫӑлтӑрсем хӑйсен ҫулне улӑштарӗҫ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл вара мана каларӗ: эхер те эпӗ санран тинӗс варринче пурӑнмалли вырӑн миҫе е тӗпсӗр авӑр никӗсӗнче миҫе ҫӑлкуҫ, е тӳпере миҫе шыв ҫулӗ, е райӑн хапхисем мӗнле тесе ыйтнӑ пулсассӑн, 8. эсӗ, тен, мана: эпӗ тӗпсӗр авӑра та анса курман, тӳпене те нихӑҫан та улӑхман, тамӑкран тухмалли вырӑн ӑҫтине те пӗлместӗп, тенӗ пулӑттӑн.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ вара, тет Ҫӳлхуҫа, уншӑн ун тавра вут хӳме пулӑп та ун варринче мухтава тухӑп.5. И Я буду для него, говорит Господь, огненною стеною вокруг него и прославлюсь посреди него.
Зах 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫав кун вара ҫапла пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ: тӑр-кӑнтӑрла хӗвеле антарса лартӑп, кӑнтӑр варринче ҫӗре сӗмлӗхпе хупӑрлӑп.
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вырӑнӑм ҫинче ҫывӑрнӑ чухне мана ҫакӑ курӑнчӗ: акӑ ҫӗр ҫинче, унӑн варринче, питӗ ҫӳллӗ йывӑҫ ларать.7. Видения же головы моей на ложе моем были такие: я видел, вот, среди земли дерево весьма высокое.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
92. Патша каланӑ вара: акӑ эпӗ вут-ҫулӑм варринче ҫӳрекен тӑватӑ ара куратӑп, вӗсене ҫыхман, вӗсем тӗрӗс-тӗкелех; тӑваттӑмӗшӗ Турӑ ывӑлӗ пекех курӑнать, тенӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
88. Эй Анания, Азария тата Мисаил, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр; Вӑл пире тамӑкран туртса кӑларчӗ, вилӗм аллинчен ҫӑлчӗ, кӑмака варринче ҫунакан ҫулӑмран хӑтарчӗ, вут-ҫулӑм ӑшӗнчен хӑтарчӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Азария патне, унпа пӗрле пулнисем патне вара кӑмакана Ҫӳлхуҫа Ангелӗ аннӑ, 50. вӑл вут-ҫулӑма кӑмакаран кӑларса янӑ, кӑмака варринче вӗрсе тӑракан евӗрлӗ нӳрлӗ ҫил тунӑ, вара вут-ҫулӑм вӗсене пачах та сӗртӗнмен, нимӗнле сиен те кӳмен, вӗсене шиклентермен те.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна сӑваплӑ лаптӑкпа тата хула ҫӗрӗпе юнашар, вӗсен икӗ айккинче, пай памалла, ҫав ҫӗр тухӑҫ еннелле ҫирӗм пилӗк пин шалча, анӑҫ еннелле ҫирӗм пилӗк пин шалча пулмалла, вӑл йӑхсен ҫӗрӗ ҫумӗпе тӑсӑлмалла, ҫапла вара сӑваплӑ лаптӑкпа Турӑ Ҫурчӗ аслӑ пуҫлӑх ҫӗрӗн варринче пулать.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ытти ҫӗрӗ, сарлакӑшӗ пилӗк пин, тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин чухлӗскер, хулана — тӗрлӗрен усӑ курма, ҫуртсем лартма, хула ҫумӗ валли — тивет; хули варринче пулать.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫак сӑваплӑ ҫӗр священниксене пулмалла, ҫурҫӗрелле ҫирӗм пилӗк пин, тинӗс енчи сарлакӑшӗ вунӑ пин, тухӑҫ енчи сарлакӑшӗ вунӑ пин, кӑнтӑр енчи тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин шалча пулмалла, ун варринче вара Турӑ Ҫурчӗ пулать.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иуда чиккипе юнашар вара, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, сӑваплӑ лаптӑк, унӑн сарлакӑшӗ ҫирӗм пилӗк пин шалча, тӑршшӗ, тухӑҫран анӑҫа ҫитиччен, ытти пай ҫӗрӗсен тӑршшӗ пек; ун варринче Турӑ Ҫурчӗ пулӗ.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Турӑ Ҫуртӗнче шалта та, тулашӗнче те алӑксен тӑрринчен пуҫласа пӗтӗм стена ҫине йӗри-тавра, шалта та, тулашӗнче те, тӗрлӗ ӳкерчӗк каса-каса кӑларнӑ, 18. херувимсемпе пальмӑсем тунӑ: икӗ херувим варринче — пальма, кашни херувимӑн — икӗ пит-куҫ.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ Даниилран та ӑслӑрах-мӗн, эсӗ пӗлмен пӗр вӑрттӑнлӑх та ҫук; 4. ӑслӑлӑхупа, ӑсу-тӑнупа ху валли пуянлӑх пухрӑн, пӳлмӳсене эсӗ ылтӑнпа кӗмӗл тултартӑн; 5. пысӑк ӑслӑлӑхупа, суту-илӳ туса, пуянлӑхна ӳстертӗн эсӗ, вара ӑсу пуянлӑхупа мӑнаҫланчӗ — 6. ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ акӑ мӗн калать: хӑвӑн ӑсна Турӑ ӑсӗпе тана хунӑшӑн 7. акӑ Эпӗ сана хирӗҫ ют ҫӗршыв ҫыннисене, халӑхсенчен чи хаяррисене, илсе килӗп, вӗсем сан ӑслӑлӑхун илемне хирӗҫ хӗҫне туртса кӑларӗҫ, сан чапна сӳнтерӗҫ; 8. сана масар шӑтӑкне пӑрахӗҫ, тинӗссем варринче эсӗ вӗлернӗ ҫынсенӗн вилӗмӗпе вилӗн.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.