Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫарпа спорт вӑййисем паянхи ӑрушӑн патриотизм шкулӗ ҫеҫ мар.Военно-спортивные игры для нынешнего поколения не только школа патриотизма.
Паян — вӗренӳри, спортри хастарсем, ыран — ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№
Пӗрремӗш класранпах драма кружокне юратса ҫӳретӗп, паянхи кунччен те сцена ҫинче эпӗ.С первого класса хожу в драматический кружок с удовольствием, и до сих пор я на сцене.
Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№
Паянхи вӑй-хӑват сирте нихӑҫан та ан иксӗлтӗр.Пусть ваша сила, которая в вас сегодня, никогда не иссякнет.
«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пӗрлештереҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29
Республика парламенчӗн спикерӗ палӑртнӑ тӑрӑх, журналистсен кулленхи тӑрӑшӑвне паянхи кун хаҫат-журналсемпе телеэкран ҫинче ҫеҫ мар, интернет уҫлӑхӗнче те курма пулать.
Нурлат хаҫачӗн чи нумай вулакан // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
Ҫӗнӗ Шешкелӗнчи (Лениногорск районӗ) Мадияновсенни пек ҫемьесем ҫинче тытӑнса тӑрать те ӗнтӗ паянхи ял.
«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Ҫапла вара чӑваш халӑхӗн авалхи тумӗнчен пуҫласа паянхи ҫи-пуҫӗ таранчченех курма пулатчӗ уявра.
Чӑваш тумӗ — халӑх мулӗ, сумӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
— Федерацин паянхи тӗллевӗ — Раҫҫей спортсменӗсене Олимп вӑййисене хутшӑнма майсем туса парасси.
Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
— Паянхи стартра та ҫӑмӑл пулмарӗ.
Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Паянхи кӑтарту та маншӑн пӗчӗк мар.
Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Апла пулин те хальлӗхе «Хыпар», «Хресчен сасси», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ» /пурте «Хыпар» Издательство ҫуртӗнче тухса тӑраҫҫӗ/ хаҫатсенче тӑрӑшакан калем ӑстисемшӗн тӗпре ял валли специалистсем хатӗрлекен аслӑ шкулӑн паянхи йывӑрлӑхӗ-ҫитӗнӗвӗ ҫинчен вулакана уҫӑмлатса парасси пулчӗ.
Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Паянхи куна алӑ ӑсти ҫак мелпе вунна яхӑн икона тӗрленӗ, кашнин умӗн пачӑшкӑран пил илнӗ, ӗҫе вӗҫлесен ӑна чиркӳре сӑвапланӑ.
«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Хӗрарӑмсем анне пулма пулӑшнӑ акушера паянхи кун та ырӑ сӑмахпа аса илеҫҫӗ.
Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15
Паянхи кун тӑватӑ мӑнук ҫитӗнет.
Аллӑ ҫул каяллине аса илсе // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22
Шел‚ паянхи кун тӗлне Уккиясра ытларах пенсионерсем пурӑнаҫҫӗ‚ ҫамрӑксем питӗ сахал.Жаль, на сегодняшний день в Киясово больше проживают пенсионеры, молодых очень мало.
Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22
Пирӗн Пелепей тӑрӑхӗнче Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн академикӗсем паянхи куна тӑватӑ ҫын шутланаҫҫӗ.
Халӑх академикӗ ята тивӗҫрӗ // Рудольф ИЛЬКЕЛРИ. «Урал сасси», 2016.06.22
«Ҫакна шӑпах паянхи уява йӗркелеме пултарни ҫирӗплетет»‚ – терӗ Ихсан Ахсанович."Это как раз подтверждает организованный сегодня праздник", - сказал Ихсан Ахсанович.
Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22
«Салам» фестивалӗн паянхи ҫӗнтерӳҫисем Раҫҫейри мероприятисенче чи лайӑххисем пуласса шанас килет.
«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22
Паянхи кун ют ҫӗршывсем санкцисем лартнӑ вӑхӑтра Раҫҫейри ял хуҫалӑхне аталантармашкӑн условисем туса пани, ҫав шутра выльӑх ӗрчетессипе те, пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ министр ҫумӗ.
Ҫӗршыв шайне тухас ӗмӗт тата пӗр утӑм ҫывӑхрах // Любовь ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30
Вӑл пире похода илсе кайни паянхи кун та куҫ умӗнче.
Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30
«Пусть всегда будет солнце» юрра юрлама вӗрентнине паянхи пекех ас тӑватӑп.Как сегодня помню, как разучивали песню «Пусть всегда будет солнце».
Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30