Поиск
Шырав ĕçĕ:
Дымшаков пуҫне сулчӑ, Корней кӑмӑлсӑрланнӑ хӗрне ҫаннинчен сӗртӗнчӗ те, типӗрех вырӑн шыраса, ҫатансемпе хӳмесем ҫуммипе утма тӑрӑшса, тепӗр еннелле кайрӗ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Сире Лузгин тахҫантанпах аптратнине пӗлетӗп эпӗ, — терӗ Ксени, ун кӑмӑлне хуҫма тӑрӑшса.— Что Лузган у вас давно в печенках сидит, я знаю, — стараясь задеть его самолюбие, сказала она.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Пытармастӑп, Егор Матвеевич, эсир мана шалт тӗлӗнтерсе пӑрахрӑр! — терӗ Ксени, пит йывӑр пулсан та, май килнӗ таран лӑпкӑнрах калаҫма тӑрӑшса.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑйне кирек мӗн хушсан та, ӑна пӗтӗм чун-хавалӗпе тӑрӑшса тума тытӑннӑ, унӑн мӗн те пулин йывӑртараххине тума лексен, вӑл хӑйне телейлӗ тесе шутланине нумайӑшӗ асӑрхаман та пулмалла.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ҫитет ӗнтӗ сана, Егор, — терӗ Аниҫҫе пӑшӑрханса та ҫураҫуллӑн, упӑшки ҫине тилмӗрсе пӑхса, унӑн сӗтел ҫинче вылянакан аллисене ярса тытма тӑрӑшса.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Лайӑх тӗртсе илтӗн эсӗ мана! — терӗ Егор мӑн саслӑн, куҫҫульне шӑлса тата Корнейӑн таракан вылянчӑк куҫӗсене тытма тӑрӑшса.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксени ашшӗне, вӑл никама пӑхӑнмасӑр, ачисенчен те пулӑшу илмесӗр пурӑнма тӑрӑшса, хӑйне тивӗҫлӗ мӑн кӑмӑллӑхпа тыткаланӑшӑн хисепленӗ, анчах вӑл халӗ ҫапла ахалех кутӑнлашни ӑна килӗшмерӗ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Малтан вӑл ҫакна пӗр васкамасӑр, тӑрӑшса тунӑ, унтан хӑвӑртран хӑвӑрт тӑва пуҫланӑ, унтан кашни пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫамки ҫинчен тарне шӑла пуҫланӑ, унтан алли ывӑнса ҫитсен, аллине аялалла усса сулла пуҫланӑ, унтан татах тӑрӑшса пӑхма хӑтланнӑ, татах ывӑннӑ, татах аллине сулланӑ.
II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Казак ҫӗр ҫинче выртакан тӑсӑк винтовкӑна чавси ҫине хурать, пӑшал аврине ҫӗклесе, чылайччен тӑрӑшса тӗллет…
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Штокман сердобсксен уҫӑмсӑррӑн сӗрлекен ушкӑнӗ патне чи малтан ҫитрӗ, полкри командирсенчен кама та пулин курма тӑрӑшса, куҫӗпе йӗрлеме пуҫларӗ.
XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем, унта йӑва ҫавӑрнӑ контрреволюциллӗ шухӑш-кӑмӑллӑ кулаксем урлӑ хӗрлӗармеецсене деморализацилеме тӑрӑшса, хӑрушла киревсӗр ӗҫсем тунӑ, хӗрлӗармеецсем хушшинче коммунистсене хирӗҫ вӑрттӑн агитациленӗ, полка повстанецсен аллине пама хатӗрленсе, восстанипе кӗрешни ним усӑсӑр пулать тесе сӑмах сарнӑ.
XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
«Манка ҫури» хӗрлӗармеец пули тирсе кайичченех хӑйне хупӑрласа тӑракан вӑрҫӑ тӗнчи ҫине кайӑкӑнни евӗр тӗлӗнсе хытса кайнӑ куҫпа пӑхать, ҫав самантсенчех, пӗлес килнипе ҫунса, «хӗрлисене» лайӑхрах курса илме тӑрӑшса, окопран пуҫне ҫӗкле-ҫӗкле тинкерет.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав кунсенче Григорий, усал шухӑшсенчен хӑпма тӑрӑшса, ӑстӑнне ансухлатас, йӗри-тавра пулса иртекен тата хӑй унта тӳрремӗнех хутшӑнакан ӗҫсем ҫинчен шухӑшлас мар тесе, ӗҫме тытӑнчӗ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пурне те ҫырма тӗпӗнчи хӗрлӗ тӑмлӑ пырлан айккинчи ланкашкана илсе тухрӗ, тытӑнчӑклӑн, анчах лӑпкӑнрах курӑнма тӑрӑшса, ҫапла сӗнчӗ:
XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий, кӑмака ҫумне тӗршӗннӗ Аксинья ҫинелле пӑхасшӑн мар тӑрӑшса, Степана гимнастерка ҫаннинчен тытрӗ, картах хӑй патнелле туртрӗ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Иван Алексеевич астума тӑрӑшса куҫне хӗстерчӗ, кулса илчӗ.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Телейлӗреххисем иккӗшӗ пулеметчик чӗрҫине хӑпарса ларнӑ; лешӗ граммофон йӗкине ҫавӑрман хушӑра кӗҫӗнреххин тирӗ виселеннӗ, сивӗпе тата виҫесӗр телейпе йӗпеннӗ сӑмсине алсишӗпе тӑрӑшса та сивлеккӗн шӑла-шӑла пычӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сӗтел хушшинче, шӑллӗн ывӑлне чӗрҫи ҫинче ачашласа ларнӑ май, Петрона чун кӗнӗ пек пулчӗ; хӑйне лӑпкӑрах тытма тӑрӑшса, вӑл 28-мӗш полк фронта пӑрахса кайни, командирсем тарса пӗтни ҫинчен, Фомин тата Вешенскинчи юлашки митинг ҫинчен каласа пачӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ахальтен мар Мамонтов, ҫӳлтен хушнипе, хисеплӗ хурала тӑратмалли казаксене тӑрӑшса суйланӑ.Недаром Мамонтов, по распоряжению свыше, старался в подборе почетного караула.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ватӑлса ҫитнӗ тапчам карчӑкпа ҫап-ҫамрӑк хӗрӗ взвода юрама тӑрӑшса лара-тӑра пӗлми вӗткеленчӗҫ.Взводу стала угодливо прислуживать престарелая дородная хозяйка с дочерью-подростком.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.