Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унта-кунта ҫӑлтӑрсем мӗлтлетсе илчӗҫ, бухтӑра ӗҫ шавӗ чарӑнчӗ, хутран-ситрен кӑна унтан, ассӑн сывланӑ пек, ҫын сассисем шӑппӑн илтӗнкелеҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ӗҫ аллисем вӗрене вӗҫертрӗҫ те, копёр тӑрӑх ывӑннӑн усӑнса анчӗҫ, ӗҫлекенсем йывӑррӑн ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлчӗҫ те, ҫилентернӗ тискер кайӑк пек хӑрӑлтатса, ҫан-ҫурӑмӗсене турткалантарса, ассӑн сывласа, тарланӑ пичӗсене шӑлкалама тытӑнчӗҫ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Картузне ҫӳлӗк ҫине пӑрахрӗ те, ассӑн сывласа илсе, ман ҫумма ларчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Епле хӑвӑрт шут тытнӑ! — Вӑл ассӑн сывласа илчӗ, лар ҫинчен анса михӗ ҫине ларчӗ, икӗ аллипе те пуҫне ҫавӑрса тытса пӑркаланчӗ те, манран: — Каласа пар-ха, Максим, мӗн пулса тухрӗ-ха кунта?.. — тесе ыйтрӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Сайра хутра вӑл, пӗлӗтелле пӑхса: — Эх!.. Ырӑ-ҫке! — тетчӗ, ассӑн сывласа илсе.Изредка он с глубоким вздохом говорил, глядя в небо: — Эх!.. Хорошо!
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
— Йӗрке, — терӗ вӑл, кӑкӑр туллин ассӑн сывласа, унтан, сулахай мӑйӑхне ҫыртса, салхуллӑн пуҫне усрӗ.— Порядки, — вздохнул он всей грудью и, закусив левый ус, грустно поник головой.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Коновалов шухӑша кайрӗ те пуҫне усрӗ, пӗтӗм кӗлеткипе сулӑнса илчӗ, унтан, ман калаҫӑва пӗр сӑмахпа та пӳлмесӗр, ассӑн сывлама тытӑнчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Унӑн тем каласси килчӗ, темиҫе хутчен те ҫӑварне уҫа-уҫа хупрӗ, вӗркӗч пек ассӑн сывла-сывла, куҫне хӗсе-хӗсе илчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
— Ак, тӗрме! — терӗ вӑл, каллех ассӑн сывласа.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Чӳречесенчен урамри шавпа тусан кӗрсех тӑрать, Коновалов ҫаксене пурне те сӑнаса пӗтерчӗ те, ассӑн сывласа илсе, салхуллӑ сасӑпа: — Нумайранпа ӗҫлетӗн-и кунта? — тесе ыйтрӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Хуҫа ассӑн сывласа илчӗ те, «шанчӑкне ҫухатнӑ» тенӗ пек, аллине сулчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӗсенчен ӳкекен хура мӗлкӗсем симӗсӗн курӑнакан илемлӗ хумсене тӗксӗмлетсе тӑраҫҫӗ, ҫакӑнпа вӗсем пӗртен-пӗр хусканӑва, шыв чарӑнмасӑр шӑпӑлтатнипе кӑпӑксем ассӑн сывланине тата ту хыҫӗнчен тухма ӗлкӗреймен уйӑхӑн кӑвак кӗмӗл йӑлтӑрккипе пӗрле пӗтӗм йӗри-таврара тӑракан вӑрттӑн шӑплӑха пӑсакан пур сас-чӗве те хупласа хурасшӑн пек туйӑнаҫҫӗ.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Пирӗнтен инҫех те мар, виноград хуллисем хушшинче, такамсем пӗрне пӗри чуптӑваҫҫӗ, пӑшӑлтатаҫҫӗ те ассӑн сывлаҫҫӗ.Недалеко от нас, в лозах винограда, целовались, шептали и вздыхали.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Вӗсем пурте пӗр самантлӑха чарӑнса тӑнӑ пек, вилнӗ пек пулчӗҫ; ҫывӑхри хаваслӑ сасӑсем, таҫта инҫете кайнӑҫем, салхуланса пычӗҫ те ассӑн сывланӑ сасӑсем пек илтӗнчӗҫ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
— Эпӗ ҫапла пултарсанччӗ! — терӗ вӑл ассӑн сывласа, ҫавӑнпа пӗрлех хӑй сасартӑк тӑван ялне, чухӑн хуҫалӑхне, амӑшне, инҫетри пӗтӗм тӑванӗсене аса илчӗ, вӑл вӗсемшӗн ӗҫлеме тухса килнӗ, ҫавсемшӗнех кӗҫӗрхи ҫӗр асапланса ирттернӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Кӑпӑк ирӗлсе чӑшӑлтатать, ассӑн сывланӑ пек — пӗтӗм тавралӑх шӑв-шавлӑ кӗвӗпе, шӑпӑлтатнӑ сасӑпа тулчӗ.Пена, тая, шипела и вздыхала, — и все кругом было заполнено музыкальным шумом и плеском.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
— Эккей, ухмах эсӗ! — Челкаш, ассӑн сывласа, хӑйпе калаҫакан ҫамрӑкран тепӗр хут пӑрӑнса ларчӗ.— Экой ты дурак! — вздохнул Челкаш и снова отворотился от собеседника.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Пӑс кӑларса тӑракан йывӑр та катмар пӑрахутсем ҫухӑраҫҫӗ, чашкӑраҫҫӗ, ассӑн сывлаҫҫӗ, вӗсем кӑларакан кашни сасӑрах палубӑсем тӑрӑх шуса ҫӳрекен, тарӑн трюмсене хӑйсен чура ӗҫӗ панӑ ҫимӗҫсемпе тултаракан ҫынсен кӗл тӗслӗ, тусанлӑ кӗлеткийӗсенчен кулса мӑшкӑллани сисӗнет.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Карчӑк, вӑл хирӗҫ тавӑрса каласса кӗтсе илеймесӗр, ассӑн сывласа илчӗ те монахсем ҫине, Евсей ҫине пӑхрӗ, унтан тӑчӗ те:Не дождавшись ответа, старуха вздохнула, обвела глазами монахов, Евсея, встала и сказала:
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
— Пурӑнаҫҫӗ ҫынсем! — ассӑн сывласа илет Кузьма.
Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.