Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӳречерен (тĕпĕ: чӳрече) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Киле вӑл каҫхине, вӑхӑт нумай иртсен тин, таврӑнчӗ, пӳрте чӳречерен хуллен кӗчӗ пулин те, мӑнаккӑшӗ тӗлнех пулчӗ.

Он вернулся домой очень поздно и, осторожно влезая в окно, обнаружил засаду в лице тети Полли.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тӑшмана ҫапӑҫма чӗнсе, вӑл калинкке патӗнче пӑртак тӑчӗ, анчах тӑшманӗ тухасшӑн пулмарӗ, чӳречерен пӑхса пит-куҫне апла та капла ҫеҫ пӑркаласа мӑшкӑлларӗ.

Некоторое время он сторожил у калитки, вызывая неприятеля на улицу, но тот только строил ему рожи из окна, отклоняя вызов.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Алӑкран та кӗрӗр, чӳречерен те кӗрӗр, мӑрьерен те кӗрӗр. Ҫурӑк-шӑтӑксенчен те кӗрӗр. Вилӗм-ҫӑтӑм парнелӗп сире. Савӑнӑр, ташлӑр, юрлӑр…»

Помоги переводом

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Пӳртрисем чӳречерен урамалла пӑхрӗҫ.

Помоги переводом

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Аэропорта аннӑ чухне тата тӑрук пирӗн самолет шӑтӑртатрӗ, ӳкетпӗр, ҫунмастпӑр-ши тесе чӳречерен пӑхатпӑр.

При посадке в аэропорт наш самолет трещал, смотрели в окно, не падаем, не горим ли.

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Ӗлӗк урампа иртсе пыратӑп та – чӳречерен шаккаҫҫӗ: «Эй, Мӗтри мучи, кӗр, сӑра ӗҫтерсе ярап», – тесе.

Помоги переводом

Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19

Чӳречерен пӑхса тӑнӑшӑн та, пӗр минут кая юлса килнӗшӗн те кӗлетки кӑн-кӑвак пуличченех пушӑпа хӗненӗ.

Помоги переводом

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Пӑла тӑрӑх та кайрӑмӑр, ҫитмен вырӑн юлмарӗ… — ҫапла каласа тӑраттӑм чӳречерен пӑхса.

Помоги переводом

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Чечек ҫутӑ юратать пулин те чӳречерен ӳкекен янкӑр хӗвел уншӑн сиенлӗ.

Помоги переводом

Ылтӑн хунав // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Е тата чӳречерен урамалла тӑтӑш тинкернӗ.

Помоги переводом

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ачасене час-часах пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене аса илтерсе тата «хӗрлӗ автан» алхасма пикенсен хӑйсене мӗнле тыткаламаллине вӗрентсе тӑрӑр: - май пулсан хваттертен е ҫуртран тухма тӑрӑшмалла, кӳршӗсене инкек пирки пӗлтермелле; - ашшӗ-амӑшне е ҫывӑх ҫыннисене шӑнкӑравламалла; - хваттертен тухма май ҫук пулсан балкон ҫине тухмалла е ҫулӑмран инҫе пӳлӗме тарса пытанмалла, алӑксене хытӑ хупмалла, аслисене шӑнкӑравласа пӗлтермелле, пулӑшу ыйтса чӳречерен кӑшкӑрмалла; - енчен те сӗрӗм картлашка площадкинчен кӗрет пулсассӑн, алӑка уҫмалла мар, аслисене шӑнкӑравламалла е балкон ҫине тухса «Пушар! Пулӑшӑр!» тесе кӑшкӑрмалла.

Часто напоминайте детям о правилах пожарной безопасности и как вести себя, если разыграется "красный петух": - если есть возможность, нужно покинуть квартиру и дом, сообщить соседям о беде; - позвонить родителям или родственникам; - если нет возможности выйти из квартиры, то нужно выходить на балкон или нужно прятаться в комнату, куда не поступает огонь, закрыть двери накрепко, сообщить старшим по телефону, кричать в окно о помощи; - если дым поступает с лестничной площадки, нельзя открывать дверь, надо позвонить старшим или кричать с балкона: "Пожар! Помогите!"

Пурнӑҫ - чи хакли // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.05

– Васкас пулать, ҫумӑр килет, – хӑвӑртлӑх аврине каллӗ-маллӗ куҫарса чӳречерен пӗлӗтелле тинкерчӗ Элекҫей.

— Надо торопиться, приближается дождь, — торопливо работал ручкой переключения скоростей Алексей, поглядывая на небо.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Чӳречерен курӑнакан чи ҫывӑх ял вӑл.

Это деревня, которая близко видна из окна.

Чӳречерен курӑнакан кӳршӗ ял // Тамара ВЕРЕНДЕЕВА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Ҫакна курса тӑнӑ кӳршӗ пӗчӗк Сережӑна хӑвӑртрах чӳречерен тӗксе янӑ.

Видевший все это сосед, быстро вытолкнул маленького Сережу из окна.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

— Виҫҫӗмӗш хутри чӳречерен тавралӑх илемӗ курӑнать.

Помоги переводом

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

32. Арета патшанӑн Дамаскри халӑха пӑхса тӑракан пуҫлӑхӗ мана тытасшӑн Дамаск хулине хурал тӑратрӗ; мана вара кунтӑ ӑшне лартса чӳречерен кӑларса хӳме тӑрӑх антарса ячӗҫ те, эпӗ унӑн аллинчен хӑтӑлтӑм.

32. В Дамаске областной правитель царя Ареты стерег город Дамаск, чтобы схватить меня; и я в корзине был спущен из окна по стене и избежал его рук.

2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Хӑшӗсем халӑхпа пӗрле кӗлтумашкӑн килӗнчен йышӗпех чупа-чупа пынӑ, мӗншӗн тесессӗн сӑваплӑ вырӑнӑн мӑшкӑл курасси ҫитнӗ; 19. кӑкӑрне хуйхӑ тумӗпе туртса ҫыхнӑ хӗрарӑмсем урамра ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пуҫтарӑнса тӑнӑ; килте ларакан хӗрсем хӑшӗ хапха патне чупа-чупа тухнӑ, тепӗри хӳме ҫине хӑпарнӑ, хӑшӗ тата чӳречерен пӑхнӑ, 20. пурте аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе кӗлтунӑ.

18. Иные семьями выбегали из домов на всенародное моление, ибо предстояло священному месту испытать поругание; 19. женщины, опоясав грудь вретищами, толпами ходили по улицам; уединенные девы иные бежали к воротам, другие - на стены, а иные смотрели из окон, 20. все же , простирая к небу руки, молились.

2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Хула тӑрӑх чупаҫҫӗ, хӳме ҫине хӑпараҫҫӗ, ҫуртсем ҫине улӑхаҫҫӗ, вӑрӑсем пек, чӳречерен кӗреҫҫӗ.

9. Бегают по городу, поднимаются на стены, влезают на дома, входят в окна, как вор.

Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Ҫӳлхуҫа халалӗн арчине Давид хулине илсе кӗнӗ чухне Мелхола, Саул хӗрӗ, чӳречерен пӑхса тӑнӑ пулнӑ, савӑнса сиккелесе пыракан Давид патшана курсассӑн, вӑл ӑна хӑйӗн ӑшӗнче хурланӑ.

29. Когда ковчег завета Господня входил в город Давидов, Мелхола, дочь Саулова, смотрела в окно и, увидев царя Давида, скачущего и веселящегося, уничижила его в сердце своем.

1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Икӗ-виҫӗ хайран пуҫне чӳречерен кӑларса пӑхнӑ.

И выглянули к нему два, три евнуха.

4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней