Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тинкерсе (тĕпĕ: тинкер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аҫтӑрхан ҫеҫ яланхи пек кулмарӗ, Ишмук ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Помоги переводом

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темле туйӑм ӑна авӑн хыҫӗнчен, карта хушшинчи ҫурӑкран ун ҫинелле темле мӑшӑр куҫ тинкерсе пӑхнине систерчӗ.

Помоги переводом

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл мунча таврашӗнче ӑшталанакан хӗрарӑмсем ҫине тинкерсе пӑхса Хусанккана ыйту хыҫҫӑн ыйту пачӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юланутҫӑ Атӑл тӑрӑх инҫете-инҫете тинкерсе пӑхать.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра ҫапкаланчӑк пӗлӗт айне пулнӑ уйӑх хӑйӗн пӗр кӗтессине уҫлӑха кӑларчӗ те юланутҫӑ ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ.

Помоги переводом

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватӑ ҫӑка хӗр ҫине тинкерсе пӑхать.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватӑ ҫӑка хӗр ҫине тинкерсе пӑхать.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сурӑх путекки ӑнланчӗ тейӗн, якӑлт! сиксе, хӗр патӗнчен чупса кайрӗ те, кӑмака умне тӑрса, хӗр ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗкеҫ тӑрать тилмӗрсе Шурӑ хут пек шуралнӑ, Кӗрешӗве тинкерсе Пӑхса тӑрса аптранӑ: Куккӑшпеле Еркиней Йӗрӗх пекех тытӑннӑ.

Помоги переводом

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫивӗчӗ куҫӗпе тинкерсе пӑхнӑ чух Мӑн кӑмӑллӑ шухӑшсем пӑтратаҫҫӗ пуҫне; Аса килчӗ ӑна салтакра пурӑнни, Кӗрхи ҫӗрте Питӗрте хурала ҫӳрени…

Помоги переводом

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ку ҫутатса илнӗ тапхӑрта эпӗ те тавралӑха хытӑрах тинкерсе юлма тӑрӑшатӑп, тӑшман енне тимлӗп сӑнатӑп.

Помоги переводом

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Эпӗ, бруствер урлӑ кармашса, малалла тинкерсе сӑнатӑп.

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Пысӑк куҫӗсем ун ачасем ҫине тинкерсе пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӑрушӑ вӑхӑт! — терӗ вӑл, Кирукпа Федя ҫине тинкерсе пӑхса.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗчӗк паттӑрсем шоссе ҫине, хӗвеланӑҫ еннелле, тинкерсе пӑхаҫҫӗ, анчах фашистсем ҫаплах курӑнмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Хӑҫанччен пурӑнӑпӑр-ши кунта? — Кирук ҫине тинкерсе пӑхрӗ вӑл.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шӑллӗ пур еннелле тинкерсе пӑхрӗ, хайхи чул ӳплене шырарӗ, анчах ӑна вӑл ниҫта та асӑрхаймарӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шалалла вӑл тинкерсе пӑхрӗ — нимех те курӑнмарӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Юлташӑм вара, манӑн сӗтел хушшинчи юнтармӑшсене куркаланӑскер, пуҫне ман еннелле чалӑштарса илчӗ те хуҫана ҫатӑр тинкерсе, шӳтлӗн-мӗнлӗн авса-кукӑртса хучӗ:

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Эсир паян Бодров Аркадие курман-и? — шӑппӑн ыйтрӗ вӑл, йӗкӗте куҫран тӳррӗн, тилмӗрӳллӗн тинкерсе.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней