Поиск
Шырав ĕçĕ:
Славик ун ҫине ҫапла тинкерсе пӑхнӑшӑн хӑйӗнчен хӑй вӑтанса кайрӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Эпӗ ун ҫине кӑн-н тинкерсе пӑхрӑм та ҫӑвара пирус кӑларса хыпрӑм.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Тинкерсе пӑхсан ял халӑхӗ ушкӑнӑн-ушкӑнӑн картана тӑрса тӗлӗнмелле хускалнине курнӑ.
Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263
Унтан эпӗ тинкерсе, тем аса илме тӑрӑшнӑн пӑхнине асӑрхарӗ те: — Паллаймарӑр-им? — терӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.
Кӑнн! тинкерсе пӑхрӗ Анатолий Семенович ун ҫине, пӑхрӗ те урӑх никам та мар, Бианкӑна шапах ҫак ҫын таптаса кайнӑн туйӑнчӗ ӑна.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Сехет каялла кӑна-ха вӑл кам ӑҫталла утни-иртнине, кам мӗн тунине диван ҫинче ҫапла тинкерсе выртатчӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Малтан вӑл катка хыҫнелле, унтан сӑрталла тинкерсе пӑхрӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Эпӗ ӑна куҫран тинкерсе пӑхрӑм та, мана хӗскӗч пек алӑ мар, ҫак ӳпкевлӗн йӑлтӑртатакан куҫсем ыраттарнӑн туйӑнса кайрӗ.
XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вӑл час-часах чӳрече еннелле ҫаврӑнать те тем тӑнлать, чие тӗмӗсем витӗр нимӗн те курӑнмасть пулсан та, урамалла тинкерсе вӑрах пӑхать.
XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Сидоркин каллех аслӑ прораб куҫӗнчен тинкерсе пӑхрӗ.
VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Хӑш-пӗрисем ют ҫӗрсенчи пурнӑҫ йӗркине хӑрах куҫпа кӑна сӑнанӑ-и е курнине те курмӑш пулнӑ-и, анчах Сулагаев вара унта мӗн пуррипе ҫуккине икӗ куҫӗпе те тинкерсе пӑхнӑ пулас, хӑй мӗн курнине чун-чӗри витӗрех сӑрхӑнтарса кӑларма тӑрӑшнӑ-тӑр.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Хӑйӑр умне тӑчӗҫ те ӑна ним чӗнмесӗр тинкерсе пӑхрӗҫ.
Пуш хир // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/562
— Эпир ҫакӑнта тӗл пулнӑччӗ, ҫапла-и? — терӗ Альбина, ман ҫине тинкерсе пӑхса.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Вӑл, пӗшкӗнсе тӑраканскер, тӳрленчӗ те, ман патах пырса, тинкерсе пӑхрӗ.
Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.
…Ҫамрӑк ҫын хӑй умӗнче тӑракан кӑтра ҫӳҫлӗ пӗчӗк ача ҫине тинкерсе пӑхрӗ.
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Анчах ҫынсем ун ҫине тинкерсе пӑхрӗҫ: унӑн тарӑн шухӑшлӑ та салхуллӑрах курӑнакан сӑн-пичӗ, лӑпкӑ утти, пуринчен ытла яр уҫҫӑн палӑричченех кӑвакарнӑ тӑнлавӗсем вӗсене хытӑ интереслентерчӗҫ пулмалла.
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Мӗн-ха, — тесе выртнӑ ҫӗртен тӑрса лартӑм та тӗттӗмелле тинкерсе пӑхрӑм: шурӑ япаласем мунчала ҫыххисем пулнӑ иккен, сӑрлатаканни — тӗкӗлтура йӑви.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Кӑшт кайсан, ман ҫине тинкерсе пӑхрӑн.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Григорий ҫеҫ мар, Зиминцев та халь Аня ҫине темӗнле тинкерсе пӑхрӗ, вӗсем хыҫҫӑн, ҫакна курса, юлашкинчен (ну, мӗн кирлӗ-ха вӗсене!) Зиминцев арӑмӗ те йӑлтах ҫыпӑҫа пуҫларӗ: пуҫ ыратмасть-и, йывӑр мар-и (Аня пӗр уйӑх каялла ҫеҫ ача ҫуратнӑ-ҫке!), чирлесе ӳкмерӗн-и?..
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Калав хыҫҫӑн та ҫаплах умра тӑракан ҫирӗмри Евгений темшӗн кӑмӑлсӑр пек пулнине асӑрхарӗ Мосальский, вӑл хӑйӗн ашшӗ ҫине тарӑннӑн тинкерсе пӑхни курӑнчӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.