Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аллисемпе (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫемен вӗсем умӗнчен иртнӗ чухне час-часах Анфиса упӑшкине йӑл кулса, урисемпе хӑвӑрт пусса, вӑйлӑ аллисемпе наҫилкка аврисене ҫирӗп тытса, Варя хыҫҫӑн утнине курнӑ.

Семен, часто проходя мимо них, видел, как Анфиса быстрыми шагами шла следом за Варей, крепко держа поручни в сильных руках.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ефим чӗркуҫҫи ҫине ҫӗкленчӗ, тӳрленчӗ, вӑйлӑ аллисемпе, вӗҫсе кайма хатӗрленнӗ пек, хӑлаҫланса илчӗ те хӑйпе Селезнев ҫинчен питӗ хӗрӳ, хӑй сӑввисене вулакан поэт пек хӗрӳ калама пуҫларӗ.

Ефим привстал на колени, выпрямился, взмахнул сильными руками, как бы собираясь взлететь, и начал рассказывать и о себе и о Селезневе с таким жаром, с каким только поэты читают свои стихи.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Аллине вӑл тин ҫуралнӑ иккӗмӗш ывӑлне тытнӑ, виҫӗ ҫулхи аслӑ ывӑлӗ, аллисемпе амӑшӗн кӗпинчен тытса, лаша ҫине утланса ларнӑ ашшӗ ҫине тӗлӗнсе пӑхнӑ.

На руках у нее был только что родившийся второй сын, а первенец, трехлетний мальчик, держался руками за юбку матери и смотрел на отца, уже сидевшего на коне…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ҫук, пӗтмерӗ, — Хохлаков тӑчӗ, пуҫне, ҫамкине тутӑрпа шӑлчӗ те аллисемпе пукан хыҫӗ ҫине тӗрӗнсе тӑчӗ.

— Нет, не все, — Хохлаков встал, вытер платком голову и лоб, оперся руками о стол.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ывӑннӑн, чирлӗ ҫын пек, вӑл сӗтел умне пычӗ те, йӑванса каясран хӑранӑ пек, вӑйлӑ аллисемпе пукан хыҫне ярса тытрӗ.

Расслабленно, как больной, он приблизился к столу и, точно боясь свалиться, сжал сильными руками спинку стула.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫемен таз ҫине пӗкӗнет, телейлӗ те савӑнӑҫлӑ Анфиса хӑйӗн хӑвӑрт аллисемпе унӑн тӑмаланса тӑракан пуҫне супӑнь сӗрет.

Семен склонился над ним, а Анфиса, радостная и счастливая, своими проворными руками намыливает ему кудлатую голову…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Атарщиков, аллисемпе сарлакан хӑлаҫланса, кӑкӑрӗнчен такам чышса янӑ пек, ҫурӑмӗпе ҫӗр ҫине лаплатса ӳкет, урисене вӗттӗн силлентерсе, чул сарнӑ ҫул ҫинче тапаланать, ури ҫине тӑма хӑтланать.

Атарщиков широко взмахивает руками и, запрокидываясь, падает на спину, мелко сучит ногами, бьется о мостовую, пытается встать.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем аллисемпе сулкалаҫҫӗ, кулаҫҫӗ.

Казаки машут руками, смеются.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Салтакӗ хӗрарӑма ыталать, хай ҫумнелле туртса илме тӗрмешет, ҫавӑнтах темӗн пӑшӑлтата-пӑшӑлтата калать; хӗрарӑмӗ, аллисемпе ун кӑкӑрне тӗкӗлесе тытнӑ та пуҫне ҫӳлелле каҫӑртнӑ, антӑхса кайнӑ евӗр: «Ӗненместӗп! Ӗненместӗп», — текелесе, вӑйсӑрланнӑ ҫамрӑк сасӑпа кулать.

Солдат обнимал женщину, притягивая ее к себе, что-то шептал, а она, упираясь ему в грудь руками, откидывала голову, бормотала захлебывающимся голосом: «Не верю! Не верю», — и приглушенно, молодо смеялась.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл ушкӑн варрине сиксе кӗчӗ те, аллисемпе урӑм-сурӑм хӑлаҫланса, кӗпе ҫухи ҫинчи тӳмисене тӑпӑлтарса, тӑвӑнчӑклӑн хӑрӑлтатрӗ, шурӑ кӑпӑклӑ сурчӑкпа чыхӑнса тапӑртатма тытӑнчӗ.

Он прыгнул на средину круга, отчаянно взмахнул руками, обрывая на вороте рубахи пуговицы, захрипел, задергался, пенясь бешеной слюной:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, Иван Алексеевич ҫине хӑюллӑн тӗлле-тӗлле кӑтӑртса, тӑвӑр ункӑ варринче йӑпӑртатса чупрӗ: сӑнӗпе хӑй хӑрушла тӗксӗмленсе кайнӑ, аллисемпе ҫилӗллӗн сулкаласа хӑлаҫланать, пичӗ ҫине хӑмӑр хӗрлӗ йӗрсем йӑрӑмланса тухнӑ.

Смелым жестом указывал он на Ивана Алексеевича и метался по тесному кругу, побледневший, страстно жестикулирующий, с лицом, облитым коричневым румянцем.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӑт-пат ҫутӑ ҫӑмпа витӗннӗ пӗчӗкҫӗ хӑмӑр аллисемпе Сергей Платонович Мохов пурнӑҫа тӗрлӗ енчен хыпашласа курчӗ.

Маленькими смуглыми руками, покрытыми редким глянцем волоса, щупал Сергей Платонович Мохов жизнь со всех сторон.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кошевой хирӗҫ шӑпӑрт шарламасӑр ҫӗр ҫине кукленсе ларчӗ, сӑрӑлтатакан аллисемпе таса юра пуҫтарса илчӗ те, вӗттӗн чӗтренсе, ӳсӗре-ӳсӗре, выҫӑхса ҫитнӗ евӗр ҫиме пуҫларӗ.

Кошевой, не отвечая, припал на колени, трясущимися руками сгребал с земли снег, глотал его с жадностью, мелко дрожа, кашляя.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чубатый лашине хутаҫ ҫакса панӑ та ӑна чӗтрекен аллисемпе пысӑк шӑмӑллӑ ырхан айӑкӗсенчен ҫупӑрласа ачашлать, ҫав вӑхӑтрах ун куҫӗнчен этем ҫине пӑхнӑ пек ытараймасӑр тӗмсӗлсе пӑхать.

Чубатый навесил торбу коню, ходил, оглаживая дрожащими руками его запавшие мослаковатые бока, как человеку, засматривал ему в глаза.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Юрлама чарӑнмарӗ хӑй, хушӑран ҫеҫ аллисемпе тӑнлавне хӗскӗчлесе тытрӗ, шӑлӗсене кӑчӑртаттарчӗ тата, усӑнса аннӑ янах шӑммине чӗтрентерсе, ӑссӑрлӑхӑн вӗри сывлӑшӗпе пиҫсе кайнӑ пуҫне чалӑштарса пычӗ.

Петь не переставал и лишь изредка стискивал ладонями виски, скрипел зубами и, дрожа отвисшей челюстью, кособочил голову, опаленную горячим дыханием безумия.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лиховидов урисене ӳсӗр ҫын пек ҫапкалантарса пырать, сӳнӗк куҫӗсем ҫӗрелле тирӗннӗ, аллисемпе хӑлаҫланать: хӑраххипе — сывлӑшра темӗн тытма, тепӗр аллипе пичӗ ҫинчи куҫа курӑнман эрешмен картине шӑлса пӑрахма хӑтланать, тейӗн.

Шел Лиховидов, пьяно кидая ногами, уронив глаза, что-то хватал в воздухе рукой, другой словно смахивал с лица невидимую паутину.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ҫемен сасартӑк хавхаланчӗ, аллисемпе тӗренсе ҫӗкленчӗ, куҫӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ.

— Семен вдруг вздохнул, поднялся опершись руками, глаза сверкнули.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Аллисемпе тӗренсе, Ҫемен минтер ҫинчен пуҫне ҫӗклерӗ.

Семен приподнялся, опираясь локтями в подушку.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӗрарӑмсем татах темӗн кӑшкӑраҫҫӗ, аллисемпе сулаҫҫӗ, анчах кимӗ ҫумне ҫапӑнакан шыв вӗсен сассисене хуплать…

Бабы еще что-то кричат, машут руками, но вода, плескаясь о борта лодки, заглушает их голоса…

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑйӗн вӑйлӑ аллисемпе хӗре ҫирӗп хулпуҫҫийӗсенчен ыталанӑ чух ҫак тӗксӗм сӑртсем хушшинче Анфиса пӗчӗк те мӗскӗн пек туйӑннӑ ӑна…

Под своей сильной рукой он чувствовал ее упругие плечи, и она казалась ему совсем маленькой и беззащитной на фоне этой суровой природы…

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней