Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах Разметнов ӑна хӑлхаран: «Эсӗ, Ипполит пичче, халӑха чуна тивекен сӑмах кала-ха…», — тесе пӑшӑлтатсан, старик пуҫне пӑркаласа илчӗ.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Мӗскӗн артистсене хӗнекен ухмахсем ман чуна ҫӑвартан чӗрӗлле туртса кӑларӗҫ.Эти дураки, какие бедных артистов бьют, у меня его из глотки живьем вынут.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ку, манӑн тӑванӑмсем, чиркӳре «вилнисене канлӗх пултӑр», тесе е мӗнле те пулин чуна тивекен лӑпӑр-лапӑра юрланинчен япӑх мар…
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Ҫеҫен хир ҫинче ҫулнӑ курӑкӑн пуҫа ҫавӑракан, яланах кӑштах салхулантаракан ырӑ шӑрши тӑрать, ҫул хӗррипе ларса тухнӑ юманлӑхсенчен сулхӑн тата ҫӗрме тытӑннӑ ҫулҫӑсен чуна ҫӗклекен шӑрши перет; каврӑҫӑн пӗлтӗрхи ҫулҫинчен вара темшӗн ҫурхи шӑршӑ, кӑштах тата фиалка шӑрши те кӗрет.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл унта тӳрех выҫӑпа вилнӗ пулӗччӗ е, ҫухӑрса, ман чуна кӑларса илнӗ пулӗччӗ…Он бы тут зараз с голоду околевал и душу из меня вынал бы своим визгом…
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Мана ун пек лӑпӑр-лапӑршӑн чуна ыраттарма пачах та кирлӗ мар, нумай пурӑнса ахаль те ытлашшипех ыраттартӑм, ҫавӑнпа чунӑм та ман кивелнӗ тӑлапир пекех ҫӗтӗк-ҫурӑк пулӗ ӗнтӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсене кӗтӗве хӑваласа тух та, ҫӗр ҫӑтманскерсемшӗн, чуна ыраттар: кӗтӳрен уйӑрӑлса ан юлччӑр, кашкӑр ан тыттӑр тесе, кулянса лар.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗтӗм чуна тавӑрса кӑлараҫҫӗ, шуйттан кайӑкӗсем!
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Разметнов пынӑ ҫӗртех е кулса илет, е каҫса кайсах аллипе сулкалать, е кӑтра сарӑ мӑйӑхне пӗтӗркелет, тутӑ кушак аҫи пек, куҫне хӗсет, хушӑран, пӗр е тепӗр хӗрарӑм чуна ытла та килӗшнине аса илсе пулас, пысӑк черкке эрех ӗҫнӗ евӗр, эхлетсе ярать, вӑхӑтран вӑхӑт ӑнланмалла мар мӑкӑртатса илет:
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тӗксӗм лаҫра пӗр-ик минут вӑл сӑмах чӗнмесӗр юпа пек тӑчӗ, киленнипе куҫне хупса, ачаранпа пӗлекен, чуна тивекен шӑрша каҫса кайса шӑршларӗ, унтан ытараймасӑр мӑлатук ярса тытрӗ…
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Чуна пырса тивекен тӗл пулу! — хӑйӑлтатакан сасӑпа каларӗ вӑл.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Хура усал хӗсӗнсе кӗчӗ ман чуна…
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Мана мӗнле те пулин чуна илӗртекенни, юрату ҫинчен ҫырни пулсан лайӑхрахчӗ те…
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Давыдов авӑ, хӑйне мӑнна хывманскер, сарлака хулпуҫҫиллӗ те чуна кӑмӑллӑ йӗкӗт, вӑл пачах та ӗҫ айне пулса тӗнчери революцие кӗтсе чунсӑрланса кайнӑ Макар пек мар, Тимофей пек те мар…
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Половцевпа Лятьевский чикӗ урлах каҫса кайрӗҫ пулмалла», — шухӑшларӗ Яков Лукич, ҫакӑн хыҫҫӑн вара совет влаҫне сирсе ывӑтма май килменшӗн калама ҫук хытӑ тарӑхни ҫумне чуна лӑплантаракан савӑнӑҫ, канлӗ туйӑм килсе хутшӑнчӗ: ҫак вӑхӑтран пуҫласа Яков Лукичӑн пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр пурӑнас пурнӑҫне нимӗнле инкек те хӑратмасть.
38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Чуна ҫӳҫентерсе вӗрекен кӗрхи ҫил ӑҫталла вӗҫтерсе кайӗ-ши ӑна?
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Качака таки кӑна чуна кӑларать…
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Утӑ шӑрши ҫемҫе, чуна килентерет, ӗҫмелли-ҫимелли пулсан эпӗ унта уйӑхӗпех выртнӑ пулӑттӑм.Дух от сена легкий, веселый, я бы там месяц пролежал, кабы харчишки водилися.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ытла та пӑчӑ унта — чӑтма ҫук, пӗтӗмпех лачкам тара ӳкрӗм, анчах ҫапах та унта чуна лӑпкӑрах, туршӑн та!Духотища там — мочи нету, весь я пóтом изошел, но зато спокойнее для души, ей-богу!
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Паллах ӗнтӗ, вӑл хӑйне ҫапла тыткалани чуна кӳрентерсе ярать, вара е унпа вӑрҫма тытӑнатӑн, е нимӗн чӗнмесӗр пирус чӗртсе яратӑн та тарӑхса выртатӑн, ыйӑхсӑр асапланатӑн.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959