Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫурта сăмах пирĕн базăра пур.
ҫурта (тĕпĕ: ҫурт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гетман шляхӗ ҫывӑхӗнчерехре лашасен ури айӗнченех тенӗ пек ҫеҫенхир кӑркки ҫурта пек тӳррӗн тӳпенелле вирхӗнсе хӑпарчӗ.

Неподалеку от Гетманского шляха из-под ног лошадей свечою взвился стрепет.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кунта ишӗлсе аннӑ ҫурта тирпейлесе пуҫтарма тытӑннӑ, лере стена шуратаҫҫӗ, тепӗр ҫӗрте пусӑ алтаҫҫӗ.

Здесь разбирали развалины дома, тут штукатурили стену, там рыли новый колодец.

III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Колхоз платникӗсемпе канашланӑ хыҫҫӑн, вӑл тепӗр шухӑшпа килӗшнӗ, пӗтӗм ҫурта та ҫӗклеме пулать иккен.

Помоги переводом

V. Пирӗн колхозри пекех // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Вовка ҫурта ҫутрӗ.

Вовка зажег свечу.

Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.

— Ҫав ҫурта тӳрлетеҫҫӗ-и?

— Восстанавливают его?

Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.

Вӗсем ӗнтӗ хӑмаран тунӑ тӗссӗр стенасемлӗ пӗчӗк пӳлӗмре пулнӑ, унта тӗкӗрпе тӑракан пысӑках мар сӗтелсӗр, табуреткӑсӑр тата кӗтессене ҫакса тултарнӑ сӗтӗк-ҫатӑксӑр пуҫне урӑх нимӗн те пулман, лампа е ҫурта вырӑнне стена ҫумне ҫапса лартнӑ трубочка ӑшӗнче хӑйне евӗрлӗ ҫутӑ шарса тӑнӑ.

Они уже были в маленькой комнате с серыми дощатыми стенами; тут, кроме небольшого столика с зеркалом, табурета и тряпья, развешанного по углам, не было никакой другой мебели, и, вместо лампы или свечи, горел яркий веерообразный огонек, приделанный к трубочке, вбитой в стену.

VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Вӑл халат тӑхӑннӑ, аллине ҫурта тытнӑ.

Он был в халате и со свечой.

VI. Канӑҫсӑр каҫ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Ӑна халех офицерсем пухӑннӑ ҫурта чӗнеҫҫӗ.

Его просили сейчас же явиться в дом офицерского собрания.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Станица ӑйӑрӗсене усрама туса лартнӑ витене — станица хӗрринчи вӑрӑм чул ҫурта — тыткӑна лекнӗ хӗрлӗармеецсене сакӑрҫӗр ҫын ытла чыхса тултарнӑ.

В конюшне для станичных жеребцов — длинном каменном здании, стоявшем на краю станицы, — было битком набито более восьмисот пленных красноармейцев.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лампӑпа ҫурта вырӑнне стена ҫумне ҫапнӑ трубкӑран вут ҫути йӑлтӑртатса тӑрать.

Вместо лампы или свечи, горел яркий веерообразный огонек, приделанный к трубочке, вбитой в стену.

VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Каллех, алӑк уҫӑлчӗ, хуҫи пырса кӗчӗ, аллинче унӑн ҫутнӑ ҫурта пур.

Опять отворилась дверь и вошел хозяин со свечой.

VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Акӑ ура сасси илтӗнчӗ, халат тӑхӑннӑ хуҫи пӳлӗме ҫурта ҫутса пырса кӗчӗ.

Но вот послышалось шарканье туфель, и в комнатку вошел хозяин в халате и со свечой.

VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Ҫурта кайса пӑхатӑп…

— Пойду дом проведаю…

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗр-икӗ эрне ратне патӗнче пурӑнаҫҫӗ те ҫав вӑхӑтра ҫурта йӗркелештерсе ҫитереҫҫӗ.

Поживут с недельку-другую у родни, а тем временем приведут дом в порядок.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫакӑнсӑр пуҫне тата, пӗрлешме питех васкатман тепӗр пысӑк сӑлтав та пур: Анохина хваттер пама пулнӑ ҫӗнӗ ҫурта тепӗр икӗ эрнерен туса пӗтереҫҫӗ иккен, ҫапла вӗсем, туя унта ирттерсе, пӗр харӑсах икӗ савӑнӑҫа паллӑ тума пултараҫҫӗ.

Была и еще причина, заставлявшая его не настаивать: новый дом, где ему обещали дать квартиру, через неделю-другую заканчивали отделывать, и они могли сыграть свадьбу там, сразу отметив два радостных события.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мӗн эсӗ ҫурта тӗкӗлесе тӑратӑн — тӳнсе каясран хӑратӑн-и?

Ты чего дом подпираешь — боишься, как бы не завалился?

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Нумай пулмасть хутса ҫунтарнӑ кӑмакаран ӑшӑ ҫапса тӑрать, унпа пӗрле пӗтӗм ҫурта тӑкӑскӑ сухӑр шӑрши сарӑлать.

От протопленной недавно печки веяло слабым жаром, разносившим по всему дому терпкий смоляной дух.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мӗнле чаплӑ ҫурта лекрӗн, э?

В какие хоромы попал, а?

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Алексей Макарович кунта пурӑнма пуҫлани нумай пулмасть-ха, ун ҫаплах ача ҫурчӗн картишӗнчи кивӗ флигельпе уйрӑлас килмен, вара ӑна пушӑ ларакан ҫурта куҫма кӑшт ҫеҫ обкомӑн ӳкӗтлеме лекмен.

Алексей Макарович поселился в нем совсем недавно, все не хотел расставаться с ветхим флигельком во Дворе детского дома, и потребовалось чуть ли не вмешательство обкома, чтобы Бахолдин наконец перебрался в пустовавшее помещение.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ку ҫурт хулана темӗнле пуян купцаран тӑрса юлнӑ, нумай ҫулсем хушшинче унта тӗрлӗ ҫынсем сахал мар пурӑннӑ, анчах юлашки вунӑ ҫул кунта райкомӑн пӗрремӗш секретарӗсем ҫеҫ пурӑннӑ, вӗсенчен кама та пулин урӑх ӗҫе куҫарсан, йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫурта ҫӗнӗрен суйланӑ секретарь йышӑннӑ.

Дом этот достался городку в наследство от какого-то богатого купца, за долгие годы в нем перебывало немало разных жильцов, но последние десять лет здесь жили только первые секретари райкома.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней