Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тӗрӗссипе (тĕпĕ: тӗрӗсси) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрӗссипе, вӑл гангренӑпа мар, ывӑннипе вилчӗ.

— В сущности, он умер не от гангрены, а от усталости.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе, ҫакӑ вӑл Заполярьере, вӑл ҫӗнӗ, пилӗк-ултӑ ҫул ӗлӗкрех ҫеҫ туса лартнӑ хула пулин те, хӑйӗнче те сисӗнет.

Впрочем, это чувствовалось и в самом Заполярье, хотя это был совершенно новый город, построенный только пять — шесть лет тому назад.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе каласан, ун пирки эпӗ, тахҫанах татса каланӑ.

Впрочем, это было давно решено.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе каласан, ҫак ӳкерчӗк ҫинче нимӗнех те ӑнланса илме ҫук ӗнтӗ, анчах та ҫынсене лартса тухни, капитан, аллисене кӑкӑрӗ тӗлне хуҫлатса тытнӑскер, варри тӗлӗнче ларни — ҫаксем пурте, пурте маншӑн тахҫан палланӑ япаласем пекех туйӑнса кайрӗҫ.

Правда, очень трудно было что-нибудь разобрать на этом снимке, но самое расположение фигур и то, что капитан сидел посередине, скрестив руки на груди, — всё это показалось мне очень знакомым.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та, тӗрӗссипе, вӑл тунсӑхлӑ ҫыру.

А на самом деле — очень грустное.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе каласан, хамӑн пурнӑҫӑмра эпӗ чӑн-чӑн профессора чи малтанхи хут куратӑп.

На самом деле, я впервые в своей жизни видел настоящего профессора.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе каласан, тӗлӗнмелле туй пулчӗ.

Вообще это была странная свадьба.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе, Аэромузейре кивӗ, ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ темиҫе самолет пур-ха, кӑмӑл пулсан, хӑвна ху «Хавеланд» ҫинчи разведчик е «Ньюпор» ҫинчи истребитель теме те пултаратӑн.

Правда, в Аэромузее стоит несколько старых, ободранных самолётов — при желании можно вообразить себя разведчиком на «Хавеланде» или истребителем на «Ньюпоре».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Евгений хулана шыв илнӗ вӑхӑтра ҫав арӑслансем ҫинче хӑтӑлса юлнӑ пулать, иккен, — ҫаксем тӗрӗссипе тӗрӗс маррине эпӗ халӗ те пӗлейместӗп.

Будто на них спасался от наводнения Евгений, — до сих пор не знаю, правда это или нет.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе каласан, эсӗ ӑна ӗненетӗнех пулсан, пирӗн урӑх нимӗн ҫинчен те калаҫмалли ҫук.

Вообще нам не о чем говорить, если ты ему веришь.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун чухне эпӗ сирӗн патӑрта, Николай Аноныч кӑшкӑрашма пуҫланипе, сана нимӗнех те ӑнлантарса параймарӑм, тӗрӗссипе каласан, ӑнлантарма май та килмерӗ унта.

Тогда, у вас, я ничего не мог объяснить, потому что Николай Антоныч стал кричать, так что тут уж было не до объяснений.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе каласан, каллех кайӑкла пытанса кайма тӳрӗ килчӗ, ара эпир укҫана «шкултан тухсан валли» тесе усратпӑр-ҫке-ха.

между прочим, опять зайцами, потому что мы берегли деньги на «после школы».

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун чухне вара кам тӗрӗссипе кам тӗрӗс маррине хамӑрах курӑпӑр.

и тогда посмотрим, кто из нас прав.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе вӗсем — тӗрлӗ ҫынсенчен илнӗ тӗрлӗ ҫырусем, экспедици ҫинчен е ҫавӑн пекреххисем пулнӑ ӗнтӗ.

переписка, связанная с экспедицией, или что-нибудь в этом роде.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсир унпа Кораблева, тӗрӗссипе, пурне те эпӗ сире элекленӗ тесе ӗнентернӗ.

посредством которых вы убедили Кораблева и, очевидно, вообще всех, что я вас оклеветал.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл тӗрӗссипе тӗрӗс маррине хӑвӑр шухӑшласа пӑхӑр.

судите сами, верное или нет.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе, калаҫса тӑрать-и вӑл манпа!

В самом деле, станет он говорить со мной!

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, тӗрӗссипе каласан, эсир мӗн калас тенине те пӗлейместӗп вӗт-ха.

И я вообще не знаю, что вы хотите этим сказать.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе, нихҫан та кун пек пулманччӗ-ха.

как никогда.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе, халӗ унпа калаҫма юрамасть вӗт?»

Не правда ли, пока не стоит?»

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней