Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тумастӑп (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Халӗ сана нимӗнех те усал тумастӑп.

— Зараз я тебе никакого лиха не сделаю.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Апла пулсан, эпӗ темскер тӗрӗс тумастӑп, хама вӗсен умӗнче шанчӑксӑра кӑларнӑ…

Что-то, значит, я делаю не так, в чем-то упал в их глазах…

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӗкӗнме ан шутла ачана, эпӗ санпа шӳт тумастӑп!..

Не вздумай парнишку тронуть — я с тобой шуток шутить не стану!..

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ те шӳт тумастӑп, — кулса ячӗ Сергей.

— Я тоже не шучу, — сказал Сергей и рассмеялся.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Макӑрчӗ пулӗ, йынӑшрӗ пулӗ, ӗҫлеме йывӑр, пухусӑр пӗр утӑм та тумастӑп, терӗ пулӗ…

— Наверно, плакал, жаловался, как ему, бедняге, трудно, как он без собрания и шагу ступнуть не может…

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Нӑх та тумастӑп.

— И не охну.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем сӗтел хушшине кӗрсе ларсан, Тарас, Митька ҫине куҫ хӗррипе усаллӑн пӑхса илсе: «Вирцевсен комбайнӗ каллех манра пулсан, эпӗ пӗр простой та тумастӑп тесе сӑмах панӑ пулӑттӑм, иккӗмӗшӗнчен…» — тесе чи малтан калаҫма пуҫланӑччӗ кӑна, ҫав самантра вӗсенчен нихӑшӗ те кӗтменни пулса иртрӗ.

И только было они уселись за стол и Тарас, зло покосившись на Митьку, первым начал говорить о том, что «если у меня снова будут комбайны Вирцевых, то я обязуюсь, во-первых, не иметь ни одного простоя, а во-вторых…», как случилось то, чего никто из них никак не ожидал.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унпа калаҫнӑ чух малтанхи утӑма тумастӑп тесе эпӗ хӑюллӑнах каларӑм, анчах вӑл кайсан пӳлӗмрен тухрӑм та хӑраса ӳкнӗ мӗскӗн ачасене куртӑм, вара пӗрремӗш утӑма тума хам хатӗррине ҫавӑнтах туйса илтӗм.

Я смело сказал, говоря с ней, что не сделаю первого шага, но как она уехала и я вышел и увидел детей жалких, испуганных, я уже готов делать первый шаг.

XX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

— Эпӗ малтанхи утӑма тумастӑп.

 — Я первого шага не сделаю.

XX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Эпӗ позировать тумастӑп тесе кам каларӗ?

— Кто сказал, что я не хочу позировать?

Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.

— Эпӗ те, Владимир, шӳт тумастӑп.

— И я, Владимир, совершенно серьезно.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Малтан эпӗ пуҫларӑм, урӑх ун пек нихҫан та тумастӑп.

Это я первый начал, я больше не буду.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тумастӑп, мӗншӗн тесен кунта ним те пулмасть.

— Не будешь, потому что не с чем будет.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Атте, эп урӑх нихҫан та апла тумастӑп.

— Папа, я больше никогда не буду.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Хӗрхенетӗп, анчах та ухмахла ӗҫ тумастӑп.

— Жалею, а глупости не сделаю.

XXX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

«Мӗншӗн-ха эпӗ ҫакна тумастӑп?

«Что ж я не делаю этого?

XXVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Эпӗ ӑна хистесех ҫапла каларӑм: тупа тутармасӑр пӗр ҫынна та илсе ан кил, кашнинех мана ним чухлӗ те усал тумастӑп, пӑшалпа тапӑнмастӑп, ӑна пур тӑшмансенчен те хӳтӗлӗп, тесе сӑмах патӑр, терӗм.

Я строго наказал ему не привозить ни одного человека, не взяв с него клятвенного обещания, что он не только не сделает мне никакого зла, не нападет на меня с оружием в руках, но, напротив, будет защищать меня от всех неприятностей.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Тахҫан эп ӑна, халь ӑҫта иккенне те ас тумастӑп, чулпа персе тивертнеччӗ, — терӗ вӑл, хӑйне лӑпкӑрах тытасшӑн курӑнса.

— Как-то раз, не помню где, я ударил ее камнем, — ответил Огнянов с напускным спокойствием.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ас тумастӑп, — шӑппӑн каласа хучӗ Рада.

— Не помню, — сухо ответила Рада.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эсир вара ман правилӑна пӗлетӗр: хам усӑ тӑвас текен ҫыннӑн кӑмӑлне кайман пӗр япала та тумастӑп.

Вы знаете мое правило: не делать ничего без воли человека, в пользу которого я хотел бы действовать.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней