Поиск
Шырав ĕçĕ:
45. Ҫавӑнпа та ҫухал эсӗ, ӑмӑрткайӑк, пысӑк ҫунатусем те, ирсӗр пӗчӗк ҫунатусем те, хаяр пуҫусем те, шелсӗр чӗрнӳсем те хӑвӑн юравсӑр кӳлепӳпе пӗрле ҫухалччӑр, 46. пӗтӗм ҫӗр канса илтӗр, санӑн пусмӑрунтан ирӗке тухтӑр, — хӑйне Пултараканӑн сутне тата ырӑлӑхне шанса тӑтӑр.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эхер те эсӗ мана: «ман куҫҫулӗм ҫӗр куҫҫулӗ пек мар, мӗншӗн тесессӗн эпӗ хамӑн варта хурланса йӑтса ҫӳренӗ, асапланса ҫуратнӑ чуна ҫухатрӑм, 13. ҫӗрӗн вара йӗрки ҫапла: ун ҫинче хальхи йыш ҫухалать те, ҫавӑн чухлех ҫӗнӗ йыш килсе тӑрать» тесессӗн, 14. калӑп сана: эсӗ асапланса ҫуратнӑ пекех, ҫӗр те хӑйне Пултаракана хӑйӗн ҫимӗҫне — этеме — асаппа парать.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. [Ездра хӑйне илсе кайиччен каланӑ сӑмахӑн пуҫламӑшӗ.]
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Вӑл ҫапла хуравласа каларӗ: ҫӗр ҫинче ҫуралнӑ ҫын кӗрешет; 58. ӑна хӑйне ҫӗнтерсессӗн, вӑл эсӗ каланине тӳсӗ, хӑй ҫӗнтерсессӗн вара Эпӗ каланине илӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
78. Халӗ вара сӑмах вилӗм ҫинчен пулӗ: Ҫӳлти Турӑ этем хӑҫан вилмеллине палӑртнӑ самант ҫитсессӗн, чун — хӑйне Пултараканӗ патне таврӑнмашкӑн, чи малтан Ҫӳлти Туррӑн мухтавне пуҫҫапмашкӑн — ӳтрен тухать.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Вӑл мана хуравларӗ: мӗн пултарнийӗ хӑйне Пултаракана васкатма пултараймӗ, ҫак тӗнче те ӳлӗмрен пултарассине пурне те пӗрле шӑнӑҫтараймӗ, терӗ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ пӗлместӗн-им, хӑйне куҫарса кайнӑ ҫӗршывра Израиле сана шанса панӑ.17. Разве не знаешь, что тебе вверен Израиль в стране преселения его?
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ҫуратакан хӗрарӑм ыратнине часрах ирттерсе ярас тесе ҫуратма васканӑ пек, ҫав вырӑн та хӑйне пуҫламӑшӗнчех шанса панине каялла пама васкать.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫакӑн хыҫҫӑн патша, Фаларис пекех йӑлтах ӑссӑрланса ҫитсе, кӑмӑлӗ хушӑран-хушӑ иудейсем майлӑ ҫаврӑннине нимӗн вырӑнне хумасӑр, 28. усаллӑн тупа тусах, иудейсене сӑлансемпе таптаса-лутӑркаса тухса, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тамӑка яма хушнӑ, унтан Иудейӑна ҫарпа кайма, ӑна часах вутпа та хӗҫпе тӗп тума, хӑйне кӗме юраман Ҫурта вут тӗртсе ҫунтарма, унта парне кӳрес текенсемшӗн ӑна яланлӑхах пуш-пушӑ тӑратса хӑварма пулнӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫакна илтсессӗн, хӑйне кӗтмен ҫӗртен тухма чӗннинчен тӗлӗнсе, вӑл пурин ҫинчен те йӑлтах манса кайнӑ та: эсӗ ҫапла васкавлӑ тунӑ ӗҫ мӗнлескер вара вӑл? тесе ыйтнӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ермон хӑйне мӗн хушнине ҫӗрлех туни ҫинчен пӗлтернӗ, патша тусӗсем те ҫавнах ҫирӗплетсе панӑ.12. Тот объявил, что еще ночью исполнил порученное ему, и друзья царя подтвердили это.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл каланине тӑна илсе патша ӗҫме ӑсаннӑ, ӗҫке килнисене кӗрекене хӑйне хирӗҫех вырӑнаҫса ларма хушнӑ.Поверив его и отправившись пить, царь приказал пришедшим на пир возлечь прямо против себя.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна аран-аран вӑратса, ӗҫкӗ вӑхӑчӗ иртсе пынине пӗлтернӗ, хӑйне хушнӑ ӗҫе йӑлтах пурӑнӑҫлани ҫинчен те каланӑ.С трудом разбудив его, он объявил, что время пиршества проходит, и дал отчет в своем поручении.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем пире сӑмахпа хаваслансах йышӑнчӗҫ, чӑннипе вара улталарӗҫ: эпир Турӑ Ҫуртне кӗме, ӑна хӑйне тивӗҫлӗ чи паха парнесемпе чыс тума тӑрсассӑн, вӗсем, хӑйсенӗн авалтанхи мӑнаҫлӑхӗпе каппайланса, пире кӗме чарчӗҫ, эпир вара пур ҫынна та юратнӑран вӗсене ирӗксӗрлемерӗмӗр.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара пурне те курса тӑракан Турӑ, сӑваплисенчен пуринчен те Сӑваплӑраххи, йӑвашлӑх кӗллине илтсе, вӑйӗпе те чӑрсӑрлӑхӗпе мӑнаҫланакана пырса ҫапнӑ: хӑмӑша ҫил суллантарнӑ пек, ӑна унталла-кунталла силленӗ, ҫапла лешӗ, алли-ури вӑйӗ пӗтсе килнӗскер, ҫӗр ҫинче пӗр хускалмасӑр выртаканскер, хӑйне тӳрӗ сут ҫитнипе сасӑ пама та пултарайман.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ пурне те пултарнӑ, пурне те йӗркелесе тӑратӑн, Эсӗ — тӳрӗ Патша: чӑрсӑрланса та хӑйне асла хурса мӗн те пулин тӑвакансене Эсӗ сут тӑватӑн.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫакна пурӑнӑҫласа, суя турӑсен ҫурчӗсене парнесем парса, вӑл хӑйне пӑхӑнса тӑракансен паттӑрлӑхне ҫирӗплетнӗ.7. Исполнив это и снабдив капища дарами, он одушевил мужеством подвластных ему.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑн чухне Феодот ятлӑ ҫын пӗр ӗҫ тума шутласа хунӑ: вӑл хӑйне Птоломей шанса панӑ ҫар ҫыннисене чи лайӑххисене илнӗ те, вӑрҫӑ тухма парас мар тесе, Птоломее улаххӑн вӗлермешкӗн ҫӗрле ун чатӑрне пырса кӗнӗ; 3. анчах Дримил ывӑлӗ Досифей — иудей ҫынни, каярахпа саккунран пӑрӑнса ашшӗсен тӗнне пӑрахнӑскер — патшана чатӑрӗнчен илсе тухнӑ та ун вырӑнне унта пӗр паллах мар ҫынна вырӑнаҫтарнӑ, ӗнтӗ Птоломей вырӑнне ҫавна вӗлернӗ те.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Эрехне хӑйне кӑна, тепӗр чухне шывне кӑна ӗҫме кӑмӑллах мар, шывпа хутӑштарнӑ эрех вара — тутлӑ, ӗҫме те кӑмӑллӑ; ҫавӑн пекех ҫырни те виҫеллӗ пулсассӑн ҫеҫ вулаканӑн хӑлхине килентерет.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫапла вара, пурте ӗҫе татса парас вӑхӑта кӗтнӗ чухне, тӑшман ҫарӗ пуҫтарӑнса ӗрете тӑрса тухсассӑн, сӑлансене хӑйсен вырӑнне тӑратсассӑн, утлӑ ҫар икӗ енӗпе вырӑнаҫса тӑрсассӑн, 21. Маккавей, йышлӑ ҫар тапӑнса килнине, хатӗррӗн тытса тӑракан тӗрлӗ кӑрала тата сӑлансем хаярланса ҫитнине курсассӑн, — ҫӗнтерӗве кӑралпа ҫӗнсе илейменнине, ӑна, Хӑйне кирлӗ пек, Турӑ Хӑй тивӗҫлисене парнеленине пӗлӳҫӗн, — аллисене тӳпенелле ҫӗкленӗ те кӗтретсем тӑвакан, пурне те курса тӑракан Ҫӳлхуҫана тархасланӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.