Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

иккӗленӳ сăмах пирĕн базăра пур.
иккӗленӳ (тĕпĕ: иккӗленӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗрене каллех хӑйне хӑй хӗрхенес, шеллес шухӑш хӗсӗнсе кӗрет те ҫӗнӗрен пуҫланать вара иккӗленӳ: тен, пурнӑҫ текен юрӑ чӑннипех те вӗҫленнӗ унӑн?

Но в душу вновь прокрадывалась жалость к себе, возвращались сомнения: а может, и вправду спета эта песня, называемая жизнью?

11 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Кӗске кӑна самантлӑха Кузнецова иккӗленӳ ҫавӑрса илет:

Какой-то миг Кузнецова терзают сомнения:

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

«Тен, уявра операци тума кирлӗ те марччӗ-и? — кӗтмен ҫӗртен чиксе илчӗ врача иккӗленӳ.

«А может быть, не надо было назначать операцию на праздник? — неожиданно ужалило врача сомнение.

1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Савӑнӑҫпа иккӗленӳ пусса лартрӗ.

Радость затуманилась сомнением.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Аксинья упӑшки ӑна кӳрентересшӗн маррине тавҫӑрчӗ, анчах чуна пӗрмаях темле именӳ туйӑмӗ кишеклесе ыраттарнине сисрӗ те, хӑйсен хушшинчи иккӗленӳ йӑлтах пустуй иккенне ӗнентерес, хӑй пӑлханнине пытарас тесе, юри майӗпен, шухӑша кайнӑ пек типтерлӗн те типпӗн калаҫрӗ.

Аксинья, отметив про себя великодушие мужа, отвечала ему, но все время испытывала какую-то щемящую внутреннюю неловкость и, чтобы убедить его в том, что все возникшее между ними зряшно, чтобы скрыть собственное волнение, — нарочито замедляла речь, говорила с деловитой сдержанностью и сухостью.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫакӑн пек анархистла хӑтланакансене ирӗк парас пулсан, вӗсем ыранах, мӗн пур начарринчен тасалатпӑр тесе, пӗр авторитета та хӗрхенсе тӑмаҫҫӗ, ҫирӗпрен те ҫирӗп принципсем ҫине алӑ ҫӗклеҫҫӗ, иккӗленӳ сараҫҫӗ, дисциплинӑна аркатса яраҫҫӗ.

Дай волю вот таким анархиствующим — и завтра же под видом очищения от всего плохого они не пощадят ни одного авторитета, поднимут руку на незыблемые принципы, посеют сомнение, расшатают всякую дисциплину.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ниме тӑман хевтесӗрлӗх, ленчешке те хавшак кӑмӑл, ӑстайсӑрлӑх, иккӗленӳ, час-часах тата сӗмсӗрлӗх, — халӗ эпир, ним ҫукран нимӗр тенӗ пек, «правительство» тесе калакан ушкӑнӑн ӗҫӗ-хӗлӗнче пӗтӗмпе те ҫавӑ ҫеҫ палӑрать.

Безволие, слабохарактерность, неумение, нерешительность, зачастую простая подлость — вот что руководит действиями этого, с позволения сказать, «правительства».

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗрӗ — станицӑн, атаманран кӑна иккӗленӳ пулма пултарнӑ.

Земля станишная — сумнение от атамана могло только быть.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫук, ку иккӗленӳ мар! — терӗ Батюков ҫирӗппӗн.

— Нет, это не колебания! — твердо сказал Батюков.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Травкин вара, Марченкӑпа унӑн ушкӑнӗ пӗтнӗ пирки нимӗнле иккӗленӳ те юлман хыҫҫӑн, палӑрмаллах хуйха ӳкнӗ.

А Травкин заметно затосковал после очевидной гибели Марченко и его группы.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Ӑна иккӗленӳ кӳрентерме пуҫлать.

Его начало помучивать беспокойство.

Чиновник вилни // Иван Юркин. Антон Чехов. Чиновник вилни // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 133-135 с.

— Е мӗнле те пулса иккӗленӳ пур-им? — ыйтрӗ старик.

— Или есть какое сомнение? — участливо спросил старик.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Электричество — вӑл нимӗн те мар-ха, унпа ӗҫлеме эпир кӑҫалах вӗренетпӗр, нимӗнле иккӗленӳ те пулас ҫук.

Ну, электричество — это пустяк, мы его уже в этом году освоим, и никаких сомнений не будет…

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Мӗнле майпа-ха вӑл, хӗрӗ мана юратнӑ пулин те, ҫав хӗре юратма пултарнӑ?» — шухӑшларӗ Оленин, вара ун пуҫне иккӗленӳ шухӑшӗсем пырса кӗчӗҫ.

«Каким образом он мог любить ее, несмотря на то, что она меня любила?» — думал Оленин, и нехорошие подозрения пришли ему в голову.

II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Николаевсем йышӑннӑ пӳрт умне ҫитсен, подпоручик, минутлӑха халсӑрлӑхпа иккӗленӳ ҫавӑрса илнине пула, тӑпах чарӑнчӗ.

Перед домом, который занимали Николаевы, подпоручик остановился, охваченный минутной слабостью и колебанием.

IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Вӑл ҫынсем испанецсем е португалецсем пулнӑ, — кун пирки нимӗнле иккӗленӳ те пулма пултараймасть.

Не могло быть никакого сомнения, что это испанцы или португальцы.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ хама хам татӑклӑнах ҫакӑн пек ӗнентерсе ҫитертӗм: хӑрасси вӑл хам тунӑ йӑнӑш пирки пулчӗ, терӗм, анчах та, нимӗнле иккӗленӳ те ан юлтӑр тесе, эпӗ леш ҫыран хӗррине тепӗр хут кайса килме тата ҫав ют йӗрпе хам йӗре танлаштарса пӑхма шут тытрӑм.

Я окончательно убедил себя, что все мои страхи внушены мне нелепой ошибкой, но, чтобы уж не оставалось никаких сомнений, я решил еще раз сходить на тот берег и сличить таинственный след с отпечатком моей ноги.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ун пирки иккӗленӳ пулма та пултараймасть.

Сомневаться в этом не приходилось.

XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ку вӑл — иккӗленӳ вӑйӗ, ухмахла йӑла, ҫук япалана кӗтни, ҫук япаларан хӑрани.

Это — сила предубеждения, дурная привычка, фальшивое ожидание, фальшивая боязнь.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫакӑнпа иккӗленӳ аптратать те мана, Кондратушка…

Тут-то меня и одолевает сомнительность, Кондратушка…

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней