Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗҫтерет (тĕпĕ: вӗҫтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Татах сивӗ те ҫиллӗ кун пулчӗ, тӑман вӗҫтерет.

Опять был мороз да ещё с ветром — позёмкой.

Юр ҫинчи приказ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 3–16 с.

Ҫил тухинччӗ хӑть — вӗҫсе кайӑттӑмӑр ӑҫталла вӗҫтерет ҫавӑнталла…

Был бы ветер — полетели бы в ту сторону, куда дует…

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

Шухӑшӗпе вӑл область хулинелле вӗҫтерет ӗнтӗ, кӑвак ҫӳҫлӗ докторсем патне.

И мысленно мчалась уже в областной город, к седым докторам, которым.

9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ытах та питӗ ҫулӑхма тытӑнсан — вӑл никама та сӑмах паман вӗт! — каялла хулана вӗҫтерет, ҫавӑ ҫеҫ.

А по крайности, станут уж очень приставать, — он никому зарок не давал! — смотается обратно в город, и вся недолга.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Йӗри-тавра юр вӗҫтерет, куҫа хупла-хупла хурать.

Снег вокруг кипел, забивая глаза.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кунта юр, сӑрт ҫинчен шарлатса юхакан шыв пекех, шӑла-шӑла вӗҫтерет, ун витӗр яп-яка ҫуна йӗррисем тӗксӗм хурҫӑ пек ҫуталса выртаҫҫӗ.

Здесь поземка неслась, как стремительный горный поток, сквозь нее тусклой сталью блестели отшлифованные санными полозьями колеи.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хирӗҫ лав килнине курсан, вӑл, кӗҫенсе ярса, тата ҫӑмӑлраххӑн вӗҫтерет, вара Егор, вӑл хуҫи пуррине туйтӑр, ан ашкӑнтӑр тесе, тилхепине кӑшт хытарать те ун тутисене ҫӑварлӑхпа хыртарать.

Завидев встречную подводу, он но-молодому призывно ржал и несся еще более лихо, и тогда Егор чуть натягивал поводья и пилил ему удилами губы, чтобы он чувствовал хозяина, не озоровал.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫил вӗсен хӑмӑр ҫурӑмӗсем ҫинчен ҫуркуннесенче тӑкӑнакан йӑптӑх ҫӑма вӗҫтерет.

Ветром несло с бурых спин их осекшийся по весне волос.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫил чикарккӑсенчен хӗм вӗҫтерет, тусан пек юра аллать.

Ветер нес огонь из цигарок, перевеивал снежную пыльцу.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун ҫийӗн, темскер ухтарнӑ пек, типӗ ҫил кассӑн-кассӑн варкӑшса иртет, чӑштӑртатакан курӑк тӗмӗсене тӑрмалать, хӑйӑрпа тусана арпаштарса вӗҫтерет.

По ней шарили сухие ветры, мяли шершавую траву, сучили пески и пыль.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫил кӗрпеклӗ юра ҫӗр ҫумӗпе шӑлса вӗҫтерет, вичкӗннӗн тулашать, ҫӑнӑх тусанӗ пек юр пӗрчисене симӗс авӑрӑн хура шӑтӑкне пӗрӗхтерет.

Ветерок пушил поземкой, она сипела, мучнистой пылью летела в черное хайло полыньи.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тахӑшин учӗ, канӑҫсӑррӑн тулхӑра-тулхӑра ыйха вӗҫтерет.

Отпугивала дремоту чья-то фыркающая беспокойная лошадь.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗтӳри мӗн пур выльӑх тӗпӗртеттерсе вӗҫтерет — эпир Незвиска патӗнче нимӗҫсем ҫине тӗрлеттерсе кӗнинчен пӗрттех те кая мар.

Метется табун лавой, не хуже как мы под Незвиской на немцев лавой ходили.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урхамахне урисемпе хӗстерсе илет те вӑл — хир тӑрӑх ҫил пек вӗҫтерет.

Пришпорит он сивку-бурку — своего удалого коня, вихрем по степи промчится.

Ҫилпеле вӗлкӗшекен ҫивӗтсем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ача сиксе тӑрать те каялла вӗҫтерет.

Мальчик вскочил и помчался назад.

Тӑнне ҫухатнӑ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ӑшӑнать те ача каллех казаксемпе салтаксем патне тухса вӗҫтерет.

Погреется мальчик и снова к казакам и солдатам.

Ҫӗнӗ ҫӗрте // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Генерал патне каялла вӗҫтерет вӑл.

Побежал он назад к генералу.

Чаплӑ куҫпӑван // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Карпӑклӑ йӗпсӳ юра ҫил алласа вӗҫтерет, картиш тӑрӑх кӗмӗл тӗслӗ ҫил-тӑман шӑхӑрса юхать.

Ветер перевеивал хрупкий, колючий снег, по двору текла, шипя, серебристая поземка.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑйӑрӑн мӑйӗ ҫине пӗшкӗннӗ те вӑл ҫавраҫил пек вӗҫтерет.

Припадая к шее жеребца, он вихрился в буйной скачке.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑкӑрӗ, картлашкаллӑ ӑмрине ҫӗр ҫумнелле пӗкӗртсе, Митькӑна юр тӑрӑх сӗтӗрсе, нӑк уснӑ пуҫне пӑркалать, урипе кукалесе таҫта ҫитех юр сирпӗтсе, пӑра пек пӗтӗрсе хунӑ хӳри тавра кӗмӗл тусан вӗҫтерет.

Тот, пригибая к земле морщинистый подгрудок, волоча его по снегу, крутил низко опущенной головой, далеко назад кидал ногою снег, рассевая вокруг спиралью скрученного хвоста серебряную пыль.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней