Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Соломон тата Ваалафа, сыхлӑх пурлӑх тытмалли мӗнпур хулана, ҫар ураписен хулисемпе утлӑ ҫар тӑмалли хуласем лартнӑ, Иерусалимпа Ливанра, хӑй аллинчи пӗтӗм ҫӗр ҫинче мӗн туса лартас тенине пурне те тунӑ Соломон.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ванея — паттӑр арӑн Иодайӑн ывӑлӗ, Кавцеил ҫынни — хӑйӗн ӗҫӗсемпе чапа тухнӑ: вӑл моавсен икӗ ҫулпуҫне вӗлернӗ; вӑлах юр ӳкнӗ вӑхӑтра арӑслан шӑтӑкне анса арӑслана вӗлернӗ; 23. вӑлах Египет ҫыннине, пилӗк чике ҫӳллӗшскере, вӗлернӗ: Египет ҫыннин аллинчи сӑнӑ пир-авӑр ӑстисен хивси пек пулнӑ, Ванея вара ун патне патакпа пынӑ та, Египет ҫыннин аллинчи сӑннине туртса илсе, ӑна ҫав сӑнӑпах вӗлерсе пӑрахнӑ — 24. акӑ мӗн тума пултарнӑ Ванея, Иодай ывӑлӗ.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Езекия хӑй патне янӑ ҫынсене итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсене кермен управӑшӗсене кӑтартнӑ, ылтӑн-кӗмӗлне, ырӑ шӑршӑлӑхне тата хаклӑ сӗрӗшӗсене, ҫар кӑралӗн ҫуртне, пӗтӗм хаклӑ япалине, хӑй ҫуртӗнче мӗн пуррине йӑлтах кӑтартса тухнӑ — Езекия вӗсене хӑй аллинчи пурлӑхран пӗр япалине те кӑтартмасӑр хӑварман.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Езекия элчӗсен аллинчи ҫырӑва илсе вуланӑ та Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, Езекия ҫырӑва Ҫӳлхуҫа умне уҫса хунӑ.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Фула хӑй майлӑ ҫавӑрас тесе, ҫапла хӑй аллинчи патшалӑха ҫирӗплетес тесе, Менаим ӑна пин талант кӗмӗл панӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Соломон туса лартнӑ хуласем: Газер, Анатри Бефорон, 18. Ваалаф, пушхирти Фадмор, 19. вӑл тата сыхлӑх пурлӑхне тытмалли хуласем, ҫар ураписем упранакан хуласем, утлӑ ҫар тӑракан хуласем туса лартнӑ, Соломон ӗнтӗ Иерусалимра, Ливанра, хӑй аллинчи пӗтӗм ҫӗр ҫинче мӗн тума шутланӑ, ҫавна пурне те туса ҫитернӗ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Амессай ӗнтӗ Иоав аллинчи хӗҫрен сыхланман та, лешӗ ӑна хырӑмран чикнӗ, Амессайӑн ӑшчикӗ ҫӗр ҫине тухса ӳкнӗ, Иоав иккӗмӗш хут чикмен те — Амессай вилсе выртнӑ.
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эхер те пӗр-пӗр ҫын сана йӗрлеме е санӑн чунна шырама пикенсессӗн, манӑн хуҫамӑн чунӗ Ҫӳлхуҫа Турру аллинчи пурӑнӑҫ тӗввипе ҫыхӑнӗ, тӑшманусен чунне вара Вӑл чулравпа пенӗ пек ывӑтса ярӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вӑл хӑй туйине тытнӑ, ҫырмаран пилӗк яка чул суйласа илнӗ, вӗсене хӑй ҫумӗнчи кӗтӳҫ хутаҫҫине чикнӗ; хутаҫпа та аллинчи чулравпа филистима хирӗҫ тухнӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ионафан вара, ашшӗ халӑха тупаланине илтменскер, аллинчи патак вӗҫӗпе караслӑ пыла пуҫса илсе ҫӑварне хыпнӑ, ӗнтӗ унӑн куҫӗсем ҫуталсах кайнӑ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара ҫур ҫӗр тӗлӗнче Гедеонпа ҫӗр ҫын тапӑр патне пынӑ та, хуралҫӑсене вӑратса, какӑрпа кӑшкӑртса янӑ, аллинчи кӑкшӑмӗсене ҫапса салатнӑ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ аллинчи туйине ҫӗкленӗ те ун вӗҫӗпе ашпа ҫӑкӑра тӗкӗннӗ; чулран вут тухнӑ та ашпа ҫӑкӑра ҫунтарса янӑ; Ҫӳлхуҫа Ангелӗ вара куҫран ҫухалнӑ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иисус ӗнтӗ [аллине тата] аллинчи сӑннине хула ҫинелле тӑснӑ.Иисус простер [руку свою и] копье, которое было в его руке, к городу.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑй патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, вӑл левит священниксен аллинчи кӗнекерен хӑй валли ҫак саккун пуххине йӗркипе ҫырса илме тивӗҫлӗ, 19. ҫырса илни яланах унра пултӑр, ӑна вӑл мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вулатӑр, ҫапла Ҫӳлхуҫаран, хӑйӗн Турринчен, хӑраса тӑма вӗрентӗр, ҫак саккунӑн пур сӑмахне те, ҫак йӗркесене пурне те пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑштӑр; 20. чӗри мӑнаҫланса кайнипе тӑванӗсем умӗнче хӑйне пысӑка хума ан тытӑнтӑр, саккунран сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑнтӑр: Израиль хушшинче унӑн тата унӑн ывӑлӗсен нумай ҫул патшара лармалла пултӑр.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кам та кам ҫынна тимӗр япалапа вӗлерсе пӑрахмаллах ҫапать, ҫавӑ вара ҫын вӗлерекен шутланать: вӗлерекене вилӗм аллине памалла; 17. кам та кам аллинчи чулпа, вӗлерме пултаракан чулпа, ҫынна вӗлермеллех ҫапать, ҫавӑ ҫын вӗлерекен шутланать: вӗлерекене вилӗм аллине памалла; 18. вӗлерме пултаракан йывӑҫ япалапа ҫынна вӗлермеллех ҫапакан та ҫын вӗлерекен шутланать: вӗлерекене вилӗм аллине памалла; 19. юншӑн тавӑраканни ҫын вӗлерекене хӑех вӗлерме пултарать: тӗл пулсассӑн ӑна хӑех вӗлерме пултарать; 20. кам та кам кураймасӑр ҫынна вӗлермеллех чышать е юриех, усал сунса, мӗнпе те пулин персе ӑна вӗлермеллипех тивертет, 21. е тӑшманлӑха пула ӑна аллипе вӗлермеллех ҫапать пулсассӑн, ҫапакана вилӗм аллине памалла: вӑл ҫын вӗлерекен шутланать; юншӑн тавӑракан ӑна тӗл пулсанах вӗлерме пултарать.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Тапӑр патне ҫывӑхарсассӑн, пӑру кӗлеткине тата ташлакансене курсассӑн, унӑн ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗ те, вӑл, аллинчи чул хӑмасене ҫӗре вӑркӑнтарса, вӗсене ту айӗнче ҫапса ҫӗмӗрнӗ; 20. унтан вӑл вӗсем тунӑ пӑрӑва илнӗ те ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, ӑна, тусан пек ӑвса, шыва сапнӑ та шывне Израиль ывӑлӗсене ӗҫме панӑ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иосиф килне таврӑннӑ; вӗсем хӑйсен аллинчи парнисене унӑн килне илсе пынӑ та ӑна ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара хӑйсен аллинчи мӗнпур ют турӑсене, хӑлхинчи алкисене Иакова панӑ; Иаков вӗсене Сихем ҫывӑхӗнчи юман айне алтса пытарнӑ.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Атӑкҫырмири пуҫламӑш шкула хӑйӗн ӗҫӗпе кайнӑ та — каялла ҫуран таврӑннӑ чухне аллинчи сехечӗ вӗҫерӗнсе ӳкнӗ.
Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№