Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шанса (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Офицер утланнӑ ҫутӑ ҫӳрен утӑн йӗвенӗнчен шанса кайнӑ чӗрӗ чечексем усӑнса тӑраҫҫӗ.

На уздечке светлорыжего офицерского коня, завядшие, понуро висели живые цветы.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пукрав хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич, Дарья пӗтӗмпех тӳрленсе ҫитрӗ тесе, ним иккӗленмесӗр шанса пурӑнатчӗ-ха.

Вскоре после Покрова Пантелей Прокофьевич, уверовавший в окончательное исправление Дарьи.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпир ӳсетпӗрех, акӑ, шанса тӑр.

И мы растем, — можешь быть уверен в этом.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Никита хӑйне, тин ҫеҫ авланнӑ ҫамрӑк ҫынна, ваттисем шутне кӗртсе, ҫӗрлехи хурала шанса тӑратнӑшӑн савӑннӑ.

Никита гордился тем, что его, молодожена, признали на сплаве человеком солидным, причислили к людям серьезным, которым можно было доверить ночное дежурство.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эпӗ сана бригада шанса парасшӑн.

— Я хочу тебе бригаду поручить.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫавӑнпа шухӑшлатӑп та: района кама шанса хӑварас?..

Так вот я и думаю: кому доверить район?..

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Халӗ пирӗн вӑрман антарас пулать, сана, Ҫемен, пӗлсе тӑракан ҫынна, эпӗ бригада шанса парас тетӗп.

Теперь же нам надо ехать на лесосплав, и тебе, Семен, как проверенному товарищу, я думаю доверить бригаду.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ну, цементпа тимӗр сире крайри фондсенчен парӑпӑр, ытти пирки шанса ан тӑрӑр.

Хорошо, цемент и железо мы вам дадим из краевых фондов, а на большее не надейтесь.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Района кама шанса хӑварӑп эпӗ?

На кого я оставлю район?

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тен, вӑтӑр пиллӗкӗшпех те пуҫтарӑпӑр, анчах эпӗ ҫапла шутлатӑп: шанса тӑракан тухӑҫлӑха ҫырса хурсан авантарах.

Может, будем снимать и тридцать пять, но я придерживаюсь такого мнения: давайте запишем в план такой урожай, в котором мы твердо уверены.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вара аслӑ ывӑлӗсем авланчӗҫ, хӗрӗсем качча кайрӗҫ, пӗтӗм Союз тӑрӑх саланчӗҫ вӗсем, хӑй ӗмӗрне пӗрле пурӑнса ирттерме шутланӑ кӗҫӗн ывӑлне амӑшӗн фронта ӑсатмалла пулчӗ; ҫавӑн чухне кӳршӗсем каланине аса илсе, Сергей сывах таврӑнасса шанса пурӑнчӗ.

Старшие сыновья женились, дочери вышли замуж и разъехались по всей стране; младшего сына, с которым она намеревалась прожить вместе всю жизнь, матери пришлось отправить на фронт; вспоминая слова соседей она жила и надеялась, что Сергей вернется живым.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑрҫӑран таврӑнсан ӑна колхозри армана ӗҫлеттерекен вутлӑ машинӑна шанса панӑ.

По возвращении с войны ему доверили огненую машину, которая работала в колхозе мельницей.

Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14

Вӑл хӑйӗн ывӑлӗ «инженера тухасса» шанса пурӑннӑ.

Он надеялся, что его сын «выйдет на инженеры».

М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.

Ку план ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗрессине командовани хытӑ шанса тӑнӑ.

На успешное осуществление этого плана командование возлагало большие надежды.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӳҫне-пуҫне сапаласа, хӑйсен вӑрҫӑра вӗлернӗ упӑшкисене асӑнса: «И-и, чунӑм-тӑванӑм! Кам ҫине шанса тӑратса хӑвартӑн-ши эсӗ мана-а-а?..» — тесе пӗр казачка ҫеҫ мар хӳхленӗ.

И не одна уж простоволосая казачка отпрощалась, отголосила по мертвому: «И, родимый ты мо-о-о-ой!.. И на кого ж ты меня покинул?..»

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Паллах, аяккалла пӑрӑнакансем те пулкалаҫҫӗ, анчах вӗсем интеллигенцирен тухнӑ ҫынсем, мужик турра ҫирӗп шанса тӑрать.

Есть, конечно, такие, что отходят, но это из интеллигенции, а мужик за Бога крепко держится.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья хуняшшӗсем патӗнче, хӑйӗн хавшаса ҫитнӗ чун хавалӗпе пӗтӗмпех пӗр ӗмӗт ҫине — упӑшки таврӑнасси ҫине шанса, ҫав ӗмӗте хӑй сисмеслех эпеклесе ӳстерсе, ӗҫлесе пурӑнать.

Наталья работала у свекра и жила, взращивая бессознательную надежду на возвращение мужа, опираясь на нее надломленным духом.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑтипеле чуптуса илнӗ хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич сӗтексӗр, шанса кайнӑ хӑяр татӑкӗ чӑмласа ҫӑтрӗ те темӗн тӗрлӗ кӑмӑлсем пӗр ҫӗре эшкерленнипе йӗрсе ячӗ.

Пантелей Прокофьевич заел поцелуй бессочным, вялым огурцом и заплакал от многих, слившихся воедино, чувств.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫулса пӑрахнӑ курӑк, темле анкӑ-минкӗлентерекен йывӑр шӑршӑ сарса, ҫавӑнтах шанса типсе пырать.

Скошенная трава вяла и сохла, излучая тягучий дурманящий аромат.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӑру кӗтӗвӗ кӗтсе ҫӳрекен ачасем каҫсерен, хирти чечексем шанса пуҫӗсене уснӑ чух, Прокофий хайӗн арӑмне Тутар сӑрчӗ патне ҫитичченех алӑра ҫӗклесе йӑтса кайнине куртӑмӑр, тесе каласа кӑтартнӑ.

Ребятишки, пасшие за прогоном телят, рассказывали, будто видели они, как Прокофий вечерами, когда вянут зори, на руках носил жену до Татарского ажник кургана.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней