Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хавхалантарать (тĕпĕ: хавхалантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн хӗрӳлӗхӗ мӗнпур чӗрӗ чуна пурӑнма хавхалантарать, вӑй илме пулӑшать.

Его тепло побуждает каждой живой душе жить, набирать силу.

Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Вӗренекенсем малти вырӑнсене час-час йышӑнни педагогсене малалла тата та хастартарах ӗҫлеме хавхалантарать.

То, что учащиеся часто занимают призовые места, вдохновляет педагогов на дальнейшую и активную работу.

Туслӑх Ҫурчӗшӗн канмалли кун ҫук // Ирина Трифонова. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... li-kun-cuk

Шевле старик примерӗ вулакана хавхалантарать.

Пример старика Шевле вдохновляет читателя.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Тавралӑха симӗслентерекенсене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Музяков хавхалантарать, пулӑшать.

Помоги переводом

Ҫуллен йывӑҫ лартатпӑр пулсан та // Анатолий АЛЕКСЕЕВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

«Ку пире хавхалантарать тата хӑват парать, эпир тӗрӗс ҫулпа пынине ҫирӗплетет. Влаҫпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесен ҫеҫ эпир ӗҫре ӳсӗм тӑвӑпӑр», - пӗлтернӗ А.Судленков.

Помоги переводом

Влаҫпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ // Юрий ПЕТРОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

— Ывӑлӑм та, кинӗм Наташа та хисепе хуни пурӑнма хавхалантарать.

Помоги переводом

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Тимӗр вӑййи вӗсене хӑюллӑ та ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшать, ӗҫре, вӗренӳре тата пултарулӑхра пысӑк ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать.

Помоги переводом

Тимӗр вӑййи вӑйлисем валли // Андрей ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Хисеплӗ ентешӗн пурнӑҫри пуян опычӗ малашлӑхри ҫулӑмӑра ҫутатса пырать, тӗрӗс пӗтӗмлетӳсем тумашкӑн хавхалантарать, — терӗ регион ертӳҫи.

Богатый жизненный опыт уважаемого земляка освещает нам дорогу в будущее, вдохновляет нас сделать правильные выводы, — сказал руководитель региона.

Халӑха, тӑван ҫӗре парӑннӑ чӑн-чӑн чӑваш // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Берлин хули варринче илемлӗ те ҫӳллӗ ҫурт пур, вӑл лайӑххине, ыррине шанса пурӑнма хавхалантарать.

В центре города Берлин есть красивое и высокое здание, оно вдохновляет жить верой в лучшее, доброе.

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

«Канаш» хаҫат редакцийӗ хӑйсен юбилейӗсемпе ларӑвӗсене йыхравласах тӑрать, сӑвӑ-калав ҫырма хавхалантарать.

Помоги переводом

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Вӗсен тӑрӑшулӑхӗ ыттисене ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать.

Помоги переводом

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Юратнӑ ҫын ӑнланни пултарулӑх ҫыннине питӗ хавхалантарать.

То, что любимый человек понимает, очень вдохновляет творческих людей.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

— Ҫырма мӗн хавхалантарать?

Помоги переводом

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ачасене тав сӑмахӗ каласа хавхалантарать, кӑмӑл-туйӑмӗсене ҫӗклет.

Помоги переводом

Тӑван чӗлхе — тӗнче уҫҫи // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Хӑйсен ӗҫне йӗркелесе ярас кӑмӑллӑ ҫынсене те патшалӑх тӗрлӗ енлӗн хавхалантарать.

И желающим открыть свое дело, государство всячески поддерживает.

Ӳркенмен ҫын валли ӗҫ тупӑнать // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Унӑн тӗслӗхӗ хальхи несӗле те хавхалантарать.

Его пример вдохновляет современное поколение.

Сӑмахӗсем паян та чӗрӗ // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

— Чӑн та, влаҫ органӗсем енчен ӑнланулӑх пурри малалла ҫирӗппӗн пӑхма хавхалантарать.

Помоги переводом

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ҫак тӗллевпе вӑл вӗренӳ заведенийӗсене час-часах тухса ҫӳрет, пулас салтаксемпе, нумай ачаллӑ ҫемьесемпе тӗл пулусем йӗркелет, парнесемпе хавхалантарать.

С этой целью она часто разъезжает по учебным заведениям, организует встречи с будущими солдатами, многодетными семьями, вдохновляет подарками.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Вӗсене ЧР Пуҫлӑхӗн стипендийӗ тата хавхалантарать.

Их еще стипендия Главы ЧР вдохновляет.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

— Ҫырма мӗн хавхалантарать?

— Что вдохновляет писать?

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней