Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

иртен сăмах пирĕн базăра пур.
иртен (тĕпĕ: иртен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртен пуҫласах ял совечӗ умӗнче пӗтӗм ял халӑхӗ кӗрле пуҫлать.

Все село загудело с утра у сельсовета.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кашни кун, иртен пуҫласа каҫченех, вӑл Васькӑпа пӗрле йывӑҫ тӗплӗ пушмаксем тӑвать, ҫӗрле унта-кунта пухнӑ кивӗ атӑ-пушмаксене юсать.

Каждый день с утра до ночи вместе с Васькой он делал босоножки, а по ночам тайком чинил старую обувь.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Ҫак условисенче пуян ҫынсене усрас тӗлӗшпе сирӗн ҫӗршыври ҫынсен иртен пуҫласа каҫчен тар юхтарса ӗҫлеме тивет, — тесе асӑрхаттарчӗ мана хуҫам.

«Но при этих условиях, — заметил хозяин, — обитатели вашей страны должны с утра и до поздней ночи трудиться, чтобы снабдить богачей».

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Мана иртен пуҫласа каҫченех кӑтартса карма ҫӑварсене йӑпаттарчӗ.

Он принуждал меня с утра до ночи забавлять зевак.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫапла, хӑйӗн щитне вӗҫӗмсӗр улӑштарса тӑрса, Тейя иртен пуҫласа кӑнтӑрлаччен пӗр канмасӑр ҫапӑҫнӑ.

С утра до полудня неутомимо дрался храбрый Тейя, меняя щиты.

Щит // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Папа керменӗ умӗнче император виҫӗ кун хушши иртен пуҫласа каҫчен чӗркуҫҫи ҫинче тӑнӑ, вара лешӗ тин ӑна хӑй каҫарни ҫинчен «ырӑпа» пӗлтернӗ.

Три дня с утра до вечера стоял император на коленях перед папским дворцом, и лишь после этого папа «милостиво» объявил ему свое прощение.

Поляксен аслӑ астрономӗ Коперник // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Ку ҫурт иртен пуҫласа каҫчченех кӗрлесе тӑратчӗ; ҫӗвӗ ҫӗлекен хӗрарӑмсен машинисем таттисӗр чӑштӑртатаҫҫӗ, оперетка хористкисем сассисене тӗрӗслеҫҫӗ, студент хӑйӗн басӗпе гаммӑсене юрлать, ӗҫсе супса ӑсран тухса каяс патнех ҫитнӗ актёр шавлӑн сӑвӑсем калать, ӳсӗрӗлсе кайнӑ проституткӑсем ним майсӑр ҫуйӑхаҫҫӗ.

С утра до поздней ночи он гудел; непрерывно трещали машины швеек, хористки оперетки пробовали голоса, басовито ворковал гаммы студент, громко декламировал спившийся, полубезумный актёр, истерически орали похмелевшие проститутки.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ӗҫлессе иртен пуҫласа мӗн каҫ пуличчен пуҫа ҫӗклемесӗр ӗҫленӗ.

Работали с утра до позднего вечера, не разгибая спины.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Ҫак кун вӗсен ӗҫӗсем мӗн иртен пуҫласах питӗ ӑнса пычӗҫ.

В этот день удачи с самого утрл сопутствовали ребятам.

XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Чӑн та ӗнтӗ, вӑл иртен пуҫласа каҫчен апат-ҫимӗҫшӗн тӑрмашман пулсан, Стёпушка выҫсах вилнӗ пулӗччӗ.

И точно, не заботься он с утра до вечера о своем пропитании, — умер бы мой Степушка с голоду.

Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.

Хӑшпӗрисем ремеслапа хӑтланнӑ, тӗприсем лавка тытса суту-илӳ тунӑ; анчах ытларах пайӗ иртен пуҫласа каҫчен, кӗсъе пушаниччен, тупнӑ пурлӑх сутуҫсемпе шинкарьсен аллине кӗриччен гулять тунӑ.

Некоторые занимались ремеслами, иные держали лавочки и торговали; но большая часть гуляла с утра до вечера, если в карманах звучала возможность и добытое добро не перешло еще в руки торгашей и шинкарей.

III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ун аттисене тусан витнӗ, иртен пуҫласа кӑнтӑр сехечӗччен ҫак атӑсем мӑн чухлӗ утнине те ӑнланма пулать.

Пыль осела у него на сапогах, и видно, сколько эти сапоги прошагали с рассвета до полудня.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Мӗн иртен пуҫласах хӗвел ҫав тери хытӑ хӗртме пуҫларӗ, — июньри шӑрӑх кунӑн вӗҫӗ те пулас ҫук пек туйӑнать.

Уже с утра нещадно палило солнце, и казалось, что знойному июньскому дню совсем не будет конца.

Разведкӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Вӑл иртен пуҫласа каҫченех ӗҫлет, хӑйӗн хуҫалӑхне ҫеҫ пӗлет, упӑшки ӗҫне нихҫан та хутшӑнмасть.

Работая с утра до ночи, она знала лишь свое хозяйство и в мужнины дела никогда не вмешивалась.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Мана пӑтӑ пӗҫерсе парать, сысна пӑхать, иртен пуҫласа каҫченех ӗҫлет.

Варит мне кашу, свинью кормит и с утра до ночи работает.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Нумаях пулмасть урама та тухма хӑраса пурӑннӑ Ли Чжэнь-цзян арӑмӗ халӗ иртен пуҫласа каҫченех, е кӑвар ыйтма, е тата мӗнле те пулин ҫӑмӑлпа, кӳршӗсем тӑрӑх чупма пуҫларӗ.

Жена Ли Чжэнь-цзяна, которая еще совсем недавно боялась показаться на улице, теперь с утра до вечера ходила по соседям, то огонька попросить, то еще чего-нибудь.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хресченсен союзӗн пӳлӗмӗсенче иртен пуҫласа каҫченех халӑх тӑчӗ.

В комнатах крестьянского союза с утра до ночи толпился народ.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Шкулта мӗн иртен пуҫласа каҫченех туллиех халӑх тӑма пуҫларӗ.

Школа с утра наполнялась народом.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсем иртен пуҫласа каҫчен тӑшманпа ҫапӑҫаҫҫӗ, эпӗ кунта, вӗсенчен инҫетре, нимӗн тумасӑр ларатӑп…

Они с утра до вечера в боях, а я сижу здесь, вдали от них, и бездействую…

5. Ҫӗнӗ частьри пӗрремӗш каҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Иртен пуҫласа ҫӗрлечченех ӗҫлетӗп, ҫапах та тылра тытӑнса тӑрас килмест.

Занят с утра до вечера, но задерживаться в тылу не хочется.

1. Вӗренӳ аэродромӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней