Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑна пытаннӑ ҫӗрте тытман пулсан, вӑл пирӗн ҫинчен тепӗр икӗ сехетрен кайса пӗлтермен пулӗччӗ-и вара, пире пурне те ыран Мамертин тӗрмине хупман пулӗччӗҫ-и вара, тепӗр икӗ кун иртен Сессор уйӗнче пире хӗрес ҫумне пӑталаман пулӗччӗҫ-им?
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Иртен кунсем пурте пӗр пек пулнӑ.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Иртен пуҫласа каҫчен вӑл чӑмласа ҫӳретчӗ, унӑн кӗсъисенче яланах пӗремӗксем пашалу таврашсем туллиехчӗ, янах шӑмийӗсем ывӑнма пӗлмесӗр выляса тӑратчӗҫ, унӑн чупкаласа ҫеҫ тӑракан пӗчӗк кӑвак куҫлӑ, ниме тӑман сӑнне пӑхсан, темле лайӑх мар пек туйӑнатчӗ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫурхи шав ҫинче, татти-сыпписӗр иртен пуҫласа каҫчен тенӗ пекех, ӑшчике лӑн-лӑн тутарса илемлӗ чан сасси янтӑраса тӑрать, старик халлапӗсенчи пек, ҫав чан сассинче темскер кӳренни пытанса тӑрать, чансем пурин ҫинчен те: — Пулнӑ-ӑ, пулнӑ вӑл, пулнӑ-ӑ… — тесе сиввӗн те хурлӑхлӑн каланӑ пек туйӑнать.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл сывлӑшра пасар тӗлӗнче татти-сыпписӗр, иртен пуҫласа каҫченех янтӑраса тӑнӑ пек туйӑнать, вӑл пӗтӗм кӑмӑл-шухӑша витӗрех витсе илет, ху мӗн курни-илтнисем ҫине ҫиелтен пӗтӗмпех пусса тӑракан пӑхӑр тӑрӑлса ларнӑ пек пулать.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мана урама уҫӑлса ҫӳреме ямастчӗҫ, уҫӑлса ҫӳреме вӑхӑт та ҫукчӗ, — ӗҫ пӗрмаях хутшӑнса пыратчӗ; халӗ яланхи пек горничнӑй, дворник тата «чупса ҫӳрекен ача» ӗҫне тунисӗр пуҫне, манӑн кашни кулленех сарлака хӑмасем ҫине пӑтасемпе коленкор ҫапмаллаччӗ, ун ҫине чертежсем ҫыпӑҫтармаллаччӗ, хуҫан строительство ӗҫӗсен сметисене таса хут ҫине ҫырмаллаччӗ, подрядчиксен съезчӗсене тӗрӗслемеллеччӗ, — хуҫа иртен пуҫласа ҫӗрлеччен машина пек ӗҫлетчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кукамӑшӗ салху-чӗлхесӗр Тюфяевпа тата чалӑш куҫлӑ, мӑнтӑр горничнаяпа пӗрле иртен пуҫласа каҫчен хуҫалӑхпа аппаланатчӗ; ачан няньки ҫукчӗ, хӗрача кунӗ-кунӗпе крыльцара е крыльца тӗлӗнче пӗрене купи ҫинче выляса, никам пӑхмасӑр тенӗпе пӗрех пурӑнатчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Упӑшки иртен пуҫласа каҫченех службӑра пулатчӗ, тин анчах ӳсекен хӗрача пек туйӑнакан арӑмӗ эрнере пер-икӗ хутчен кӑнтӑрла библиотекӑна ҫӳрекелетчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӗсем пурте ҫав-ҫавах йӑваш та кахалскерсем; ӳпресем пек е хӗвел ҫутти ҫинчи тусан пӗрчисем пек, вӗсем иртен пуҫласа каҫчен пароход ҫинче хуллен тӗккеленсе ҫӳреҫҫӗ.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Иртен пуҫласа каҫчен вӗсем ӗҫеҫҫӗ, ҫиеҫҫӗ, темӗн чухлӗ чашкӑ-тиркӗ, ҫӗҫӗ, вилка, кашӑк варалаҫҫӗ; ма, ӗҫ — чашкӑ-тиркӗ ҫӑвасси, вилкӑсемпе ҫӗҫӗсене тасатасси, эпӗ ир ултӑ сехетрен пуҫласа ҫурҫӗрчченех тенӗ пек ҫавӑнпа аппаланатӑп.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ хӗллехи тумтирсене тасатса хӑтланатӑп, вӗсене арча ӑшне вырнаҫтарса хума пулӑшатӑп, ҫулҫӑллӑ тапак туртатӑп, сӗтел-пукансем ҫинчи тусана тасататӑп, иртен пуҫласа каҫченех хама кирлӗ мар, кӑмӑла кайман япаласемпе аппаланатӑп.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мана унта темле кичем те йывӑррӑн туйӑнатчӗ, эпӗ хам тӗллӗн пурӑнма, иртен пуҫласа ҫӗрлеччен Кунавинӑн хӑйӑрлӑ урамӗсенче, пӑтранчӑк Ока шывӗ хӗрринче, уйра та вӑрманта ҫӳреме хӑнӑхнӑччӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Эпӗ патша пулнӑ пулсан, ҫак шыва ҫеҫ ӗҫсе пурӑнӑттӑм… иртен пуҫласа каҫченех!..— Если бы я был царем, все бы эту воду пил… с утра бы до ночи!
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
…Иртен пуҫласа каҫченех ялтан яла юланутҫӑсем четниксен «ял хуралҫийӗсем» чуптарса ҫӳреҫҫӗ, вӗсем, партизансем Морава урлӑ каҫса, четниксен виҫӗ штабне пӗтерсе хуни, темиҫе коменданта вӗлерни, ялти виҫӗ кантура ҫунтарса яни, пӗтӗм уездри телефонпа телеграф линийӗсене ватса тӑкни ҫинчен хыпар салатнӑ.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тепӗр кунне эпӗ иртен пуҫласа каҫчен ҫӗнӗ ӗҫе — учитель ӗҫне — тума хатӗрлентӗм.Весь следующий день я с утра до вечера овладевал своей новой профессией — готовился преподавать.
Эпӗ учитель пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Иртен пуҫласа мӗн каҫчен вӗренетпӗр.
Саша вӑрттӑнлӑхӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
— Ҫаван пек тӗрӗслевсемпе пире иртен пуҫласа каҫчен асаплантаратчӗҫ.
44 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Сӑмахран илсен, Володин отряд пурнӑҫӗнчи пур вак ӗҫсене те хутшӑнать, пурне те тума тытӑнать, пурне те пулӑшать, анчах, хӑйӗн командир ӗҫӗсем пирки иртен пуҫласа каҫченех ерҫмест пулин те, чи кирлӗ ӗҫсене тума ӗлкӗреймест.
31 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Леня чӑхсене чӑнласах юратнӑ, вӗсене иртен пуҫласа каҫченех пӑхнӑ, кухньӑран апат юлашкисем кайса панӑ.Леня любил кур всерьез, ухаживал за ними с утра до ночи, носил им всякие остатки из кухни.
16 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Стеклов унпа иртен пуҫласа каҫченех ҫапӑҫать.
14 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.