Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулӑттӑм (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
12. Лешӗ Иоава хуравланӑ: ывӑҫӑма пин сикль кӗмӗл хунӑ пулсассӑн та, эпӗ патша ывӑлӗ ҫине алӑ ҫӗклемен пулӑттӑм; патша сана та, Авессана та, Еффее те илтмеллех каларӗ-ҫке: «Авессалом ачама ман валли сыхласа хӑварӑр» терӗ; 13. эхер те эпӗ хамӑн пурӑнӑҫӑма хӗрхенмесӗр урӑхла тунӑ пулсассӑн, ҫакна патшаран пытарма пулмастчӗ, эсӗ те мана хирӗҫ тӑраттӑн.

12. И отвечал тот Иоаву: если бы положили на руки мои и тысячу сиклей серебра, и тогда я не поднял бы руки на царского сына; ибо вслух нас царь приказывал тебе и Авессе и Еффею, говоря: «сберегите мне отрока Авессалома»; 13. и если бы я поступил иначе с опасностью жизни моей, то это не скрылось бы от царя, и ты же восстал бы против меня.

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Иоав ҫак хыпара пӗлтернӗ ҫынна каланӑ: ху курнӑ, ху мӗншӗн-ха вара ӑна вӗлермерӗн? эпӗ сана вунӑ сикль кӗмӗл тата пиҫиххи панӑ пулӑттӑм, тенӗ.

11. И сказал Иоав человеку, донесшему об этом: вот, ты видел; зачем же ты не поверг его там на землю? я дал бы тебе десять сиклей серебра и один пояс.

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Тата Авессалом ҫапла каланӑ: ах, ҫак ҫӗр ҫинче мана тӳрене лартас пулсассӑн! ман пата кирек кам та хӑйӗн тавлашуллӑ ӗҫӗпе, тавӑҫӗпе килме пултарӗччӗ, эпӗ ӑна тӗрӗссипе сут тунӑ пулӑттӑм, тенӗ.

4. И говорил Авессалом: о, если бы меня поставили судьею в этой земле! ко мне приходил бы всякий, кто имеет спор и тяжбу, и я судил бы его по правде.

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ҫапла калать: Эпӗ сана Израиль патши пулма ҫу сӗртӗм, Эпӗ сана Саул аллинчен хӑтартӑм, 8. сана хуҫун ҫуртне тата хуҫун арӑмӗсене патӑм, сана Израильпе Иуда килне патӑм, [саншӑн] ҫакӑ та сахал пулсассӑн, сана тата та хушса панӑ пулӑттӑм; 9. мӗншӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне уямарӑн, Унӑн куҫӗ умӗнче усал ӗҫ турӑн?

Так говорит Господь Бог Израилев: Я помазал тебя в царя над Израилем и Я избавил тебя от руки Саула, 8. и дал тебе дом господина твоего и жен господина твоего на лоно твое, и дал тебе дом Израилев и Иудин, и, если этого [для тебя] мало, прибавил бы тебе еще больше; 9. зачем же ты пренебрег слово Господа, сделав злое пред очами Его?

2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Патша каланӑ: Саул килӗнчен тата кам та пулин ҫук-ши? эпӗ ӑна Турӑ ырӑлӑхне кӳнӗ пулӑттӑм, тенӗ.

3. И сказал царь: нет ли еще кого-нибудь из дома Саулова? я оказал бы ему милость Божию.

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Давид каланӑ: Саул килӗнчен тата кам та пулин чӗрӗ юлман-ши? эпӗ ӑна Ионафаншӑн ырӑ тунӑ пулӑттӑм, тенӗ.

1. И сказал Давид: не остался ли еще кто-нибудь из дома Саулова? я оказал бы ему милость ради Ионафана.

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Эхер те кам та пулин ҫак халӑха ман аллӑма парас пулсан, эпӗ Авимелехе хӑваласа янӑ пулӑттӑм, тенӗ.

29. Если бы кто дал народ сей в руки мои, я прогнал бы Авимелеха.

Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӳлхуҫа курать! эсир вӗсене чӗрӗ хӑварнӑ пулсассӑн, эпӗ сире вӗлермен пулӑттӑм, тенӗ.

Жив Господь! если бы вы оставили их в живых, я не убил бы вас.

Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Валаам ашака: эсӗ мана мӑшкӑллатӑн; аллӑмра хӗҫ пулнӑ пулсассӑн, эпӗ сана халех вӗлернӗ пулӑттӑм, тенӗ.

29. Валаам сказал ослице: за то, что ты поругалась надо мною; если бы у меня в руке был меч, то я теперь же убил бы тебя.

Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Лаван Иакова каланӑ: мӗн турӑн эсӗ? мӗншӗн мана улталарӑн, манӑн хӗрӗмсене кӑралпа тыткӑна илнӗ ҫынсене илсе кайнӑ пек илсе кайрӑн? 27. мӗншӗн эсӗ вӑрттӑн тухса тартӑн, манран пытантӑн, мана каламарӑн? эпӗ сана савӑнӑҫлӑн, юрӑ юрласа, тӳнкӗр ҫапса, кӗсле каласа ӑсатнӑ пулӑттӑм; 28. эсӗ мана хамӑн мӑнукӑмсемпе хӗрӗмсене чуптума та памарӑн; эсӗ ӑссӑр хӑтлантӑн.

26. И сказал Лаван Иакову: что ты сделал? для чего ты обманул меня, и увел дочерей моих, как плененных оружием? 27. зачем ты убежал тайно, и укрылся от меня, и не сказал мне? я отпустил бы тебя с веселием и с песнями, с тимпаном и с гуслями; 28. ты не позволил мне даже поцеловать внуков моих и дочерей моих; безрассудно ты сделал.

Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫакӑ та аван тенӗ пулӑттӑм, енчен те ялсенче пурӑнакансен шучӗ самаях чакман пулсан...

И это, я бы сказал не плохо, если бы численность сельских жителей заметно не уменьшилась...

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней