Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хыҫалта темскер шалтлатса пыни илтӗнет, вара вӑл, каялла ҫаврӑнса пӑхмасть пулин те, вилнӗ карчӑкӑн пуҫӗ ҫуна ҫумне ҫапӑнса пынине чухласа илет.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Сасартӑк ӑҫтан-тӑр, халӑх ушкӑнӗ хыҫӗнчен: «Тикӗтпе вараламалла ӑна, эсреле!» — хыттӑн ҫихӗрттерсе янӑ темле карчӑкӑн ҫарӑлти сасси.Вдруг визгливый старушечий голос заорал откуда-то позади толпы: «Дегтем ее вымазать, стерву!»
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Карчӑкӑн хӗрӳллӗ сӑмахӗсенче амӑшӗн сасси илтӗннӗ евӗр пулнӑ, самантлӑха унӑн ачаш сӑнарӗ тухса тӑнӑ.В ее горячих словах послышался ему будто голос матери, возник на минуту ее нежный образ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Карчӑкӑн ыйхи сирӗлет, вӑл пуҫӗнчи тутӑрне майлать, кӑвакарнӑ ҫӳҫ пайӑркисене тирпейлесе чикет, вара, пачах ҫывӑрман пек пулса, Илья ҫине, улпут ҫурчӗн чӳречисем ҫине шанчӑксӑррӑн пӑхса илет, чӗрҫи ҫинче выртакан чӑлха йӗпписене чӗтрекен аллисемпе тӗрткелет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ мӗскӗн карчӑкӑн пурнӑҫӗ мӗнлине каласа пама тытӑнтӑм, унӑн халсӑрлӑхӗпе ниҫта кӗмелле мар хӑраса ӳкни пирки асӑнтӑм, ҫиелтен кӑна пулин те, формализма питех тытса пырас ҫуккине систертӗм.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ку хӗрарӑм Катя амӑшӗ пулнӑ иккен, хайхи карчӑкӑн хӗрӗ.Эта женщина была, разумеется, Катькина мама и старушкина дочка.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем хушшинче эпӗ ӑсран каясса ҫитнӗ карчӑкӑн питне-куҫне асӑрхарӑм.Среди их бросилось мне в глаза значительное лицо старухи, выражавшее безумное отчаяние.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах ҫав вӑхӑтрах кӑмака ҫинчен, кӑмӑлсӑр мӑкӑртатакан карчӑкӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнчен, такамӑн печӗкҫеҫ урисем курӑнчӗҫ.Но из глубины запечья, из-за спины ворчливой бабки уже показались чьи-то маленькие босые ноги.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ҫук, эпӗ ахаль лётчик кӑна, — тесе ответ пачӗ те Мересьев, хӑйӗн сӑмахӗсем хыҫҫӑн карчӑкӑн хускалман сӑн-пичӗ ҫинче пӗр харӑсах тӗлӗнни те, кӳренни те, тарӑхни те палӑрнине курса, чутах кулса яратчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сӑмах майӗн каласан, тесе ҫырнӑ вӑл, сайра хутра, уйӑхра пӗрререн ытла мар пулакан канмалли кунсенче эпӗ санӑн аннӳ патӗнче пулатӑп, карчӑкӑн сывлӑхӗ-кӑмӑлӗ мухтамаллах мар, мӗншӗн тесен пиччӳсенчен нимӗнле самах-хыпар та ҫук, аннӳн пурнӑҫӗ йывӑртарах, юлашки вӑхӑтра хытах чирлеме пуҫларӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Карчӑкӑн хура мӗлки алӑк еннелле шӑвӑнчӗ, уҫӑлса кайнӑ алӑкран ҫурхи кунӑн каҫаллахи ҫути пӳлӗме ӳкрӗ те, Алексей ирӗксӗрех куҫӗсене хупрӗ, йынӑшса ячӗ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах та хӑраса кайнӑ карчӑкӑн илемсӗр чӑрӑлти сасси ӑна пӳлчӗ: — Памастӑп!Но старушечий голос, резкий и неприятный, с испугом перебил: – Не дам!
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Отавина карчӑкӑн ҫак хурлӑхлӑ списокра асӑнмалли никам та пулман, апла пулин те вӑл ваттисемпе тан хӑй ҫине хӗрес хыва-хыва ӗсӗкленӗ.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Карчӑкӑн шутсӑрах ачана пӗр ик-виҫӗ ӑшӑ сӑмах калас килнӗ, анчах вӑл акӑ мӗнрен хӑранӑ: ӑшшӑн калаҫас пулсан, ача ҫапла шухӑлшама пултарать: «Мӑнаккӑшӗ хӑйне айӑплӑ шутлать…»
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Эпир Кюльме карчӑкӑн темле асамлӑ вӑй пуррине, паллах, ӗненмен.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970