Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тусӑм (тĕпĕ: тус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кӑна, тусӑм, кӑтартса парас пулать-ха, — мише юписене куҫарнине.

— Это, друг, еще надо доказать — насчет переноса межевых знаков.

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лайӑх сӗр, тусӑм, унсӑрӑн эпӗ, пӗлсе тӑр, шампа пулӑ пек шӑвӑнса тухӑп…

Посмоли, друг, покрепче руки, а не то я, имей в виду, вывернусь, как налим…

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тусӑм!

— Друг!

— Кунашкал калаҫма пӑрах эсӗ, тусӑм!

— Это ты оставь, друг!

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӑнланатӑн-и, тусӑм?

Ясно, друг?

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫакӑнтан пуҫламаллаччӗ те санӑн, тусӑм!

— Так ты бы с этого и начинал, дружище!

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Шута илсем, тусӑм, эпӗ чӑнласах ыйтатӑп: мӗнле утӑ ҫинчен калатӑн эсӗ?

— Имей в виду, друг, я серьезно спрашиваю: о каком сене ты ведешь разговор?

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Каллех, тусӑм, мӗнле утӑ ҫинчен сӑмах пырать ара?

— Опять же, друг, о каком сене идет речь?

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Акӑ мӗн, суя тусӑм, эпӗ саншӑн Литвинов, эсӗ маншӑн — Чемберлен мар, апла пулсан, пирӗн хушӑра дипломатилле вӑйӑ вылямалли те ҫук.

— Вот что, липовый друг, я тебе не Литвинов, а ты мне не Чемберлен, и нам с тобой нечего в дипломатию играться.

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сана, тусӑм, ҫакна чип-чипер пӗлсе тӑма ыйтатӑп.

Прошу тебя, друг, серьезно иметь это в виду.

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫакна шута ил, Ҫемен тусӑм, «Красный луч» колхозникӗсем — пирӗн социализмлӑ уй-хирӗн ҫав тери тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫченӗсем, ҫавӑнпа эсӗ вӗсене шанманни вӗсене ҫеҫ мар, мана та, колхоз председательне, кӳрентерет!

Имей в виду, Семен, друг мой, что колхозники «Красного луча» — исключительно честные труженики наших социалистических полей, и твои подозрения оскорбляют не только их, но и меня как председателя колхоза!

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мӗнле утта, тусӑм?

— Какое сено, друг?

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ку, манӑн савнӑ тусӑм, ҫамрӑклӑх пек: пурнӑҫра пӗр хут…

Это, милый мой, как молодость: раз в жизни…

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Манпа пӗрле манӑн Давыдов тусӑм пулнӑ пулсан, вӑл сана пирӗн йӗрсене таптанӑшӑн тав туман пулӗччӗ!

А ежели бы со мной дружечка мой Давыдов шел, так он не поблагодарил бы тебя за то, что ты наши следы топчешь!

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫынсем, ырӑ тусӑм, пурте пӗрех.

Люди, милый человек, все одинаковые.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Хамӑн тусӑм пекки, Тимофей Рваный, ман пата Ҫурҫӗр крайӗнчи Котлас хулинчен ҫыру ҫырса ячӗ…

— Мне мой дружочек Тимошка Рваный прислал из города Котласу Северного краю письмецо…

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ хӑв, нервӑсем тӗлӗшпе сывӑ мар пулин те, ҫапах та, Макар тусӑм, хӑвна мӗн туни… алӑра тытни кирлӗ ҫав, э?

Ты хотя и нервнобольной, но надо, дорогой Макар, себя того… обуздывать, а?

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нимӗн сас-хура ҫук пек туйӑнакан ҫӗрлехи шӑплӑха тимлесе итлесе пӑх-ха: вара эсӗ, тусӑм, апат шырама тухнӑ мулкач йывӑҫ сӗткенӗпеле сарӑхса кайнӑ шӑлӗсемпе йывӑҫ тураттине епле кышланине те илтетӗн.

Вслушайся в мнимое безмолвие ночи, и ты услышишь, друг, как заяц на кормежке гложет, скоблит ветку своими желтыми от древесного сока зубами.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Пӗтет-ҫке капла манӑн тусӑм!» — тесе шухӑшласа илтӗм хайхискер.

Пропадет, думаю, мой приятель!

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Макар, тусӑм, ӗнерхишӗн ан ҫиллен…

— Макар, друг, за вчерашнее не серчай…

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

Статистика

...подробней