Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ирхи сăмах пирĕн базăра пур.
ирхи (тĕпĕ: ирхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗмӗл тюлькасен кӗтӗвӗсем ҫыран хӗрринчех, тинӗс ҫинче ҫиелтех вӗркеҫҫӗ, вӗсем тинӗс шывӗ ҫинчи ирхи хӗвел ҫуттинче, кӗмӗл пекех, йӑлтӑртатса выляҫҫӗ.

Стада серебряной тюльки кишат на поверхности моря у берега, сливаясь с серебряным кипением утреннего солнца.

XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӑйӗн сулхӑнӗпе кӗркунне ҫывхарнине систерекен ирхи ҫил те пачах чарӑнчӗ.

Легкий утренний ветер, свежестью своей напоминавший, что дело все-таки идет к осени, теперь совершенно упал.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах паян ирхи ҫанталӑк тем пек лайӑх пулсан та, кӑмӑл пурин те пӑсӑлнӑ.

Однако, как ни прекрасно было это утро, настроение у всех было уже испорчено.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫавнашкал ирхи вӑхӑтра сунарҫӑ тӗл пулассине вӗсем пачах шутламан пулмалла.

Как видно, они совсем не предполагали, что могут в такой ранний час наткнуться на охотника.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Каролино-Бугазран Дунай шывӗн пырӗ патне — ун чухнехи Румыни чикки таранах — ҫӗр ҫухрӑма тӑсӑлса выртакан тӗнчери чи лайӑх пляж — ҫав ирхи сехетре кичем, тискер, пушӑ пек туйӑннӑ.

Чудеснейший в мире пляж, растянувшийся под обрывами на сто верст от Каролино-Бугаза до гирла Дуная, тогдашней границы Румынии, казался диким и совершенно безлюдным в этот ранний час.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ирхи ыйхӑ витӗр Петя урядник ларса килнӗ тройкӑн шӑнкӑрав сассисене те илтрӗ.

Сквозь утренний сон Петя даже слышал колокольчик урядниковой тройки.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Дачӑри ҫынсене пурне те абрикоссем айӗнчи сӗтел хушшине ирхи чей ӗҫме чӗннӗ.

Все дачники были приглашены под абрикосы к утреннему чаю.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Картишпе пахча сулхӑнра пулнӑ пулин те, хӗвелӗн ирхи йӑмӑх пайӑркисем хуралҫӑсем пурӑнакан тӑм пӳртӗн хӑмӑшпа витнӗ тӑрри ҫине сарса хунӑ сарӑ та симӗс кавӑнсене ылттӑн ҫуттипе сиввӗн ҫутатнӑ.

Хотя двор и сад всё еще были в тени, но уже ранние лучи ярко и холодно золотили розовые, желтые и голубые тыквы, разложенные на камышовой крыше той мазанки, где жили сторожа.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫак ирхи сулхӑн та пушӑ тӗнчере Петяна хӑй те, ытти япаласем те ют пек туйӑннӑ.

Он всей душой почувствовал себя совершенно чужим в этом холодном и пустынном мире раннего утра.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ирпе пилӗк сехетре тӑраттӑм эпӗ, Катя ирхи апат хатӗрлетчӗ те ӗнтӗ — таҫта ҫӳле вӗҫес умӗн вӑл ҫӑмӑл анат ҫеҫ хатӗрлетчӗ.

Я вставал в пять часов, а Катя уже готовила завтрак — лёгкий, когда я шёл на высокий полёт.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗтмерӗҫ те вӗсем, аяккинерех ҫеҫ пӑрӑннӑ пек пулчӗҫ те, малта пире ирхи ытармалла мар мерчен ҫутӑ курӑнса кайрӗ.

Они не кончились, а как бы раздвинулись, и впереди открылся просторный коридор, наполненный великолепным, утренним, перламутровым светом.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав ирхи вӑхӑт ытти вырсарникун ирӗсенчен нимӗнпе те уйрӑлмастчӗ пулин те, ҫав ир мӗншӗн каллех ман асӑма килчӗ-ха?

Почему я вновь начинаю свой рассказ именно с этого утра, которое ничем, кажется, не отличалось от любого другого воскресного утра?

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав ирхи куҫа курӑнсах каймӑн сӑн-сӑпата пӗтӗмпех аса илетеп те — шыва кӗрсе тухсан Саньӑн хӗвелпе пиҫӗхнӗ пит-куҫӗ ҫинче, хулпуҫҫипе кӑкӑрӗ ҫинче, ҫӳҫ пайӑркипе витӗннӗ ӗнси ҫинче шыв тумламӗсене курсан мӗншӗн ман чӗре ачашлӑн ташлать-ши?

Почему с нежностью, от которой начинает щемить на душе, я вспоминаю каждую, незначительную подробность этого утра — капельки воды на смугло-румяном Санином лице, на плечах, на груди и его мокрый хохолок на затылке, когда он выходит из воды

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

…Саня яланах ирпе ҫиччӗмӗш сехетре тӑратчӗ, эпир ирхи апатченех шыва кӗме ҫӳреттӗмӗр.

…Саня всегда вставал в седьмом часу, и мы ещё до завтрака шли купаться.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирхи шӑплӑхра темӗнле сасӑсем, пусма тӑрӑх чупса аннӑ пек, сикчеллӗн илтӗнчӗҫ.

В утренней тишине слышатся какие-то переливчатые, словно по лесенке сбегающие звуки.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ирхи нӳрлӗрех сулхӑн сывлӑша ҫӑтатӑп, бензин тата вучах шӑрши пӑртакҫӑ сисӗнет, ахӑрех, инҫех те мар кӑмака хутнӑ пуль.

Я вдыхаю сырой, холодный утренний воздух, пахнущий бензином, слегка отдающий гарью очага, — где-то, должно быть, затопили печку.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗрре Расщепей мана, кулкаласа, чӑн-чӑн музыкӑпа «ӑша витерме» кунта ирхи концерта илсе килнӗччӗ.

Как-то Расщепей взял нас на утренник, чтобы меня, как он пошутил, проняла настоящая музыка.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ирхи апат Даша инке юратнӑ пекех ӗнтӗ, ӑна ҫинӗ хыҫҫӑн тӗнчере кӑнтӑрлахипе каҫхи апат пурри ҫинчен шухӑшлама та хӑрушӑ.

Завтрак в тёти Дашином вкусе, после которого страшно подумать, что бывают на свете ещё обед и ужин.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Июлӗн иккӗмӗш кунӗнче ӗҫрен пит те кая юлса таврӑнса, эпӗ выртнӑ-выртман вилнӗ пек ҫывӑрса кайрӑм, сехете ирхи улттӑ ҫине лартма та астӑваймарӑм.

Второго июля, вернувшись очень поздно из-за города, я сразу заснула как убитая, забыв даже поставить будильник на шесть утра.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Аял хӗвелӗн ирхи пайӑркисем кӗҫех хӗҫ-пӑшалсем ҫине ӳкрӗҫ.

Пологие лучи низкого утреннего солнца ударили по ружьям.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней