Поиск
Шырав ĕçĕ:
10. Вара вӑл Иорама, хӑйӗн ывӑлне, Давид патша патне янӑ: ӑна саламлама тата Адраазарпа ҫапӑҫнӑшӑн, ӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑшӑн тав тума хушнӑ; Фой хӑй те Адраазара хирӗҫ ҫапӑҫнӑ пулнӑ; вӑл Давид валли тӗрлӗрен ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр савӑт-сапа парса янӑ.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӑл Иерусалимра текех патшара ан лартӑр тесе, Нехао фараон ӑна Емаф ҫӗрӗ ҫинче, Ривла хулинче, тӗрмене лартнӑ, Иудея ҫине хырҫӑ — ҫӗр талант кӗмӗл тата [ҫӗр] талант ылтӑн — хунӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ассири патши Иудея патшине Езекияна виҫҫӗр талант кӗмӗл тата вӑтӑр талант ылтӑн тӳлесе тӑмалла тунӑ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Фула хӑй майлӑ ҫавӑрас тесе, ҫапла хӑй аллинчи патшалӑха ҫирӗплетес тесе, Менаим ӑна пин талант кӗмӗл панӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара священниксем Ҫурт юсас ӗҫ валли халӑхран кӗмӗл илмелле мар тесе сӑмах татнӑ.8. И согласились священники не брать серебра у народа на исправление повреждений в храме.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Елисей ӑна каланӑ: леш ҫын хӑй урапи ҫинчен сана хирӗҫ аннӑ чухне манӑн чӗрем санпала марччӗ-и вара, халӗ кӗмӗл те тумтир илмелли, ҫу йывӑҫӗсем те иҫӗм ҫырли пахчисем, вак выльӑх та шултӑра выльӑх, арҫын чурасем те хӗрарӑм чурасем илмелли вӑхӑт-и вара?
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Лешӗ каланӑ: ырӑ кӑмӑлпах; хуҫамӑм мана акӑ мӗн ыйтма ячӗ: «ман патӑма Ефрем тӑвӗ ҫинчен пророксен ывӑлӗсем иккӗн килчӗҫ; вӗсем валли пӗр талант кӗмӗл, улӑштарса тӑхӑнмалӑх икӗ тумтир парсамччӗ» терӗ, тенӗ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ кайнӑ, хӑйпе пӗрле вунӑ талант кӗмӗл, ултӑ пин сикль ылтӑн тата улӑштарса тӑхӑнмалӑх вунӑ тумтир илнӗ; 6. Израиль патши патне ҫыру илсе ҫитернӗ, унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «ҫакӑ ҫырупа пӗрле эпӗ акӑ хамӑн Нееман тарҫӑма яратӑп, эсӗ ӑна тилҫерен сыватсам» тенӗ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Патша ҫулпа иртсе пынӑ чухне вӑл ӑна кӑшкӑрса каланӑ: санӑн чуру ҫапӑҫура пулнӑччӗ, пӗр ҫын, айккинче тӑраканскер, ман патӑма ҫын илсе пычӗ те каларӗ: «хуралласа тӑр ҫакна; вӑл тарас пулсассӑн санӑн чуну ун чунӗ вырӑнне пулӗ е санӑн пӗр талант кӗмӗл виҫсе пама тивӗ» терӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Амврий ӗнтӗ Семир ятлӑ пӗр ҫынран икӗ талант кӗмӗл тӳлесе Семерон сӑртне туяннӑ, унта ҫурт-йӗр лартса ҫавӑрнӑ; ҫапла туса лартнӑ хулана вара, сӑрт-ту хуҫи Семир ячӗпе, Самари тесе ят панӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Аса патша Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мул управӑшӗнче тата патша керменӗн мул управӑшӗнче юлнӑ пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗле илнӗ те ҫакна хӑйӗн тарҫисен аллине панӑ, вара вӗсене Дамаскра пурӑнакан Сири патши Венадад патне — Хезион ывӑлӗн Тавримонӑн ывӑлӗ патне — янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: 19. ман аттемпе сан аҫу килӗштерсе пурӑннӑ пек, санпа ман хушшӑмӑрта та килӗшӳ пултӑр; акӑ эпӗ сана парне, ылтӑнпа кӗмӗл, ярса паратӑп; Израиль патшипе Ваасапа тунӑ килӗшӗве пӑрахӑҫла, ҫапла вӑл манран хӑптӑр, тенӗ.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫапла вӗсем ӑна ҫулсеренех, кашнийӗ хӑй енчен, кӗмӗл савӑтсемпе ылтӑн савӑтсем, тумтирпе кӑрал, ырӑ шӑршӑлӑх, урхамахсемпе ашакла лашасем парнеле-парнеле панӑ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Давид йӗтемпе вӑкӑрсене аллӑ сикль кӗмӗл тӳлесе туяннӑ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Гаваон ҫыннисем ӑна каланӑ: пире Саулран, унӑн килӗнчен ылтӑн та, кӗмӗл те кирлӗ мар, Израильре пирӗн никама та вӗлерме ирӗк ҫук, тенӗ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Лешӗ Иоава хуравланӑ: ывӑҫӑма пин сикль кӗмӗл хунӑ пулсассӑн та, эпӗ патша ывӑлӗ ҫине алӑ ҫӗклемен пулӑттӑм; патша сана та, Авессана та, Еффее те илтмеллех каларӗ-ҫке: «Авессалом ачама ман валли сыхласа хӑварӑр» терӗ; 13. эхер те эпӗ хамӑн пурӑнӑҫӑма хӗрхенмесӗр урӑхла тунӑ пулсассӑн, ҫакна патшаран пытарма пулмастчӗ, эсӗ те мана хирӗҫ тӑраттӑн.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иоав ҫак хыпара пӗлтернӗ ҫынна каланӑ: ху курнӑ, ху мӗншӗн-ха вара ӑна вӗлермерӗн? эпӗ сана вунӑ сикль кӗмӗл тата пиҫиххи панӑ пулӑттӑм, тенӗ.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иорам хӑйпе пӗрле ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр савӑт-сапа илсе пынӑ.
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тарҫи Саула каллех хуравласа каланӑ: акӑ манӑн алӑра чӗрӗк сикль кӗмӗл пур; ӑна Турӑ ҫыннине парӑп та, вӑл пире ҫул кӑтартса ярӗ, тенӗ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Миха ӑна каланӑ: юл ман патӑмра, ман патӑмра атте пул, священник пул; эпӗ сана ҫулталӑкне вунӑ сикль кӗмӗл, кирлӗ тумтир тата ӗҫме-ҫиме парса тӑрӑп, тенӗ.
Тӳре 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Амӑшӗ вара икҫӗр сикль кӗмӗл илнӗ те ӑна шӑратма панӑ.Мать его взяла двести сиклей серебра и отдала их плавильщику.
Тӳре 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.