Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулӑттӑм (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Даша инке ҫак сӑмахсене каланӑ вӑхӑтра, эпӗ сире хам та ҫынсӑр-пуҫсӑрах пӑхса усранӑ пулӑттӑм та тенӗ пек, макӑрса та илчӗ…

Тетя Даша всплакнула в этом месте, как бы желая напомнить, что она и сама охотно взяла бы на себя наше воспитание, не прибегая к посторонней помощи…

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑрӑн ҫул ҫӳрени ҫинчен эпӗ сана мӗн чухлӗ каласа панӑ пулӑттӑм!

Как много я мог бы рассказать тебе о нашем путешествии!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Катьӑна юратса пӑрахни ҫинчен, ун пирки ҫӗр ҫывӑрмасӑр шухӑшласа выртни ҫинчен хамӑн тӑван аннене те каласа паман пулӑттӑм.

И родной матери я не рассказал бы о том, что влюбился в Катю и думал о ней целую ночь.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та эпӗ, ҫак самантпа усӑ курман пулсан, хама хам та хисеплеме пӑрахнӑ пулӑттӑм.

Но я перестал бы себя уважать, если бы прозевал такой случай.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, эпӗ Катя мана капитанӑн кӗнекисемпе картинӑсене кӑтартма сӑмах паман пулсан, Татариновсем патне кайман та пулӑттӑм.

Быть может, я не пошел бы к Татариновым, если бы Катя не пообещала мне показать книги и карты капитана.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Юрать-ха, Татаринов капитан таврӑнмарӗ. Хысна пурлӑхне пӗлсе тыткаламаншӑн эпӗ ӑна ҫинчех суда панӑ пулӑттӑм», тенӗ вӑл.

и он сказал: «Жаль, что капитан Татаринов не вернулся. За небрежное обращение с казенным имуществом я бы немедленно отдал его под суд».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ну эпӗ, Сима, хам та… вӗсемсӗрех… килнӗ пулӑттӑм.

Но я бы, Сима, и так все равно… сам пришел бы.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тӗрӗс, — вӑл сассине антарса, малта ларакан Котька ҫурӑмӗ ҫине чеен пӑхса илчӗ, — тӗрӗс ӗнтӗ, эпӗ пит лайӑх ишетӗп, унсарӑн та путман пулӑттӑм, анчах та чи ырри ҫакӑ — вӑл нимӗн турткаланса тӑмасӑр ман хыҫран сикрӗ, ҫӗне штиблетпах, урине те ҫалтмарӗ.

Правда, — он понизил голос и лукаво взглянул на спину сидящего впереди Котьки, — правда, я превосходно плаваю, полагаю, что и без него не утонул бы, но важно, что он бросился, не задумываясь, в новых штиблетах, не разулся даже.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл, ӗлӗкхин пекех, никама пӑхӑнмасӑр, куҫӗсене хӗссе пӑхать, сӑмси те унӑн ӗлӗкхи пекех, — тен, тепӗр ҫӗр ҫултан та эпӗ ӑна, сӑмсине курнипех, палласа илнӗ пулӑттӑм.

По-прежнему она щурилась с независимым видом, и нос был такой же решительный, — кажется, и через сто лет я узнал бы ее по этому носу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытах та сирӗн пӗчӗк ачӑрсем пулнӑ пулсан, эпӗ вӗсен няньки пулӑттӑм

Вот если бы у вас были дети, я бы в няньки к ним пошла, честное слово…

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тен, халиччен пӗлӗтре мӗн те пулин усӑллӑскер тупнӑ пулӑттӑм, халӗ пур — юпитерпа кӑна командовать тӑватӑп тата киноҫӑлтӑрсене тупкалатӑп…

Наверно, уж открыл бы в небе что-нибудь путное, а сейчас только юпитером командую да кинозвезды нахожу…

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пичӗ-куҫӗ те ун чӑн-чӑнах, грим та хуман, ун пек пулсан, ӑна эп часах асӑрханӑ пулӑттӑм.

Лицо у него было настоящее, незагримированное, я бы сразу заметила.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тата пӑртак тӑнӑ пулсан, ахӑрнех, чӑтайман та пулӑттӑм, тен, пӗтӗмпех тӑкса парӑттӑм, анчах ҫав вӑхӑтра урам леш енчи тӑкӑрлӑкран, эпӗ кӗтмен ҫӗртен, пӗчӗкҫӗ хура машина вӗҫтерсе тухрӗ.

Еще немножко, и я бы, вероятно, не утерпела и рассказала, но тут вдруг, совсем не там, где я ждала, а с другого конца улицы, из переулка, выкатила небольшая черная машина.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Дворниксен хӗрӗ Танька астутарман пулсан, эпӗ ҫак чармак куҫлӑ тӑрнаккай ҫинчен маннӑ та пулӑттӑм.

Я бы совсем забыла об этом глазастом невеже, если бы вечером дворникова Танька не напомнила.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халь эпӗ Марья Васильевнӑна хам мӗн илтнине пӗтӗмпех каласа панӑ пулӑттӑм.

Тогда я мог бы рассказать Марье Васильевне все, что услышал.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ура хуман пулсан, эпӗ сана питӗ лайӑх ҫатлаттарнӑ пулӑттӑм.

 — Если бы не подножка, я бы тебе здорово залепила.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Маншӑн хуть пурпӗрех-ха, газ патне кушак ларнӑ пулсан та, эпӗ ӑна хӑтарнӑ пулӑттӑм, ҫавна пӗлнӗ пул эсӗ.

 Впрочем, знай,  что если бы даже кошка подсела к газу, я бы все равно ее спасла, — мне безразлично.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах эпӗ ӗнтӗ, хама ҫавнашкал кӗҫӗне хӑваракан мӑшкӑла тӳсиччен, кирек-епле тискер вилӗме те хатӗр пулнӑ пулӑттӑм.

Но я предпочел бы самую лютую казнь такому подлому унижению.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

1917-мӗш ҫулхи кӗркунне ҫывхарсах килет, анчах та хамшӑн, пӗтӗм ҫӗршывшӑн, пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗшӗн ҫав вӑхӑт мӗне пӗлтернине эпӗ туйса, сиссе е кӑшт та пулин ӑнланса тӑнӑ тесе ӗнентерме тӑрӑшсан, сире улталанӑ пулӑттӑм

Приближалась осень 1917 года, но я бы сказал неправду, если бы стал уверять, что видел, чувствовал или хоть немного понимал все глубокое значение этого времени для меня, для всей страны и для всего земного шара…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ калаҫрӑм, халӗ эпӗ ҫав каҫхине понтоннӑй кӗпер ҫинче мӗн пулнине йӗрки-йӗркипе каласа панӑ пулӑттӑм.

Я говорил, я мог бы теперь рассказать, что произошло в ту ночь на понтонном мосту,

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней