Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлеттӗм (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа эпӗ сан ҫинчен пӗтӗмпех пӗлеттӗм те: эсӗ Атӑл таврашӗнче ял-хуҫалӑх авиацийӗнче ӗҫлерӗн, унтан вара Инҫетри хӗвелтухӑҫӗнче.

Вот почему я знаю всё о тебе: ты работал в сельскохозяйственной авиации на Волге, потом на Дальнем Востоке.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах эпӗ сцена ҫинче урӑххине курнине пӗлеттӗм, мӗншӗн тесен пурин ҫине те санӑнни пек мар, урӑх куҫпа пӑхнӑ эпӗ.

Но я знал, что вижу другое на сцене, потому что на всё смотрел другими глазами, чем ты.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Историллӗ ҫыннӑн хӗрӗ, ҫыннине эпӗ хам та пите лайӑх пӗлеттӗм, — терӗ Вышимирский мухтанарах.

— Дочь исторического лица, которое я прекрасно знал! — с гордостью сказал Вышимирский.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кира вӑрҫӑ пуҫлансанах ачисемпе пӗрле тухса кайнӑччӗ, ун ҫинчен эпӗ Катьӑн пирвайхи ҫырӑвӗсенченех пӗлеттӗм ӗнтӗ.

Кира с детьми уехала в начале войны, я знал об этом ещё из первых Катиных писем.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл Фрунзе училищинчен кайнине пӗлеттӗм, унтан вара вӑл гидрографически судно командирӗ пулчӗ, МВФ Халӑх Комиссариачӗн Гидрографически управленийӗнче ӗҫлерӗ.

Я знал, что он ушёл из училища Фрунзе, командовал гидрографическим судном, работал в Гидрографическом управлении наркомата ВМФ.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

1942 ҫулхине вӑрҫӑра пулмалли командира ҫакӑн пек кантарни мӗне пӗлтернине эпӗ пӗлеттӗм ӗнте.

а я знал, в каких случаях медкомиссия давала подобное заключение строевому командиру в 1942 году.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иккӗшӗ вӗсем йӗкӗреш пулнӑ — ҫавна эпӗ хам та лайӑх пӗлеттӗм, ҫапах та вӗсене пӗрле курсан хӑраса тӑраттӑм, иккӗшӗ те вӗсем пӗр пекех те, хам каллех аташнӑ пек туйӑнчӗ мана.

Они были близнецами — и это я превосходно знал, но всё-таки пугался, когда видел их вместе: они были совершенно одинаковые, и это снова было похоже на бред.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шурӑ кӗпепеччӗ хам, калаҫассӑм та кулассӑм та килетчӗ, илемлӗрех пулма тӑрӑшаттӑм, мӗншӗн тесен хам ыттисене килӗшекен пулни Саня кӑмӑлне те кайнине пӗлеттӗм эпӗ!

в белом платье, говорить и смеяться и стараться быть красивой, потому что я знала, что ему нравится, когда я нравлюсь другим!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл хамӑрпа юнашар пурӑннине пӗлеттӗм эпӗ.

Я знала, что он живёт рядом с нами.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эп пӗлеттӗм ӗнтӗ вӑл Саша патне кунне ҫӗр хут та кӗнине, клиникӑра Сашӑна пурте питӗ лайӑх пӑхатчӗҫ, ҫапах та эпӗ профессортан тата мӗнле те пулин терапевта чӗнтерсе пӑхма шутламастӑр-и, терӗм.

Я знала, что он заходит к Саше по сто раз в день, что вообще в клинике относятся к ней прекрасно, но всё-таки спросила, не думает ли он, что нужно пригласить ещё какого-нибудь терапевта.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗлӗк те пайтах пӗлеттӗм эпӗ.

Я много знала и прежде.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав каҫхине Саня мана урамра кӗтсе тӑнине пӗлеттӗм эпӗ, Воротниковскипе Садовой урамӗ кӗтессинче сада кӗнӗ ҫӗрте ӑна курсан эпӗ ним чухлӗ те тӗлӗнмерӗм.

Я знала, что в этот вечер Саня ждал меня на улице, и нисколько не удивилась, увидев его у входа в садик на углу Воротниковского и Садовой.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана вӑл сирӗн ҫинчен мӗн пӗлтерни те кирлӗ мар — ун ҫинчен эп тахҫанах пӗтӗмпех пӗлеттӗм.

Мне не нужно то, что он сообщил о вас, – больше того, я давно знаю все это.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хамӑн вӗренекенсене лайӑх пӗлеттӗм — сӑмахран, пӗри самолет ҫинчен ансанах мӗншӗн табак туртма васкани, тепӗри хӑйӗн савӑнӑҫне палӑртма тӑрашни маншӑн паллӑччӗ.

Я понимал своих учеников — мне, например, было совершенно ясно, почему один, выходя из самолёта, спешит закурить, а другой при посадке показывает напускную весёлость.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна ӗлӗкрех пӑхмасӑр калама та пӗлеттӗм.

которое я некогда знал наизусть,

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иртнӗ ҫулсенче эпӗ вӑл хӑш вӑхӑталла пасартан таврӑннине пӗлеттӗм.

По прежним годам я знал, когда она возвращается с базара.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иртнӗ ҫулсенче сӑнанӑ тӑрӑх, хӑйӗн ҫивӗт вӗҫне кышланӑ чух вӑл мӗнле интересленнине пӗлеттӗм эпӗ.

Я знал по прежним годам, что когда она грызет косу, значит ей интересно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун пек пулкаланине те пӗлеттӗм эпӗ.

Мне такие факты были известны.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑна эпӗ унӑн пичӗ улшӑннинчен — ним калаҫмасӑр-тумасӑр хӑй ӑссӗн кӑна хуйхӑрса ҫӳренинчен, кулнинчен — ҫӑмӑллӑнах пӗлеттӗм.

– это я сразу узнавал по живым движеньям лица – и то расстраивалась молча, про себя, то улыбалась.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ кунти ҫил-тӑмансем ҫинчен илтнӗччӗ, вӗсем ҫулҫӳренсене обозӗ-обозӗпе юр айне шӑлса лартни ҫинчен пӗлеттӗм.

Я слыхал о тамошних метелях и знал, что целые обозы бывали ими занесены.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней