Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

самантлӑха (тĕпĕ: самантлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗпӗ сӑмахӗсем ӑна пӗр самантлӑха та канӑҫ памарӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Унтан самантлӑха нихӑшӗ те пӗр-пӗрне сӑмах чӗнмерӗҫ.

Помоги переводом

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Вӑл ӗнтӗ хӑйне староста укҫа тӳленӗрен мар, чиркӳри пӗтӗм халӑх ун юррине юратса итленӗрен, унӑн илемлӗ сасси ҫак асаплӑ-тертлӗ ҫынсене кӑштах та пулин савӑнӑҫ кӳнине сиснӗрен, хуйхӑллӑ ҫын кӑмӑлне самантлӑха та пулин ҫемҫетме е ҫӗклеме пултаракан асамлӑ вӑй пӗтӗмпех унӑн пултарулӑхӗнчен килнине пӗлсе тӑлӑран юрларӗ.

Помоги переводом

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Писсӑрсем шикленсе ӳкрӗҫ, Александр атте те, кӗлӗ вулама самантлӑха чарӑнса, ҫӳлелле, хор ҫинелле, кӑнн! пӑхса илчӗ…

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӳлӗме вунвиҫӗ-вунтӑватӑ ҫулхи ача кӗрсе тӑчӗ, палламан «улпута» курсан, самантлӑха шикленсе ӳкрӗ пулас: кивӗ пысӑк ҫӗлӗкне хывса хул хушшине хӗстерчӗ те ҫурма сасӑпа сывлӑх сунчӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Кӗрсе тухӑр ман пата самантлӑха, кӑмӑл тӑвӑр.

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Шавлӑ витерен тухсан, самантлӑха тулти шӑплӑхпа хӑлха хупланнӑн туйӑнать, пӳлӗмри тӗксӗм ҫутта хӑнӑхнӑ куҫ ҫурхи хӗвел ҫутинче шарса каять.

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Таня самантлӑха кӗрсе тухма килӗшрӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Председатель килсе кӗнипе хӑна-вӗрле самантлӑха шӑпланать.

Помоги переводом

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Самантлӑха унӑн питӗнчи савӑнӑҫ ҫухалать, тепӗр тӗм патне пырать.

Помоги переводом

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Аня сӑнарӗ те самантлӑха кайӑк сӑнарӗпе пӗрлешрӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Аня шарламарӗ, самантлӑха хӑй шухӑшӗн сӗрекинчен тухаймасӑр ларчӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Эсӗ мана юратмӑн, пирӗн ҫулсем пӗрлешмӗҫ, анчах сана самантлӑха та манса каймӑп.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Эпӗ самантлӑха хама Ольӑпа юнашар утса пынӑ пек туйрӑм.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Тинкеререх пӑхсан, ҫавӑн айӗнче пӗр самантлӑха виҫӗ ҫутӑ ишнине курма пулать.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Вӑл ахӑлтатсах кулса ячӗ, сивӗрех куҫӗсем те самантлӑха ӑшшӑн-ӑшшӑн пӑхнӑ пек туйӑнчӗҫ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Вӑл, никама та ҫын вырӑнне шутламан, хӑйӗнчен хӑватли ҫук пек суннӑскер, паян пуҫласа халӑхра ӑнланмалла мар вӑй пуррине сисрӗ те самантлӑха ӗрӗшех кайрӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула самантлӑха ҫухалчӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗмшерпе Варасӑр ҫыннисем утрава йышӑнма паҫӑрах кайнӑ тесе шутланӑ энӗшкассисем хӑйсем пуринчен малтан ҫитнипе самантлӑха ҫухалса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юрӑ-ташӑ самантлӑха та йӑвашланмарӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней