Поиск
Шырав ĕçĕ:
16. Вара Михей каланӑ: тусем тӑрӑх кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек сапаланса кайнӑ пӗтӗм Израиль ывӑлне куртӑм эпӗ, — Ҫӳлхуҫа: пуҫлӑх ҫук вӗсен, ӗнтӗ лӑпланса, кашнийӗ хӑй килне таврӑнтӑр, терӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Унӑн тавра ӑҫтиҫук ҫынсем, пӑсӑлнӑ ҫынсем пуҫтарӑннӑ та Соломон ывӑлне Ровоама хирӗҫ чӑмӑртаннӑ; Ровоам ӗнтӗ ҫамрӑк пулнӑ, хавшак чӗреллӗ пулнӑ, вӗсене хирӗҫ тӑрайман.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ тунӑ: пӗтӗм ывӑлне Иудӑпа Вениамин ҫӗрӗ тӑрӑх мӗнпур тӗреклӗлетнӗ хулана салатнӑ; пурӑнма мӗн кирлине тулӑххӑн парса, вӗсем валли нумай арӑм та тупса панӑ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Мааха ывӑлне Авияна вӑл тӑванӗсен пуҫлӑхӗ туса хунӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл ӑна патшана лартасшӑн пулнӑ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсем Иуда патшалӑхне тӗрек кӳрсе уралантарнӑ, Соломон ывӑлне Ровоама виҫӗ ҫул хушши пулӑшса-хунтӑласа тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫав виҫӗ ҫул хушшинче вӗсем Давидпа Соломон ҫулӗпе ҫӳренӗ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑн чухне Самее, Турӑ ҫыннине, Ҫӳлхуҫаран ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ: 3. Ровоама — Соломон ывӑлне, Иудея патшине — тата Иудӑпа Вениамин йӑхӗнчи пӗтӗм Израиле кала, 4. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: ан кайӑр, хӑвӑр тӑванӑрсемпе вӑрҫӑ ан пуҫлӑр; пурте киле таврӑнӑр, мӗншӗн тесессӗн ку Манӑн ирӗкӗмпе пулнӑ, тенӗ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Патша халӑха итлемен, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ирӗкӗ ҫапла пулнӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сӑмахне — Силом ҫынни Ахия урлӑ Нават ывӑлне Иеровоама каланӑ сӑмахне — вырӑна килтернӗ.
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫав кун Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗҫсе ҫинӗ, тем тӗрлӗ савӑннӑ; тепӗр кунне вара Давид ывӑлне Соломона иккӗмӗш хут патша пулма Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫу сӗрнӗ, Садока священник пулма ҫу сӗрнӗ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Давид хӑйӗн Соломон ывӑлне тата каланӑ: ҫирӗп те хӑюллӑ пул, ан хӑра, ан сехӗрлен — Ҫӳлхуҫа Турӑ, манӑн Туррӑм, санпа пӗрле пулӗ; Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тумалли пӗтӗм ӗҫе вӗҫличчен Вӑл санран пӑрӑнмӗ, сана пӑрахмӗ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давид вара Соломона, хӑйӗн ывӑлне, Турӑ Ҫурчӗн ӗлкине, ун пӑлтӑрӗн ӗлкине, хуралчӗсен, пӳлӗмӗсен, кӗлечӗсен, ҫӳлти пӳлӗмсемпе шалти пӳлӗмсен, саккун арчи пӳлӗмӗн ӗлкисене панӑ, 12. чӗринче шухӑшласа хунӑ ӗлкесене, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишӗсен ӗлкине, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ тавра вырӑнаҫнӑ пӳлӗмсен, Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшӗсен, Ун ячӗпе кӳнӗ япаласен управӑшӗсен ӗлкине, 13. священниксемпе левитсен пӳлӗмӗсен, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи тӗрлӗ ӗҫ тумалли пӳлӗмсен ӗлкине, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи савӑтсен, 14. Турра ӗҫлесе тӑнӑ чухне тыткаламалли ылтӑн савӑтсемпе кӗмӗл савӑтсен ӗлкине панӑ, вӗсене тума кашни савӑчӗ валли мӗн чухлӗ ылтӑн-кӗмӗл кирлине каласа панӑ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Шелемияна шӑпа тухнӑ — унӑн тухӑҫ енчи хапхана сыхламалла пулнӑ; Захарийӑна — унӑн ывӑлне, ӑслӑ канашҫӑна — шӑпа ярсассӑн ҫурҫӗр енӗ тухнӑ; 15. Овед-Эдома кӑнтӑр енӗ тухнӑ, унӑн ывӑлӗсене вара тӗрлӗ пурлӑх управӑшӗсем лекнӗ.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ватӑлса ҫитсессӗн, мӗн тӑраниччен пурӑнсассӑн, Давид хӑйӗн ывӑлне Соломона Израиль патшине лартнӑ.1. Давид, состарившись и насытившись жизнью, воцарил над Израилем сына своего Соломона.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Давид Израилӗн мӗнпур пуҫлӑхне хӑйӗн ывӑлне пулӑшма халалласа хӑварнӑ: 18. ара, Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑрпа пӗрле мар-и?
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл ывӑлне, Соломона, чӗнсе илнӗ те Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ валли Ҫурт тума пиллӗх панӑ.6. И призвал Соломона, сына своего, и завещал ему построить дом Господу Богу Израилеву.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Давид каланӑ: Наас мана ырӑ тунӑччӗ, ҫавӑншӑн эпӗ унӑн ывӑлне Аннона ырӑ тӑвам-ха, тенӗ.
1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара вӑл Иорама, хӑйӗн ывӑлне, Давид патша патне янӑ: ӑна саламлама тата Адраазарпа ҫапӑҫнӑшӑн, ӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑшӑн тав тума хушнӑ; Фой хӑй те Адраазара хирӗҫ ҫапӑҫнӑ пулнӑ; вӑл Давид валли тӗрлӗрен ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр савӑт-сапа парса янӑ.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Левитсем вара Иоиль ывӑлне Емана, унӑн тӑванӗсене тата Верехия ывӑлне Асафа, Мерари йӑхӗн ҫыннине Ефана, Кушаия ывӑлне, уйӑрса илнӗ; 18. вӗсене ҫак тӑванӗсем пулӑшса тӑмалла пулнӑ: Захария, Бен, Иаазиил, Шемирамоф, Иехиил, Унний, Елиав, Ванея, Маасей, Маттафия, Елифлеуй, Микней, Овед-Эдом тата Иеиел, кусем хапха хуралҫисем пулнӑ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑншӑн вӗлернӗ те Вӑл ӑна, патшалӑха вара Давида, Иессей ывӑлне, панӑ.За то Он и умертвил его, и передал царство Давиду, сыну Иессееву.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Акӑ Кааф ӑрӑвӗнчен тухнӑ Аарон ывӑлӗсем пурӑнакан ял-хула: пӗрремӗш шӑпа Кааф ӑрӑвне тухнӑ, 55. вӗсене Иуда ҫӗрӗнчи Хеврон хулине тата ун таврашӗнчи уй-хире панӑ; 56. ҫак хула хирӗсене тата ялӗсене вара Халева, Иефонния ывӑлне, панӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Навуходоносор, Вавилон патши, Иудейӑра хӑварнӑ халӑхӑн пуҫлӑхӗ пулма Годолийӑна — Шафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне — лартнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.