Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

самантлӑха (тĕпĕ: самантлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна курсан, Ула Тимӗре тӑруках тутлӑ «мунча ӑшши» ҫепӗҫҫӗн ҫупӑрласа илчӗ: унӑн ӑршаллӑ хумӗ, пӗчӗк самантлӑха ӑшри шӑн юра йӑштарса, ирӗлтерсе кӑкӑрӗнчи кӑмӑл-туйӑмне ыррӑн-ыррӑн вашкӑртса, ҫӗклентерсе, йӑпатса-ярӑнтарса илчӗ, хыҫҫӑнах вӑл арҫын питне-куҫне янкӑр тӳпери кӗрхи лӗп хӗвел пек ҫемҫе, килпетлӗ, сӑпай кулӑпа эрешленсе тухрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр самантлӑха хӗрӗн чунӗ те хытса ларнӑн туйӑнчӗ, питҫӑмартисем ҫеҫ такам шелсӗррӗн ҫупса янӑн вут пек пӗҫере-пӗҫере килчӗҫ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Самантлӑха кӑтӑш пулнӑ ӗҫчен кайӑксем, ҫӗнӗ кунӑн пӗрремӗш хыпарҫисем, ҫакна кӑна кӗтнӗ тейӗн, чӗвӗлтетме те пуҫларӗҫ, хӑйсен ҫепӗҫ сассисемпе лӑпкӑн ҫывӑракан ӗҫҫыннисен тутлӑ тӗлӗкӗсене сирсе яма васкарӗҫ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Самантлӑха пӗччен юлнӑ Сима ҫак вӗҫӗмсӗр тиенсе килекен ҫивӗнсех те ҫитеймен детальсем ҫине пӑхса малтан хӑраса ӳкрӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Иванӑн аллисем хӗрарӑма хытӑран та хытӑрах пӑчӑртама пуҫласан, Полинӑн самантлӑха арпашӑннӑ ӑс-тӑнӗ ҫуталса килчӗ.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пружина участокӗн мастерӗ сасӑпах кулса ячӗ, анчах цех начальникӗ ун ҫине ӳпкевлӗн пӑхрӗ те леш самантлӑха шӑпланчӗ.

Помоги переводом

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Чимӗр-ха, Владимир Сергеевич, мӗнле ҫук, — ури ҫине вӑртах ҫӗкленчӗ Ревлен Петрович, самантлӑха шухӑшӗсемпе аяккалла сиксе ӳкнӗскер.

Помоги переводом

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кладовщица самантлӑха инструментсене пӑрахӑҫлани ҫинчен ҫырнӑ актсене ҫавӑркаласа пӑхрӗ, унтан мастер ҫине пӑхса кӑтра ҫӳҫлӗ пуҫне пӑраласа илчӗ.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ревлен Петровичӑн самантлӑха иккӗленсе илнӗ шухӑшӗсем ҫавӑнтах сирӗлчӗҫ, вӑл хӑйӗн ӗҫӗн ответлӑхне татах та ытларах туйса илчӗ.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Анчах ку самантлӑха ҫеҫ иккен.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑхӑт шӑнкӑравлӑ сехет мар ҫав, ӑна самантлӑха чарса лартса арча тӗпне чиксе хума ҫук.

Помоги переводом

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл хӗрсемпе аслӑ мастер яланах мухтакан Иван ҫине кӑшт тӗлӗнерех пӑхса илчӗ, анчах Корнеев кулкаласа калаҫнине курсан самантлӑха иккӗленнӗ туйӑма сирсе ячӗ.

Помоги переводом

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Апат хыҫҫӑн самантлӑха мастерсен пӳлӗмне пуҫтарӑнӑпӑр, — Иван тунӑ детале виҫсе пӑхрӗ Ревлен Петрович, — рабочисемпе калаҫмалли пур.

Помоги переводом

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Наҫилкка ҫине тултарнӑ ҫӳп-ҫапа тӑкма ҫырма хӗррине илсе пырсан, Тамара самантлӑха чарӑнса тӑчӗ, тантӑшӗ куҫӗнчен темӗн калас пек пӑхрӗ.

Помоги переводом

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм пачах кӗтмен ыйтӑва пула самантлӑха шӑпланса тӑчӗ, хӑйӗн кӑн-кӑвак тӳпе тӗслӗ таса та тарӑн куҫӗсемпе Лена ҫине кӑшт тӗлӗнерех тӗллесе пӑхрӗ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ку ытла та кӗтмен ҫӗртен пулнипе хӗрарӑм самантлӑха ҫухалса кайрӗ, ҫӗкленӗ чӗпписене ниҫта хума пӗлмесӗр тӗлсӗррӗн унта-кунта пӑхкаларӗ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кил-ха самантлӑха.

Помоги переводом

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл, харлаттарса ҫывӑрса, аслати пек сасӑ кӑларни ҫеҫ самантлӑха та чарӑнмарӗ.

Помоги переводом

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ҫул ҫинче те, килсе ҫитсен те самантлӑха та асран тухмарӗ ҫав ҫӑмламас кӑвак тир.

Помоги переводом

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Тем ыйтнӑ евӗр чӗвӗлтетсе, йывӑҫ тӑрринчен йӑлт-ялт сиккелесе, ҫын хулпуҫҫийӗ ҫинех пырса ларма хӑнӑхнӑ кӑсӑя, пӗр-пӗринчен самантлӑха та уйрӑлма пӗлмен мӑшӑр шӑпчӑк, сарӑхнӑ ҫулҫӑсемпе витӗнсе тунката ҫумне ҫывӑрма выртнӑ икӗ чӗрӗп…

Помоги переводом

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней