Поиск
Шырав ĕçĕ:
39. Эрехне хӑйне кӑна, тепӗр чухне шывне кӑна ӗҫме кӑмӑллах мар, шывпа хутӑштарнӑ эрех вара — тутлӑ, ӗҫме те кӑмӑллӑ; ҫавӑн пекех ҫырни те виҫеллӗ пулсассӑн ҫеҫ вулаканӑн хӑлхине килентерет.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑн пек вилӗмпе вилме лекнӗ ӗнтӗ усал Менелая, ӑна ҫӗре те пытарман, — ку питех те тӗрӗс пулнӑ: 8. вӑл, Ҫӳлхуҫана парне кӳрекен вырӑна хирӗҫ — вучӗ те, кӗлӗ те сӑваплӑ шутланакан парне вырӑнне хирӗҫ — нумай ҫылӑх тунӑскер, вилӗмне те кӗл ӑшӗнче тупнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Анчах вырӑнти ҫарпуҫсем Тимофей тата Геней ывӑлӗ Аполлоний, ҫавӑн пекех Иеронимпа Димофон, вӗсемсӗр пуҫне Кипр пуҫлӑхӗ Никанор вӗсене лӑпкӑ та хӑрамасӑр пурӑнма май паман.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑхӑт нумаях та иртмен, Лисий — патшанӑн пеккунӗ тата ҫывӑх тӑванӗ, патша лартнӑ ҫын — мӗн пулса иртнине питех те кулянса чӑтса ирттернӗ хыҫҫӑн 2. сакӑрвунӑ пин ҫынна ҫити ҫуран ҫар тата пӗтӗм утлӑ ҫарне пуҫтарнӑ та Иерусалим хулине ярса илсе ӑна эллинсем пурӑнакан вырӑн туса хурас тӗллевпе иудейсене хирӗҫ тухса кайнӑ, 3. суя тӗнлисене хӑйсен йӗрӗхӗсен ҫурчӗсемшӗн налук тӳлеттернӗ пек, вӑл Турӑ Ҫурчӗ тӗлӗшӗпе те ҫавӑн пек тума, аслӑ священникӑн вырӑнне вара ҫулленех тӳлевлӗ вырӑн туса хума шутланӑ.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Шӑтӑкра пытанса ларнӑ Тимофее вӗлернӗ, ҫавӑн пекех унӑн тӑванне Херее те, Аполлофана та вӗлернӗ.37. Тимофея же, скрывшегося во рву, убили, равно как и брата его Херея, и Аполлофана.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл вӗсене Турӑ хута кӗнипе хӑйсен аслашшӗсем Сеннахирим патӗнче ҫӗр сакӑрвун пилӗк пин ҫынна тӗп туни ҫинчен те, 20. Вавилонра галатсене хирӗҫ ҫапӑҫни ҫинчен те каласа панӑ: вӗсем ҫапӑҫу хирне сакӑр пинлӗ йышпа анчах килнӗ, вӗсенчен тӑватӑ пинӗ Македони ҫынни пулнӑ; ҫавсем хутшӑнса кайсассӑн, тӳперен пулӑшу пулнипе ҫак сакӑр пин ҫын ҫавӑн чухне ҫӗр ҫирӗм пин ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ, питӗ нумай тупӑш пуҫтарса илнӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ытти халӑхсем тӗлӗшпе Ҫӳлхуҫа урӑхла тӑвать: вӑрахчен, вӗсен ҫылӑхӗсем виҫерен иртичченех тӳсет, ҫавӑн чухне вара вӗсене хаса парать.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн чухне ӗнтӗ чӑн-чӑн инкек курма тивнӗ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Кӳршӗллӗ эллин хулисенче те ҫавӑн пекех тума хушнӑ, Птоломей вӗскӗртнипе вӗсен те иудейсене хирӗҫ пулмалла, вӗсене йӗрӗх кӗлеткисене чӳк парни кӳртерсе тӑмалла пулнӑ, 9. эллинсен йӑлисене йышӑнма килӗшменнисене вара вӗлернӗ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫавӑн пек ҫар иртсе пынине курма тухнӑ ҫынсене пурне те вӗлернӗ, хулана ҫарпа кӗрсе кайса, нумай ҫынна вӗлерсе хӑварнӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тир хулинче кашни пилӗк ҫултан ирттерекен вӑйӑсен уявӗнче патша та пулнӑ, 19. ҫавӑн чухне киревсӗр Иасон унта Иерусалимран Антиохи ҫыннисене уяв курма янӑ, вӗсен Геркулеса чӳк тума виҫҫӗр драхма кӗмӗл илсе каймалла пулнӑ; анчах укҫа илсе пынисем ҫакна чӳк валли усӑ ан курӑр, апла туни килӗшӳсӗр пулать, урӑх ҫӗре тӑкаклӑр тесе ыйтнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл Онияна ҫӗнтерме пултарайман та Фрасейӗн Аполлоний ывӑлӗ патне кайнӑ, лешӗ ҫав вӑхӑтра Келе-Сирипе Финикия ҫарпуҫӗнче тӑнӑ, 6. Симон ӑна Иерусалимри мул управӑшӗнче пуянлӑх ниҫта шӑнӑҫайми тулса ларнине, ҫавӑн пекех укҫа та шутсӑр нумай пуҫтарӑнса ҫитнине пӗлтернӗ, ҫавӑнпа вӗсен парнисен тӑкакне те саплаштарма кирлӗ мар, вӗсен мулӗпе патша усӑ курма пултарать тенӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иуда Маккавейпе унӑн тӑванӗсен ӗҫӗсем ҫинчен, Туррӑн аслӑ Ҫуртне тасатни тата парне вырӑнне ҫӗнетни ҫинчен, 21. ҫавӑн пекех Антиох Епифана хирӗҫ тата унӑн Евпатор ятлӑ ывӑлне хирӗҫ вӑрҫнӑ вӑрҫӑсем ҫинчен, 22. иудейсемшӗн питӗ тӑрӑшнӑ ҫынсене тӳперен курӑннӑ хӑватсем ҫинчен, ҫав ҫынсем шутсӑр сахаллӑн пулнӑ пулин те, тӑшмансен йышлӑ эшкерӗсене хӑваласа пӗтӗм ҫӗршыва тасатни ҫинчен, 23. пӗтӗм тӗнчипе чапа тухнӑ Турӑ Ҫуртне ҫӗнӗрен туса лартни ҫинчен, хулана ирӗке кӑларни, пӗтсе ларас вӗҫне ҫитнӗ саккунсене Ҫӳлхуҫа хӑйсене питӗ хӗрхеннипе каҫарнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен чӗртсе яни ҫинчен — 24. ҫакӑн ҫинчен пурин ҫинчен те Киринея ҫынни Иасон пилӗк кӗнекере ҫырса панӑ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавӑн пекех Иуда та пирӗн патӑмӑрта пулса иртнӗ вӑрҫӑ-харҫӑна пула ҫухалнӑ хутсене пӗтӗмпех пуҫтарнӑ, вӑл та пур пирӗн.14. Подобным образом и Иуда затерянное, по случаю бывшей у нас войны, все собрал, и оно есть у нас.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑн пекех Соломон та сакӑр кун хушши савӑнӑҫлӑ уяв ирттернӗ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иеремия, ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, вӗсене ӳпкелесе каланӑ: «Турӑ, хӗрхенсе, пӗтӗм халӑха пӗрле пуҫтариччен ку вырӑн паллӑ пулмӗ. 8. Ҫавӑн чухне ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ӑна кӑтартӗ, вара Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑнӗ, Моисей вӑхӑтӗнчи пек, пӗлӗт те курӑнӗ, Соломон ыйтнӑ пекех, ҫав вырӑн уйрӑмах сӑваплӑ пулӗ» тенӗ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн чухне эпир Ҫӳлхуҫана кӗлтурӑмӑр та, Вӑл пире илтрӗ, эпир выльӑх пусса парне кӳтӗмӗр, тырӑ-пулӑ парни кӳтӗмӗр, ҫутаткӑҫсем ҫутрӑмӑр, Турӑ умне ҫӑкӑрсем хутӑмӑр.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑн чухне Иуда, Иоанн тӑванӗ, аманнӑ; анчах Иоанн тӑшмансене Кендевей тунӑ Кедрона ҫитичченех хӑваланӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Трифон ҫавӑн чухне карап ҫине ларса Орфосиада хулине тарнӑ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫавӑн чухне Римран Нуминипе унӑн юлташӗсем патшасемпе ҫӗршывсем валли ҫырусем илсе пынӑ, ҫырӑвӗсенче ҫакӑн пек ҫырнӑ пулнӑ: 16. «Левкий — Рим консулӗ — Птоломей патшана савӑнӑҫ сунать.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.