Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

урати (тĕпĕ: урата) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Лозневой, алӑк урати урлӑ ярса пуссанах, малтан Марийкӑна курчӗ.

…Перешагнув порог, Лозневой первой из всех в доме увидел Марийку.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лозневой алӑк урати урлӑ ярса пуссанах Анна ун ҫине шиклӗн пӑхса илчӗ те: — Эпӗ хӑратӑп, — тесе пӑшӑлтатрӗ.

Анна испуганно взглянула на Лозневого, когда он переступил порог, и сказала шепотом: — Мне страшно.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл Чернявкина сылтӑмран, сулахайран пӑрӑнса иртесшӗн пулчӗ, анчах леш алӑк урати ҫумӗнчех выртать.

Он намеревался обойти Чернявкина справа или слева, но тот лежал у самого порога.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Алӑк урати урлӑ каҫнӑ-каҫманах, Фаддеевна урайне туйипе хыпашлакаласа тата тепре ярса пусрӗ те, хӗрарӑмсем ҫине ҫаврӑнса пӑхмасӑр, нумай ҫулсем хушши ӗнтӗ турӑш пулман кӗтес енне тӑрса, виҫӗ хутчен сӑхсӑхса илчӗ.

Едва переступив порог, Фаддеевна ощупала клюшкой пол впереди себя, сделала еще шажок и, не обращая внимания на женщин, троекратно перекрестилась, глядя в передний угол, где уже много лет не было икон.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лутакарах та патмар, сарлака хулпуҫҫиллӗ, кӗске, анчах вӑйлӑ алсемлӗ арҫын Евдоким Новодережкин алӑк урати урлӑ каҫрӗ те, хӑйне мӗн ӗҫпе чӗннине пӗлмесӗр, картузне хывса, чӗнмесӗр тӑчӗ.

Евдоким Новодережкин, мужчина низкорослый, коренастый, с широкими плечами и короткими, но сильными руками, переступил порог и, не зная, по какому делу его вызвали, снял картуз и стоял молча.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл алӑк урати урлӑ темӗнле хӑвӑрттӑн пусса каҫрӗ те, хӑранӑ пек пулса, чарӑнса тӑчӗ.

Как-то неестественно быстро она переступила порог и, как бы чего-то испугавшись, остановилась.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Чӑнкӑ ҫыран хӗрринче ларакан пӗчӗк пӳрт пӗтӗм хӑйӗн кӗлеткипе, уйрӑммӑнах хӑйӗн ҫӳллӗ те шурӑ стенисемпе, хӗвел ҫинче ҫиҫсе тӑракан ҫутӑ тимӗр витнӗ тӑррипе, пысӑк чӳречисемпе тирпейлӗ те лайӑх дача евӗрлӗ курӑнать; ун патӗнчен ҫеҫенхирелле ҫутӑ пралук ҫакса янӑ юпасем каймасан, чӳрече кантӑкӗсем майӗпен чӗтре-чӗтре илмесен, унӑн урати ҫумӗнче палкаса кӑпӑкланакан шыв пӗрӗхсе тӑмасть пулсан, ӑшӗнче ир те, каҫ та пысӑк вӑй-хӑватлӑ турбина ҫаврӑнса тӑрать тесе ниепле те калас ҫук.

Домик, размещенный на крутом берегу, своим станом, особенно своими белыми высокими стенами, светлой металлической крышей, что блестит на солнце, большими окнами, виднеется как ладная и хорошая дача; от него убегали в степь столбы, отсвечивая блеском проводов, вздрагивали мелко-мелко стекла окон, взлетали вспененные брызги, нельзя бы было сказать, что внутри находится большая мощная турбина, что вращается и утром и вечером.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Улитка кинемин вара хӑйӗн шухӑш, вӑл алӑк урати ҫинче мӗнле ларнӑ, ҫаплах ларса юлать те хӑйне хӗрӗ чӗнсе иличченех тем ҫинчен йывӑррӑн шухӑшлать.

У бабуки же Улитки своя забота, и она как сидела на пороге, так и остается, и о чем-то трудно думает, до тех пор пока девка не позвала ее.

V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Чоно алӑк патнелле утрӗ, алӑк урати урлӑ каҫсанах чарӑнса тӑчӗ: вӑл хуҫа йӗрсе кӑшкӑрашнинчен хӑрарӗ.

Чоно направился к двери, но, едва переступив порог, остановился, испуганный громким рыдающим воплем хозяина.

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Алӑк урати ҫине чи малтан Милка тухса тӑчӗ.

Первой на пороге появилась Милка.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах пеме ӗлкӗреймерӗ: ун сасси ҫинех алӑк урати тӗлӗнче граната шартлатса ялтлатрӗ, каҫ шӑплӑхӗнче ручной пулемет шатӑртатни хӑрушшӑн янӑраса кайрӗ.

Но выстрелить не успел: следом за его окриком возле порога грянул плескучий взрыв ручной гранаты и, страшный в ночной тишине, загремел рокот ручного пулемета.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Карчӑк алӑк урати тӗлӗнче урайӗнче выртнӑ, хӗллехи кунсенчех ӑнсӑртран кӑмака сакки ҫине выртса юлнӑ кивӗ сӑран алсана вӑл шӑлсӑр ҫӑварӗпе чӑмласа пӗтернӗ.

Старуха лежала на полу около порога, и случайно забытая на лежанке еще с зимних времен старая кожаная рукавица была изжевана ее беззубыми деснами…

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хамӑр пата кам та пулин ют ҫын килсе алӑк урати урлӑ ура ярса пуснӑ-пусманах ӑна пӗчӗк пӳлӗме питӗрсе лартӑр.

Как кто чужой к нам на порог, зараз же примыкайте ее в горенке.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Авӑ епле?! — Нагульнов иккӗ сиксех кӗлет умне ҫитсе тӑчӗ, алӑк урати ҫинче тӑракан пӗр йӗкӗте чышкипе ҫапса сирпӗтрӗ, алӑка хыттӑн шалтлаттарса хупса хучӗ те ҫурӑмӗпе тӗреленсе тӑчӗ.

Вот как?! — Нагульнов в два прыжка очутился на приклетке амбара, ударом кулака сшиб стоявшего на порожке парня, резко захлопнул дверь и крепко прислонился к ней спиною.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эхлете-эхлетех пичӗ-куҫӗ ҫинчи, мӑйӗ ҫинчи юнне ҫуса тасатрӗ, карлӑк ҫинче ҫакӑнса тӑракан ашӑкпа шӑлӑнчӗ те алӑк урати ҫине ларчӗ.

Кряхтя, смыл кровь с лица и шеи, вытерся висевшей на перильце попонкой и присел на порожек.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл ура ҫине тӑчӗ, унтан, халӗ ӗнтӗ юриех хӑйне ӳсӗр ҫын пек тыткаласа, тайкаланса, шкул алӑкӗн урати ҫинче ларакан пӗр хӗр патне пырса ларчӗ, пуҫне ун чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ…

Он встал и, уже сознательно подражая движениям пьяного, покачиваясь, прошел к сидящей на порожке школы девке, положил ей голову на теплые колени…

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак самантра Половцев сулахай урине алӑк урати ҫине ярса пусрӗ те, Хопрова сӑмси кӑкӗнчен ҫӳлерех пуртӑ тӗршшипе шанлаттарса ҫапрӗ.

В этот миг Половцев заносит левую ногу на порог, взмахнув топором, бьет Хопрова обухом повыше переносицы.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ пур — ялан шухӑшласа ҫӳретӗп — мӗн мурне-ха ку пирӗн алӑк урати ҫине сурса пӗтерчӗ, тетӗп.

А я-то гадаю — чего она весь порог наш оплевала!

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ак сана, — кӑмӑлсӑрланчӗ Захар, — алӑк урати урлӑ каҫма ӗлкӗреймерӗн, алӑк патнелле пӑхма та пуҫларӑн.

— Ну вот, — нахмурился Захар, — только через порог перешагнул, а уж на дверь оглядываешься.

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ халь, ачасем пӳрт-ҫурта тирпее кӗртме те ӗлкӗрейменччӗ-ха, амӑшӗ алӑк урати урлӑ ярса та пусрӗ, тӗлӗннипе кӑшкӑрса ячӗ — пӳртре ним латти те ҫук.

Сейчас ребята не успели еще ничего прибрать, а Катерина уже перешагнула через порог и ахнула от изумления — такой беспорядок стоял в избе.

3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней