Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хӑрах сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑрах (тĕпĕ: хӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гаранжа тарӑннӑн сывларӗ те, мӑйӑхӗн вӗҫӗсене чӑмлакаласа, пӗртен-пӗр хӑрах куҫне йӑлтӑртаттарса илчӗ, тутлӑ ӗмӗте путнӑн йӑл кулчӗ.

Гаранжа вздохнул и, покусывая кончики усов, блистая единственным глазом, мечтательно улыбнулся.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пурин те хӑрах куҫлӑ пулмалла мар вӗт.

— Не всем кривым быть.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Малти пӳлӗмре, стена ҫумӗнчи пысӑк тӗкӗр умӗн иртнӗ чух, Григорий хӑйне хӑй паллаймарӗ: вӑл, тӑсланкӑ кӗлеткеллӗскер, шӑмӑланса кайнӑ куштӑрка питлӗскер, икӗ питҫӑмартине вӗри хӗрлӗ лаптӑк ҫапнӑскер, хӑрах куҫне хура лӑпсӑркка ҫӳҫӗ урлӑ туртса ҫыхса, ҫине халат тӑхӑнса янӑ та, ӗлӗкхи Григорие аякран кӑна аса илтерет.

В передней, проходя мимо большого стенного зеркала, Григорий не узнал себя: высокий, чернолицый, остроскулый, с плитами жаркого румянца на щеках, в халате, с повязкой, въедавшейся в шапку черных волос, он отдаленно лишь походил на того, прежнего Григория.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мирон Григорьевич хӑрах аллипе хӑй кӑкӑрне тӑрмалама пуҫларӗ, тепӗр аллипе хӑтине сӑхман аркинчен хӑй патнелле туртса илчӗ.

Мирон Григорьевич одной рукой царапал себе грудь, другой притягивал свата за полу.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑрах алли ҫурӑмӗ айне пӗтӗрӗнсе ӳкнӗ, тепӗр алли винтовка обоими хӗстерсе тытнӑ.

Одна рука подвернута под спину, а в другой зажата винтовочная обойма.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑрах куҫӑмпа та пулин ҫитсе пӑхӑттӑм.

Хучь одним глазком глянул бы.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗве хӗрринчен пӗр кӗпе вӗҫҫӗн кӑна Егорка Жарков хӑрах ура тӑррин сиккелесе килет.

От плотины в одной рубахе чикилял на одной ноге Егорка Жарков.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан, хӑрах аллипе вӗтӗ хӑва тӗмӗсенчен яра-яра тытса, теприпе стена ҫумне тайӑлса тӗрткелесе, вӑраххӑн утса кайрӗ.

И пошла, цепляясь одной рукой за кустики жимолости, другой опираясь о стену и отталкиваясь…

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, хӑрах аллине кивӗ пиншак ӑшне чиксе, теприне — пӳрни ҫине ҫыпӑҫнӑ пылчӑка уйӑрса пӑрахас тенӗ пек сулкаласа, урам варрипе сиделец умӗнчен утса пычӗ; ыттисем ҫатан карта ҫумӗнчи, хӗвел ҫутипе пӑч-пӑч тӗрленсе выртакан сукмакпа кайрӗҫ.

Шел он впереди сидельца, посредине улицы, заложив руку за борт старенького пиджака; другой помахивал, словно отряхивая прилипшую к пальцам грязь; остальные шли вдоль плетней по стежке, испещренной солнечными крапинами.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, хӑрах уратӑррин сиккелесе, тепӗр урине йӗмпӗҫҫи ӑшне чиксе ячӗ те шӑл хушшипе ответлерӗ:

Чикиляя на одной ноге, Григорий просунул ногу в штанину, ответил сквозь зубы:

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑрах турталлӑ ҫунана Петро лашипе кӗсрене кулсе килтӗм.

— В дышлах, на кобыленке да на Петровом.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑрах аллипе ҫирӗп те хытӑ кӑкрине сирсе ячӗ, тепринпе ҫава вӗҫне кӑкри ҫине тӗллесе тытрӗ.

Одной рукой отвела тугую неподатливую грудь, другой направила острие косы.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр чӑнкӑ шыв ҫыранӗнчен иртсен Григорий йӗнерӗн хӑрах йӑрани ҫине уртӑнчӗ.

Переезжая крутую промоину, Григорий свесился с седла.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑрах турталлисене!..

В дышловые!..

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫурҫӗр тӗлӗнче Гришака асатте, хӑрах аллипе пиртен ҫӗлесе тунӑ йӗмне анса каясран тытса, тепӗр аллипе, туя тытнипе, ҫул хыпашласа пырса, картлашка тӑрӑх анчӗ.

В полночь дед Гришака, придерживая одной рукой холстинные портки, другой, державшей костыль, щупая дорогу, спустился по порожкам.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан, хӑрах куҫне йӑлтӑртаттарса (тепӗр куҫӗ пиҫмен слива пек хӗрелсе шыҫса тухнӑ), крыльца патнелле чакма пуҫларӗ.

Степан, сверкая одним глазом (другой затек опухолью цвета недоспелой сливы), отступал к крыльцу.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ашкӑн-ха тата! — мӗкӗрсе ячӗ лешӗ, хӑрах аллипе ӑна урапа ҫумне хӗстерсе лартса.

Балуй у меня! — гудел тот, одной рукой прижимая его к бричке.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лашан малти хӑрах ури чӗркуҫҫи таранах тыркас шӑтӑкне путса хирӗннӗ.

Передняя нога по колено торчала в заваленной сурчине.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дон улӑхӗ тӗлӗнче ытамлайми хура пӗлӗт тӑрӑх катӑк уйӑх хӑрах айӑккӑн сӗтӗрӗнет.

Над займищем по черному недоступному небу шел ущербленный месяц.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӳршӗсен сакӑр ҫулхи ачи Мишка хӑрах ура вӗҫҫӗн куклене-куклене сиккелет, — пуҫӗнче ашшӗн картузӗ, виҫесӗр пысӑк пирки ҫамки урлах анса ларнӑскер, пӗтерӗнсе кӑна тӑрать.

Соседский восьмилеток Мишка приседал на одной ноге, — на голове у него, закрывая ему глаза, кружился непомерно просторный отцовский картуз.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней