Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йышӑннӑ (тĕпĕ: йышӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гришаткӑна мучи ырӑпа йышӑннӑ.

Дед принял Гришатку добром.

Вавилӑпа ыттисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Пӗтӗмӗшле танлаштарӑмра вара 15-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

А в общем же рейтинге занял 15-е место.

О.Николаев Атӑлҫи тӑрӑхӗнче топ-4 списока лекнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/24372.html

«Лӑпкӑ Донӑн» малтанхи икӗ томне вулакансем пысӑк интереспе, чунтан кӑмӑлласа йышӑннӑ, совет литературинче тата тепӗр пысӑк та ҫутӑ талант палӑрнӑшӑн савӑннӑ.

Первые два тома «Тихого Дона» читатели восприняли с большим интересом и искренностью, радовались еще одному большому и яркому таланту в советской литературе.

М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.

«Канӑҫсӑр этем» — ҫапла сӑн-сӑпатласа пачӗ ӑна йышӑннӑ чух госпиталь пуҫлӑхӗ, Григорий вырӑсла мар пит-куҫне ҫиелтен кӑна пӑхса илсе.

«Беспокойный» — так охарактеризовал его при приеме заведующий госпиталем, бегло осматривая нерусское лицо Григория.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакӑн пек йӗрке йышӑннӑ: 1913-мӗш ҫулта ҫара илнӗ казак айӑпа кӗрет пулсан, ӑна вунвиҫӗ хутчен чӗн пиҫиххипе ҫаптараҫҫӗ, 1914-мӗш ҫулхине — вунтӑватӑ хутчен.

Было установлено так: провинившемуся казаку призыва 1913 года — тринадцать пряжек, 1914 года — четырнадцать.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑнтан кайса итлекенсем малтанах ӑна ӗненнӗ, ҫӑварӗсене карса пӑрахса, мӗн каланине пурне те йышӑннӑ, кайран — Авдеич суеҫӗ иккенӗ, ун пек суеҫӗ хутор пуҫланнӑранпа та пулманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ; унтан хӑйӗнчен куҫӑнах кулма тытӑннӑ, анчах та вӑл ниепле ӗненме ҫук тыттарса суйнине ҫынсем ҫавӑнтах сиссен те хӗрелмен (тен, хӗрелнӗ те пулӗ, анчах пичӗ яланах хӗрлӗ пулнипе палӑрман), суйма та пӑрахман.

Ошалелые слушатели сначала верили, разинув рты, принимали на совесть, а потом и открылось, что — враль Авдеич, каких хутор с основания своего не видывал; над ним смеялись в открытую, но он не краснел, уличенный в чудовищных своих измышлениях (а может, и краснел, да за всегдашним румянцем не разобрать), и врать не переставал.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталие ҫураҫаҫҫӗ тенӗ хыпара Гришака мучи ыттисен умӗнче лӑпкӑнах йышӑннӑ пек пулчӗ, анчах та хӑй ӑшӗнче кун пирки ҫилленчӗ те, хуйхӑрчӗ те: сӗтел хушшинче ларнӑ чух Наталья ӑна чи лайӑх валӗ хурса паратчӗ-ҫке-ха.

Известие о том, что Наталью сватают, принял он с внешним спокойствием, но в душе горевал и злобился: Наталья за столом подсовывала ему лучший кусок.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

1940 ҫулта пичетленнӗ «Лӑпкӑ Дон» романшӑн СССР Наукӑсен академийӗн действительнӑй членне Шолохов Михаил Александровича СССР Халӑх Комиссарӗсен Совечӗ 1941 ҫулхи мартӑн 15-мӗшӗнче пӗрремӗш степеньлӗ Сталинла преми пама йышӑннӑ.

За роман «Тихий Дон», опубликованный в 1940 году, действительный член Академии Наук СССР Шолохов Михаил Александрович был награжден Сталинской премией первой степени решением Совета Народных Комиссаров СССР 15 марта 1941 года.

Лӑпкӑ Дон. 1-мӗш кӗнеке // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗлсе ҫитрӗҫ, вӑл мӗнле кайӑк иккенне: никам та мар вӑл, ҫӗр айӗнчи пурлӑха алтса кӑларас шухӑшпа этем сӑнарне йышӑннӑ шуйттан; ҫӗр айӗнчи пурлӑха таса мар алӑпа алтса кӑларма май ҫук та ӗнтӗ, каччӑсене илӗртсе астарать вӑл.

Узнали, что это за птица: никто другой, как сатана, принявший человеческий образ для того, чтобы отрывать клады; а как клады не даются нечистым рукам, так вот он и приманивает к себе молодцов.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Унпа йышӑннӑ малтанхи йышӑнӑва кӑҫалхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ.

Раннее распоряжение о нем было подписано 18 января текущего года.

Олег Николаев пулӑшуҫӑсене ҫирӗплетнӗ // Вика Сорокина. https://chuvash.org/news/24248.html

Садки ялӗ патӗнче полкпа оборона йышӑнма ҫӗнӗ оборона рубежӗсем йышӑннӑ чухнехи пек ӗҫсемех тумаллаччӗ, анчах халь хӑнӑхнӑ ӗҫ те ҫав тери кӑткӑс пек туйӑнчӗ.

Для занятия полком обороны в районе деревни Садки нужно было делать все то же, что делалось всегда при занятии новых оборонительных рубежей, но теперь привычное дело показалось необычайно сложным.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Бородин дивизийӗ ҫӗр ҫине ӳссе ларнӑ тейӗн ҫав — вӑл йышӑннӑ позицие аркатма кирек мӗнле персе тӑни те вӑйсӑр пулчӗ.

Дивизия Бородина точно вросла в землю, и любой огонь был бессилен выжечь ее с занимаемых позиций.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Акӑ вӑл ӑҫта — пӗтӗм чӗрене, пӗтӗм кӑкӑра йышӑннӑ!

Вот оно где — заняло все сердце, всю грудь!

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Теприсем, йышӑннӑ позицире ҫирӗпленсе ларма, ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе ялӑн хӗвелтухӑҫӗ еннелле утаҫҫӗ, нимӗҫсен ҫӗмрӗк танкисемпе орудийӗсене пӑхаҫҫӗ, гитлеровецсен шӑнса хытнӑ виллисене, сапаланса выртакан хӗҫпӑшалсемпе боеприпассене пуҫтарса купаласа хураҫҫӗ.

Другие группы торопливо шли на западную окраину деревни — закрепляться на занятом рубеже, осматривали подбитые немецкие танки и орудия, собирали в штабеля закоченевшие трупы гитлеровцев, разбросанное всюду трофейное оружие и боеприпасы.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

РБК ҫӑлкуҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх Чӑваш Ен Элтеперне оставкӑна яма пӑтӑрмахсем сиксе тухичченех йышӑннӑ пулнӑ.

Источники РБК указывают, что отставка Главы Чувашии планировалась еще до скандалов.

РБК ҫӑлкуҫӗсем: Игнатьева ҫывӑх вӑхӑтра отставкӑна ярӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24205.html

Атака пуҫламалли вырӑна тухса, тӑшман йышӑннӑ вырӑн лапкӑшӗпех тӗтӗмпе те вутпа хупланса тӑнине курсан, гвардеецсем тӗлӗнсе кайрӗҫ.

Гвардейцы были радостно изумлены, когда, выйдя на рубеж атаки, увидели, что вся вражеская сторона в дыму и огне.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах хӑйсен таврашӗнче мӗн пулнипе интересленни Андрее оккупантсем йышӑннӑ ытти вырӑнсенче, тылра — Мускавра, Атӑл ҫинче, Уралта, Ҫӗпӗрте тата Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнче мӗн пулса иртнипе интересленме чӑрмантарман…

Но он, этот интерес, никак не мешал Андрею горячо интересоваться и тем, что происходило во всех других местах, где были оккупанты, и тем, что происходило в тылу — в Москве, на Волге и Урале, в Сибири и на Дальнем Востоке…

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Уйрӑммӑнах вӑл оккупантсем йышӑннӑ ҫӗр ҫинчи ҫынсен пурнӑҫӗ ҫинчен калакан статьясене тимлесе итлет.

Особенно жадно слушал он все статьи и заметки, в которых рассказывалось о жизни на захваченной оккупантами территории.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Партбюро секретарӗ Возняков оккупантсем йышӑннӑ вырӑнтан тухнӑ кунтанпа, уйрӑммӑнах юлашки кунсенче, Озеров полкӗ Мускав патӗнчи фронта кӗрсен чылай улшӑнчӗ.

Секретарь партбюро Возняков сильно изменился за дни-выхода с территории, занятой оккупантами, а особенно за последние дни, когда полк Озерова встал на линии фронта под Москвой.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Паян историллӗ ӗҫ пулса иртрӗ: Советсен гвардине тума йышӑннӑ!

Сегодня свершилось историческое событие: положено начало созданию советской гвардии!

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней