Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗсен сăмах пирĕн базăра пур.
вӗсен (тĕпĕ: вӗсен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ӗҫ хыҫҫӑн эрне иртсен — намӑс курнипе те, йытӑсем сехрине хӑпартнипе те, хӗрӗ пӑрахнипе те, вӗсен пӗтӗм юратӑвӗ таҫта хӑямата кайса кӗнипе те — каччӑ сасартӑк ӳпке чирӗпе чирленӗ те вилсе выртнӑ.

А через неделю от такого пришествия — тут тебе и страмá, тут и страх от собак, тут тебе и невеста бросила, и вся любовь их рухнулась к едрене-фене — получил парень скоротечную чахотку и помер.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсен юратӑвӗ вара ҫав кунах пӗтнӗ.

В этот же день и кончилась ихняя любовь.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анӑҫри хура пекех курӑнакан тӗксӗм кӑвак пӗлӗтсен тӗсӗ майӗпен улшӑнса пычӗ: малтан вӗсен аялти хӗрри тӗксӗмрех кӗрен тӗспе витӗнчӗ, унтан ӑна витӗрех юн пек хӗрлӗ шевле ҫапрӗ, шевле хӑвӑрт ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ те ҫур пӗкӗ пек пулса, тӳпене ыталаса илчӗ.

Темно-синие, почти черные тучи на западе медленно меняли окраску: вначале нижний подбой их покрылся тусклым багрянцем, затем кроваво-красное зарево пронизало их насквозь, стремительно поползло вверх и широким полудужьем охватило небо.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ вӗсен пуҫӗсем пӗр-пӗрне чутах перӗнместчӗҫ.

Теперь их головы почти соприкасались.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫур ҫӗр ҫитеспе, хутор ҫине ним сас-чӳ илтӗнми шӑплӑх ансан, Ҫӑрттан мучипе иккӗшӗ малтанхи автансем авӑтнине чаплӑн итлерӗҫ, вӗсен юррипе кашни хӑй пӗлнӗ пек хытӑ хӗпӗртерӗ.

Около полуночи в нерушимой тишине, стоявшей над хутором, они с дедом Щукарем торжественно прослушали первых петухов, порознь восторгаясь их слаженным пением.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗмӗр тӑршшӗпех ҫав автансен хӳри ҫине таптаса пурӑннӑ, ачаранпах чӑхсем патӗнче ӳснӗ, анчах вӗсен юррин ҫак илемне ӑнланма пӗлмен.

Всею жизню этим петухам на хвосты наступал, возле курей возрастал с малых лет и не мог уразуметь такой красоты в ихнем распевании.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эп правленири качака такисен хуҫи мар, вӗсен командирӗ Давыдов, ун патне кай.

Я правленческими козлами не распоряжаюсь, над ними Давыдов командир, к нему и иди.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсем, сарайсен айккинче, йӗпенсе хуралса кайнӑ ҫатан картасен ҫумӗнче апат шыраса, тӑрӑшсах чаваланаҫҫӗ, мӑнаҫлӑ кӗрнеклӗхне кӑштах ҫухатнӑ йӗпе автансем, ҫумӑра пӑхмасӑр, пӗрин хыҫҫӑн тепри янӑратса авӑтаҫҫӗ, вӗсен хаваслӑ сасси кӳлленчӗксенче ним именмесӗр шыва кӗрекен ҫерҫисем чӗриклетнипе, ҫумӑрпа тусан шӑрши кӗрекен, хӑй патне ачашшӑн чӗнекен ҫӗр ҫийӗн ярӑна-ярӑна вӗҫекен чӗкеҫсем йӑнӑшнипе пӗрлешсе каяҫҫӗ.

С деловитой озабоченностью они рылись возле сараев и влажных, почерневших плетней в поисках корма, а мокрые и слегка утратившие свою величественную осанку петухи, невзирая на дождь, кричали врастяжку и по очереди, и бодрые голоса их сливались с чириканьем беззастенчиво купавшихся в лужах воробьев и писком ласточек, как бы припадавших в стремительном полете к пахнущей дождем и пылью, ласково манящей земле.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗлетпӗр, вӗсен ҫын умне курӑнма юрамасть, анчах эпир вӗсем ҫинчен никама та каламастпӑр-ҫке.

Знаем, что живут они, потаясь людей, но ведь мы же никому не скажем про них.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ман сирӗнтен пурсӑрӑнтан та пӗр вырӑс писателӗн сӑмахӗсемпе ҫапла ыйтса пӑхас килет: «Эсир вӗсен несӗлӗсене ылтӑн ӗмӗр туса пама пулатӑр, мӗн парӑр-ха эсир халь вӗсене хӑйсене?»

Я спрошу вас сейчас словами Арцыбашева: «Что вы дадите «этим» людям взамен того золотого будущего, которое обещают их потомкам?…»

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Мӗскӗнсем училищӗре юлма та, киле таврӑнма та пултараймарӗҫ, «иккӗлле вунна» пӗрремӗш хут уявлани уйӑх ытла иртсен тин вӗсен айӑпӗсене сирчӗҫ.

Вернуться домой они не посмели, лишь месяц спустя вспыхнувшая революция сняла с них клеймо преступников.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

«Вӗсен чӗлхине пӗлмесӗр мӗнле курса ҫӳреме пултарнӑ вара эсир?» — тесе ыйтнӑ унран пӗри.

«Как же вы путешествовали?» — спросили его.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Вӗсен вилтӑприйӗсем те тахҫанах манӑҫнӑ ӗнтӗ, майӗпенех ҫӗрпе танлашаҫҫӗ пулӗ.

Теперь могилы их забыты и сровнялись с землей.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Ҫавӑн пекех тата ӗмӗтсемпе йӑпанакансем, сасартӑках йӗп те ҫип ҫухалнипе вӗсен вилӳтне тупайманнисем те пурччӗ.

третьи — просто мечтатели — вдруг исчезали бесследно, и даже тел их нельзя было отыскать.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Ярса парӗҫ, вун тӑххӑрмӗш ҫулхи пек, акӑлчан шинелӗсем, хӑйсем килте кофей ӗҫсе ларӗҫ, арӑмӗсемпе выляса йӑпанӗҫ, — вара мӗн тӑвӑпӑр вӗсен шинелӗсемпе?

Пришлют, как в девятнадцатом году, английские шинели, а сами будут у себя дома кофеи распивать да со своими бабами в утеху играть — вот тогда что мы будем делать с одними ихними шинелями?

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чайнӑйри ытти ҫынсем те вӗсен калаҫӑвне лӑпкӑн итлесе лараҫҫӗ.

С таким же почтением прислушивались к разговору и посетители.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Вӗсен тумӗ ҫинчи пысӑк шурӑ ҫаврашкасем те аванах палӑраҫҫӗ.

Они расхаживали в своей форме с четко выделявшимися на ней большими белыми кругами.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Ун чух эп вӗсен тепӗр чеелӗхне туйса илтӗм.

Тут я распознал еще одну их уловку.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Малтанах пичче сиввӗн кулса илчӗ, эп каланӑҫемӗн хаяртарах та хаяртарах пӑхма тытӑнчӗ, эп вӗсен вӑрттӑн шухӑшӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларма пикенсен, ун сӑн-пичӗ тӗксӗмленчӗ.

Сначала брат холодно улыбался, но, по мере того как я говорил, взгляд его становился все более свирепым, когда же я стал разоблачать их тайные замыслы, лицо его потемнело.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Юсанмалла кӑна вӗсен, вара халӑх хушшинче канлӗ пурнӑҫ пуҫланӗччӗ.

Но ведь достаточно исправиться, как среди людей сразу воцарится спокойствие.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней