Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, ҫӗрелле ӳкнӗҫемӗн, ҫав тери хӑвӑрт пысӑкланса пычӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алшӑлли ҫинче касса пӑрахнӑ ҫӳҫ купи пысӑкланса пынӑ май: ачан пуҫӗ юмахри пек улшӑнса пычӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Сӑмахран, врачсен вӑл 41 процент чухлӗ пысӑкланса вӑтамран 48 пин тенке ҫитет, медсестрасен вара – 27,7 процент ӳссе 24 пин тенкӗрен ытларах пулать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
«Ури-ури ҫӑпати, ҫӑпати кантри салантӑр-р-р!» - тесе кӑшкӑрса та ӗлкӗреймерӗҫ ачасем, лешӗ хӑйсен патнелле пысӑкланӑҫемӗн пысӑкланса, хӑвӑртрах та хӑвӑртрах ҫаврӑнса ҫывхарнине курсан, пурте килелле чӑл-пар! саланчӗҫ.
Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова
Пырӗ тӗпне капланнӑ кумкка пысӑкланнӑҫемӗн пысӑкланса пынӑ пек туйӑнчӗ.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
– Тӑкӑнса юлнӑ курӑка урамран кил картинелле шӑлса кӗрекен самай пысӑк хӗрачана асӑрхарӗ хӗрарӑм: — Ку вара санӑн хӗрӳ мар-и? Ҫавӑн пек пысӑкланса кайнӑ-и?
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
Алисӑн кӑсӑкланӑвӗсем пысӑкланса та анлӑлансах пыраҫҫӗ.
Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№
Вӑл вара республикӑра ҫуллен пысӑкланса пырать: 2010 ҫулта вӑтамран 68,5 ҫул пулнӑ, 2015 ҫулта вара виҫӗ ҫула яхӑнах хушӑннӑ — 71,4 ҫул.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Ҫавӑнпа та Шӑхасанта классем пысӑкланса каяҫҫӗ, пирӗн вара — ҫурма пушӑ, — чунне ыраттаракан ыйтӑва хускатрӗ Елена Германовна.
Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Арҫын вара сумма уйӑхсерен пысӑкланса пынине «асӑрхаман» та, суд приставӗсем каланине те итлемен.
Сӑмах ҫерҫи мар, уншӑн – 5 пин тенкӗ // Хаҫат редакцийӗ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24