Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пур ҫӗрте те тӑратса ҫырнӑ шалчасем курӑннӑ, шалчасем ҫинче утиалсем, ҫӗтӗк-ҫурӑк кӗпе-тӑла татӑкӗсем ҫакӑнса тӑнӑ; шалашсем умӗнче, таптаса пӗтернӗ курӑк ҫинче ушкӑнӑн-ушкӑнӑн, е пӗччен-пӗччен ҫынсем ларнӑ; хӑшӗ чӗлӗм туртса ларнӑ, хӑшӗ вут чӗртне, хӑшӗ кӗпине сапласа ларнӑ; унтах пӗр ҫамрӑк арӑм ачине чӗчӗ ӗмӗртсе ларнӑ, ҫывӑхрах ача-пӑчасем картла вылянӑ, пӗчӗк ачасем выляса, йӗрсе ҫӳренӗ; карчӑк ассӑн сывласа ларнӑ; шалашсем ӑшӗнчен алӑри ачасем ӳсӗрни, амӑшӗсем ачисене ачашласа юрлани, е вӑрҫса аван мар сӑмахсем каланӑ сасӑ, е пӗр-пӗр ватӑ ҫын ассӑн сывласа Турӑ ятне асӑннӑ сасӑ илтӗннӗ.
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Пӳртсен чӳречисене тачӑ хупса лартнӑ, хӑшпӗр алӑксенче ҫӑрасем ҫакӑнса тараҫҫӗ, анчах чылайӑшне янках уҫса хунӑ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫӗрпӳртсем патӗнче типӗтнӗ пулӑн ҫутӑ кӑвак хупписем, така шӑммисем, хӗвелҫаврӑнӑш кишӗкӗсем, чикаркка тӗпӗсем, темле ланчашкасем йӑваланса выртаҫҫӗ; туратсем ҫинче ҫуса тасатнӑ чӑлхасем, аялтан тӑхӑнакан пир кӗпе-йӗм таврашӗсем, пуртенккесем, хӗрарӑм кӗписемпе юбкисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ…
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аслати пуҫ тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан тем пысӑкӑш пӗлӗте шатӑртаттарса ҫурчӗ тейӗн: ун айӗнчен ҫумӑр шапӑртатса тӑкӑнма тытӑнчӗ.Гром словно расколол нависшую тучевую громадину: из недр ее хлынул дождь.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сулахай алли хӑйӗн юнпа вараланнӑ таса мар бинтран ҫакӑнса пырать, сылтӑммипе ывӑна пӗлмесӗр чӑпӑрккине вылятать.Левая рука его висела на грязной окровяненной перевязи, правая — безустально играла плетью.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Куҫ хӗррипе аяккалла пӑхса илсе, лӑпах ҫакӑнта курчӗ те Иван Алексеевич ҫичӗ ҫулсенчи арҫын ача амӑшӗн аркинчен ҫакӑнса йӑлӑннине; вӑл, хӑраса улшӑннӑ питҫӑмартисем тӑрӑх ҫумӑр шывӗ пек куҫҫуль юхтарса, ҫӑри-ҫари ҫухӑрса, чуна кӑларса илес пек вичкӗннӗн кӑшкӑрса ячӗ:
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Совет влаҫӗ пӳрт ҫамкинче ҫакӑнса тӑракан нӑр шерепипе пӗрех сирӗн.
LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав ҫаврашка варринче пӗр курӑк туни те ҫук; унта хӗреслӗ-мереслӗ ура йӗрӗсемпе тӗрленсе пӗтнӗ сарӑ тусан кӑна выртса юлнӑ тата айккисенче, типӗ хытхурапа армути тунисем ҫинче, кӑркка аҫисем пӗр-пӗрин ҫурӑмӗсемпе хӳрисенчен ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче тӑпӑлтарса кӑларнӑ шупка хӗрлӗ йӑрӑмлӑ-чӑпар тӗксӗм ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл хӑйӗн хӑрушла чӗмсӗрлӗхӗпе сехрене хӑпартӗ, хӑй айӗнчен ҫурхи шыв сӑрхӑнса юхма тапратичченех е ӑна, хӑйӗн йывӑрӑшне аран чӑтаканскерне, чалӑшшӑн вӗрекен ҫил тӗртсе яричченех ҫапла ҫакӑнса тӑрӗ.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий ура ҫине тӑчӗ, кравать ҫинче ҫакӑнса тӑракан шинелӗ патне кармашнӑ чух кӑшт сулӑнарах кайрӗ.Григорий встал, чуть качнулся, потянувшись к висевшей на кровати шинели.
XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мачча айӗнче ним хускалмасӑр кӑвак тӗтӗм пӗлӗчӗ ҫакӑнса тӑрать.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем харкашнӑ вӑхӑтра сӑмах та каласа ӗлкӗреймен Иван Алексеевич Штокман стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан маузер патне майепен те хӑрушшӑн кармашнине курчӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хуҫисем тӗреклӗ пурӑннӑ курӑнать: урайне сӑрланӑ, венски пукансем лартса тухнӑ, тӗкӗр пур, стенасем ҫумӗнче служивӑйсен ахаль сӑнӳкерчӗкӗсем, вӗренекенӗн хура рамкӑна вырнаҫтарнӑ мухтав хучӗ ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Шӑрӑхпа пӑчӑхса анӑранӑ хутор тӗлӗнче хӗвел тӳп-тӳррӗн ҫакӑнса тӑрать.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем тавракурӑмӑн кӑшт ҫеҫ палӑракан ҫинҫешке ҫиппине усӑнчӑк ҫуначӗсемпе сӗртӗннӗ те, ним хускалмасӑр ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.Они стояли недвижно, прикасаясь обвислыми концами к невнятной, тонко выпряденной нити горизонта.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Казаксем инҫе ҫула тапранса тухни ҫумри хатӗр-хӗтӗрсемпе япалисенченех курӑнать: йӗнер хутаҫҫисем темтепӗр чыхса тултарнипе мӑкӑрӑлнӑ, ут ҫурӑмӗсем ҫинче лӑк-тулли ҫӑксем, кашнин йӗнерӗ хыҫӗнчех типтерлӗн майласа ҫыхнӑ шинелӗсем ҫакӑнса пыраҫҫӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӗпер юхан шыв кӗрленипе , чӗтресе тӗпсӗр шӑтӑк ҫинче тискеррӗн ҫакӑнса тӑнӑ.Сотрясается арка от рева реки, зловеще повисла над пропастью.
Шуйттан кӗперӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Анчах пырне йӑлмак пӑвса лартнӑ Подтелков чӗмсӗррӗн ҫакӑнса тӑчӗ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл, каҫӑрӑлса ӳкнӗ те, усӑнса пыракан урисемпе ҫӗре чӗрмелесе тапаҫланать, хӑйне сӗтӗрекен казаксенчен ҫакӑнса, куҫҫульпе йӗпеннӗ питне пӑркаласа, вӗсенчен вӗҫерӗнсе тарма тӗрмешет, урмӑшшӑн хӑркӑлтатса ҫухӑрать:
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Подтелков картишне чупса тухрӗ: сӑрт тӳпинче, хуторпа укӑлчари ҫӳҫесем тӗлӗнче шурӑ шӑналӑк пек ҫакӑнса тӑракан тӗтре хыҫӗнче, казаксен нумай йышлӑ отрячӗсем ҫӳреҫҫӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.