Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Эхер те кам та пулин хӑйӗн хӗрне чуралӑха сутсассӑн, вӑл арҫын чура тухса кайнӑ пек тухса кайма пултараймасть; 8. эхер те ҫав хӑрхӑм хӑйӗн хуҫине килӗшмест пулсассӑн, хуҫи ӑна ҫураҫмасть пулсассӑн, ӑна каялла тӳлесе илме ирӗк патӑр; ӑна хӑй тиркенӗ пулсассӑн, [хуҫан] ӑна ют халӑха сутма ирӗк ҫук; 9. эхер те вӑл ӑна хӑйӗн ывӑлӗ валли ҫураҫсассӑн, ӑна хӑйӗн хӗрӗ вырӑнне хутӑр; 10. эхер те ывӑлӗ валли урӑх арӑм илсессӗн, ӑна апатсӑр, тумтирсӗр хӑвармалла мар, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнасси те сыхланса юлтӑр; 11. эхер те хуҫа уншӑн ҫакӑ виҫӗ япалана тумасть пулсассӑн, вӑл ун патӗнчен ахалех, тӳлемесӗрех, тухса кайтӑр.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иаков калаҫма тытӑннӑ та Лавана каланӑ: манӑн мӗн айӑп пур, мӗн ҫылӑх пур — мӗншӗн мана хыҫран хӑвалатӑн? 37. эсӗ [манӑн килте] манӑн пур япалана та тустарса тухрӑн, хӑвӑн килӳнти япаласенчен мӗн те пулин тупрӑн-и? ҫакӑнта манӑн хурӑнташӑмсемпе хӑвӑн хурӑнташусем умӗнче кӑтарт; иксӗмӗр хушшӑмӑра вӗсем татса паччӑр.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тепрехинче вӑл е ку япалана илсе килме шантарать.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Хӑш чухне вара тытӑннӑ япалана вӗҫлемесӗр те чарӑнмасть, ӗҫӗ мӗнле пулса тухнине хӑвӑртрах курас килет унӑн.
«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Хальхи вӑхӑтра, ҫуран сахал ҫӳренӗ май, паллӑ чылай япалана асӑрхамасӑр иртсе каятпӑр.В наше время, из-за того, что мало ходим пешком, проходим не замечая многие знаменательные вещи.
Хисеплĕ вырăнсене - ушкăнпа // Т.ШЕВЕРОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26