Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Ҫын хӑйӗн чунне тӑвӑнтарса ҫитернӗ кун — пуҫне хӑмӑш пек авса пӗкнӗ, хӑйӗн айне ҫӗтӗк-ҫатӑк та кӗл сарнӑ кун — Эпӗ суйласа илнӗ типӗ кунӗ шутланать-и вара? Ҫакна типӗ тытни тетӗн-и, Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ пулнӑ кун тетӗн-и?
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑслӑлӑху, пӗлӗвӳ — сана ҫултан ҫакӑ пӑрса янӑ; эсӗ хӑвӑн ӑшунта: «эпӗ, мансӑр пуҫне урӑх никам та мар» тееттӗн.
Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук, Эпӗ — тӳрӗ Турӑ, ҫӑлакан Турӑ, Мансӑр пуҫне урӑххи ҫук.и нет иного Бога кроме Меня, Бога праведного и спасающего нет кроме Меня.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, урӑххи ҫук; Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук; Мана пӗлмерӗн пулсассӑн та, Эпӗ санӑн пилӗкне ҫыхса ятӑм: 6. Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫуккине, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне, урӑххи ҫуккине тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫити пӗлччӗр.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ пур-и? ҫук, урӑх тӗрек пуррине пӗлместӗп.Есть ли Бог кроме Меня? нет другой твердыни, никакой не знаю.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа, Израиль Патшийӗ, ӑна Хӑтараканӗ, Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ — малтанхийӗ, Эпех — кайранхийӗ; Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук: 7. Ман пекки кам пур?
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпӗ, Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Мансӑр пуҫне урӑх Ҫӑлакан ҫук.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа ун пирки каланӑ сӑмах ҫакӑ: Сион хӗрӗ, ар курман хӗр, йӗрӗнӗ те кулӗ санран, Иерусалим хӗрӗ тӗлӗнсе сан хыҫран пуҫне сулса юлӗ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Сион хӗрӗсем мӑнкӑмӑллӑ пулнӑшӑн, пуҫне каҫӑртса, куҫӗпе илӗртсе ҫӳренӗшӗн, мӑнаҫлӑ утнӑшӑн, уринчи вӑчӑрисене чӑнкӑртаттарса пынӑшӑн 17. Ҫӳлхуҫа акӑ Сион хӗрӗсен лӗпкине ҫап-ҫара тӑратса хӑварӗ, Ҫӳлхуҫа вӗсенӗн ҫамкине те ҫаралатӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давидсӑр, Езекиясӑр, Иосиясӑр пуҫне пурте ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗ: 6. пурте Ҫӳлти Турӑ саккунне пӑрахнӑ; Иудея вара патшаран татӑлнӑ, 7. мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен мӑйракине ыттисене панӑ, хӑйсен чапне ют халӑха панӑ.
Сир 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Тимӗрҫӗ те ҫавӑн пекех — сунтал умӗнче тимӗртен мӗнле япала тӑвасси ҫинчен шухӑша кайса ларать: унӑн ӳт-тирне тӗтӗм ҫиет, вучахран вӗри ҫапнине те тӳсет вӑл; 30. ҫапкӑч сассисӗр пуҫне нимӗн те илтмест, хӑй савӑт ӗлки ҫинчен куҫне илмест; 31. пӗтӗм чун хавалӗпе вӑл ӗҫне пӗтересшӗн тӑрӑшать, вӑл ӑна пахаран та паха туса ҫитересшӗн.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тӑшман пуҫлӑхӗсенӗн пуҫне ҫапса салат, вӗсем ӗнтӗ: «пирӗнсӗр пуҫне никам та ҫук!» тееҫҫӗ.11. Сокруши головы начальников вражеских, которые говорят: «никого нет, кроме нас!»
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсене пирӗн урлӑ Хӑвӑн сӑваплӑхна кӑтартнӑ евӗр, Хӑвӑн хӑватна пире вӗсен урлӑ кӑтарт — 5. эпир епле пӗлсе тӑратпӑр, вӗсем те пӗлччӗр ҫакна: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Сансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Пӗри тунине тепӗри пӑсса пырсассӑн, ӗшеннисӗр пуҫне мӗн пултӑр вӗсене?23. Когда один строит, а другой разрушает: то что они получат для себя кроме утомления?
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Чапшӑн мӑшкӑл тӳсни те пулать, тепӗри мӑшкӑл тӳснине пула пуҫне ҫӗклет.11. Бывает унижение для славы, а иной от унижения поднимает голову.
Сир 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӑл пуҫне чикнӗ, илтмӗше перет, анчах хӑйне пӗлмен ҫӗрте сана пӳлсех хурать.24. Он поник лицом и притворяется глухим, но он предварит тебя там, где и не думаешь.
Сир 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сана инкек-синкек тӗл пулас пулсассӑн, тӑшману унта санран малтан ҫитсе тӑрӗ, 17. пулӑшанҫи туса, сана ура хурса такӑнтарӗ: 18. пӗҫҫине шарт ҫапса, санпала пуҫне сула-сула калаҫӗ, темтепӗр пӑшӑлтатӗ, ӗнтӗ сӑнран та улӑшӑнӗ.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӑшманна ӗмӗрне те ан ӗнен: унӑн усаллӑхӗ — пӑхӑра ҫиекен тутӑх пек: 11. йӑвашланать-и вӑл, пуҫне пӗксе ҫӳрет-и — эсӗ чунупа сыхӑ тӑр, сыхлан унран, вара ун умӗнче эсӗ тӗкӗр тасатакан пек пулӑн: вӑл тутӑх йӑлтах тасалманнине курать; 12. тӑшманна хӑвӑн ҫумна ан тӑрат — хӑвна тӗртсе ярса сан вырӑнна ан тӑрайтӑр; ӑна хӑвӑнтан сылтӑм енне ан ларт — хӑҫан та пулин санӑн пуканна ан сӑхлантӑр, кайран ман сӑмахӑма ӑнланса илӗн те хурлана-хурлана ман ӳкӗтӗме аса илӗн.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тепӗри йӑмшак, ҫын пулӑшмасӑр ӗҫлеймест, халсӑр-хевтесӗр, пур тӗлӗшрен те мӗскӗн вӑл; 13. анчах Ҫӳлхуҫа ун ҫине хӗрхенсе пӑхать те — ӑна ырӑлӑх парать, кӗҫӗнтен асла кӑларать, ун пуҫне ҫӳлелле ҫӗклентерет, ӗнтӗ нумайӑшӗ ун ҫине пӑхса тӗлӗнсе тӑрать.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Йӑваш ҫыннӑн ӑслӑлӑхӗ унӑн пуҫне ҫӗклет, ӑна аслӑ ҫынсем хушшине лартать.1. Мудрость смиренного вознесет голову его и посадит его среди вельмож.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.