Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шанса (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан вара, Каменскран пуҫласа, пире пулӑшма хамӑр Кубаньрипе Терекри вӑйсем пырасса шанса, эпир Ростовшӑн ҫапӑҫма пуҫланӑ пулӑттӑмӑр, унта — союзниксен пулӑшӑвӗ, вара эпир кӑнтӑрта хуҫа пулса тӑратпӑр.

А затем от Каменска мы завязали бы бои за Ростов, полагая, что нам придут на помощь наши силы с Кубани и Терека, а там — помощь союзников, и мы уже властвуем на юге.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Яков Лукич, пасарсем тӑрӑх ҫӳриччен ҫак уҫӑ кӑмаллӑ хатӗрлевҫӗсенчен ытларах илме пуласса шанса, куҫ харшине пӗр чӗнмесӗр хыҫса илчӗ, унтан вара хаклашма юратакан ҫынсем пек, ҫапла тавӑрчӗ:

Яков Лукич помолчал, задумчиво почесал бровь, прикидывая про себя, что со щедрых заготовителей можно сорвать лишнее, не таскаясь по рынкам, и ответил так, как отвечает большинство хлеборобов, умеющих не продешевить:

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Витрери шыва улӑштарсан аван пулӗччӗ… шанса каяҫҫӗ…

— Воду в ведре надо бы переменить… завянут.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Нагульнов, пуҫне пӗшкӗртсе, хӑйӗн хумханнипе нӳрленнӗ аллипе Кондратӑн тӳрӗ тӑсса панӑ аллине ярса тытрӗ, ӑна пӗтӗм вӑйпа пӑчӑртаса, кӑштах чӗтрекен сассипе савӑнӑҫлӑн: — Юлташӑм! Тӑванӑм! Ырӑ сунатӑп! Шанса тӑратпӑр эпир, коммунистсем, пурте эсӗ лайӑх большевик пуласса шанатпӑр. Санпа урӑхла пулма та пултараймасть! — терӗ.

Клоня голову, Нагульнов взял прямо протянутую руку Кондрата в свои увлажнившиеся от волнения длинные ладони, сжал ее в полную силу, торжественно сказал слегка дрогнувшим голосом: — Товарищ! Браток! Поздравляю! Надеемся, все мы, коммунисты, надеемся, что будешь примерным большевиком. Да иначе с тобой и быть не может!

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫеҫен хирте, уйри стансенче пӗр чун та юлмарӗ, пурте хутора килчӗҫ; хуторти кӗтӳҫ Агей мучи те, кӗтӗвне кӗтуҫ ачи аллине шанса хӑварса, тумланса, сухалне тирпейлӗн тураса, хӑмпӑ кунчаллӑ питӗ кивӗ аттине тӑхӑнса, шкула килчӗ.

В степи, на полевых станах не осталось ни одной души, все явились в хутор, и даже хуторский пастух дед Агей бросил стадо на попечение подпаска, пришел в школу приодетый, с тщательно расчесанной бородой и в старинных, сильно поношенных сапогах с дутыми голенищами.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кухньӑра тумланнӑ Алексеевна: — Кил-ҫурта кама шанса хӑварас? Ӗнене кам сӑвӗ? Пахчана кам пӑхӗ? — тесе ыйтрӗ.

В кухне одетая Алексеевна спросила: — Дом-то на кого оставлю? Корову кто будет доить? За огородом глядеть?

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫак шӑлтӑр-шалтӑр косилкӑна мӗн те пулин пулсан, чи малтан, утӑ ҫулакансенчен те маларах, эсӗ хӑв: «Давыдова мӑлатукпа клеше шанса патӑм та — пӗтӗмпех пӑсрӗ», — тейӗн.

Случись какая-нибудь авария с этой утильной косилкой — и ты же первый, еще вперед косарей, скажешь: «Вот, доверил Давыдову молоток и клещи, а он и напортачил».

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ вӑт кунта килнӗ, бригадӑна, колхоза пӑрахнӑ, мӗн пур колхоз ӗҫне Разметнова шанса панӑ.

Вот ты уехал сюда, в бригаду, бросил колхоз, передоверил Размётному все колхозные дела.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сан алӑра пӗтӗм колхоз тилхепи-ҫке, сана халӑх пирӗн колхозӑн пӗтӗм хуҫалӑхне тытса пыма шанса панӑ.

У тебя же от всего колхоза вожжи в руках, тебе народ доверил всем хозяйством нашего колхоза править.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эп Макар мар, вӗсем Макарпа ҫавапа чул каснӑ, манӑн кӑмӑл ун пек мар, эп унпа урӑхла пурӑнӑп», — ҫапла, хӑйӗн пултарулӑхӗпе Лушка пултарулӑхне ӳстерсе, хӑйӗн вӑйӗ ҫине ытлашши шанса, шутланӑ Давыдов.

Я не Макар, у них с Макаром коса камень резала, а у меня не тот характер, я другой подход к ней найду», — так, явно переоценивая свои и Лушкины возможности, самонадеянно думал Давыдов.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Малтанах Шань-сы пӗрре те шанса парасшӑн марччӗ ачана ун аллине, юлашкинчен килӗшрӗ-килӗшрех.

Вначале отнекиваясь, она в конце концов согласилась.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Калчан шӗп-шӗвӗр вӗҫлӗ сӑнни, ачаш та тӗрексӗрскер, хӗвел шӑрши кӗрекен ӑшӑ, кӑпка тӑпра муклашкисем айӗнче шанса кайса выртать, ҫутӑ патнелле туртӑнать, анчах нӳрлӗхӗ пӗтнӗ, куштӑркаса кайнӑ тӑпран ҫиелти сийне ниепле те шӑтарса тухаймасть.

Острое жальце ростка, нежное и слабое, вяло лежало под рыхлыми комьями теплой, пахнущей солнцем земли, стремилось к свету и не могло пронзить лишенный влаги, зачерствевший земляной покров.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах Давыдов, кубанка шӑтса тухасса шанса тӑнӑ хушӑрах, хӑйне иккӗлентерекен шухӑшӗсене ниепле те сирсе яраймарӗ, ҫавӑнпа та вӑл правлени ӑйӑрне йӗнерлесе кашни кунах хӗвел хӗртнипе кӑмрӑклансах ларнӑ, акса хӑварнӑ пулин те вилнӗ пек хуралса выртнипе хӑратакан уйсене пӑхма кая-кая ҫӳрерӗ.

Но Давыдов, надеясь на всхожесть кубанки, все же не мог разогнать сомнений и каждый день седлал правленческого жеребца, ехал смотреть обуглившиеся под солнцем, разделанные, но пугающие мертвой чернотой пашни.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл хӑйне хӑй шанса тыткалани, лӑпкӑн курӑнни ҫынсене икӗ тӗрлӗ шухӑшлаттарчӗ: хӑшпӗрисем Давыдов хӑйне ҫапла шанса тыткаланинче темӗнле вӑй-хӑват пур, вӑл вӗсенчен ҫӳлерехре тӑрать, тесе шухӑшласа илчӗҫ, анчах теприсене Давыдов ҫиелтен лӑпкӑн курӑнни тарӑхтарса ячӗ.

Его самоуверенный, спокойный вид подействовал на толпу двояко: некоторые почувствовали в этой самоуверенности сознание силы и превосходства, бывших на стороне Давыдова, других внешняя спокойность его взбесила.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульновран хӑйӗнчен тата Гремячий Лог хуторӗнчи унӑн ӗҫӗсене пула инкек курнӑ колхозниксемпе уйрӑм хуҫалӑхлӑ хресченсенчен ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх, ҫавӑн пекех тата свидетельсем кӑтартса панӑ тӑрӑх, эпӗ ҫакна тупса палӑртрӑм: пӗр иккӗленмесӗр каламалла, Нагульнов юлташ парти ӑна шанса тӑнине тӳрре кӑларайман, хӑйӗн айӑплӑ ӗҫӗсемпе партие ҫав тери пысӑк сиен кӳнӗ.

Путем опроса самого Нагульнова, потерпевших от его действий колхозников и единоличников Гремячего Лога, а также на основании свидетельских показаний мною установлено следующее: товарищ Нагульнов безусловно не оправдал доверия партии и своими поступками принес ей огромный вред.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ ура ҫине тӑрать, нимӗн пулман пекех, тутине ҫул хӗрринчи шанса ларнӑ курӑк патнелле тӑсать.

Та встала и как ни в чем не бывало потянулась мордой к увядшему придорожнику.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗлӗк кулаксен пулнӑ икӗ ӑйӑра, правлени валли служба ӗҫӗсемпе тухса ҫӳреме хӑварнӑскерсене ун аллине шанса панӑ чухне Яков Лукич ҫапла каларӗ:

Поручая ему двух бывших кулацких жеребцов, оставленных при правлении для служебных разъездов, Яков Лукич говорил:

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗрарӑм, ҫапах та хӗрхенессе шанса, хӑйӗн хӗп-хӗрлӗ юнлӑ тутисемпе ҫав алтупанне чуптуса илме тӑрӑшать.

Она еще пытается в припадке надежды на милость целовать эту ладонь своими окровавленными губами.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах пӗррехинче, ӗҫе вӗҫне ҫитерес тесе кулаксен штабне кайсан (раскулачить тунисем ҫине тата вӗсем тавра пӗтӗҫнӗ ҫынсем ҫине вӑл хӑй те, Половцев та хытӑ шанса тӑратчӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсене хӑйсен ӗҫне явӑҫтарассине, ку йывӑр ӗҫех мар-ха тесе, каяраха хӑварнӑччӗ), малтанхи хут такӑнма тиврӗ…

Но как-то отправился доканчивать дело в кулацкий штаб (на раскулаченных и группировавшихся около них была у него и у Половцева нерушимая надежда, потому-то вовлечение их, как дело нетрудное, и было оставлено напоследок), и тут-то впервые вышла у него осечка…

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Андрей, пӗрлештернӗ выльӑх-чӗрлӗх картисене тӗрӗслесе, хутор тӑрӑх ҫӳрет, унӑн ҫиленчӗкрех куҫӗсем, ӗҫе ҫирӗп шанса, йӑл кулса вылянкалаҫҫӗ.

Андрей ходил по хутору, осматривая скотиньи общие базы, с уверенной ухмылкой, поигрывавшей в злобноватых его глазах.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней