Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тухрӑм (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ тетраде хӑвӑрт уҫса тухрӑм.

Я быстро перелистала тетрадь.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Васкамасӑр тухрӑм эпӗ картишӗнчен.

Я молча пошел со двора.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хута саркаларӑм, ҫӳҫенсе илсе, ҫакӑн пек сӑмахсене вуласа тухрӑм:

Я развернул ее и с трепетом прочел следующие строки:

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Площаде тухсан, эпӗ пӗр самантлӑха чарӑнса тӑтӑм, виселица ҫине пӑхса илсе, пуҫӑма тайрӑм, унтан крепӑҫрен тухрӑм та хамран юлми Савельичпа пӗрле Оренбург ҫулӗпе утрӑм.

Вышед на площадь, я остановился на минуту, взглянул на виселицу, поклонился ей, вышел из крепости и пошел по Оренбургской дороге, сопровождаемый Савельичем, который от меня не отставал.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ, Пугачева пӗччене хӑварса, урама тухрӑм.

Я оставил Пугачева и вышел на улицу.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ пӳлӗмрен ывтӑнса тухрӑм та, ним курми, ним пӗлми тенӗ пек, пуп килӗ еннелле вӗҫтертӗм.

Я бросился вон из комнаты, мигом очутился на улице и опрометью побежал в дом священника, ничего не видя и не чувствуя.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ ӑна хӗрӳллӗн чуптурӑм та пӳлӗмрен васкаса тухрӑм.

Я с жаром ее поцеловал и поспешно вышел из комнаты.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗн илтни ҫинчен калаҫкаласа, Швабринпа пӗрле тухрӑм.

Я вышел вместе со Швабриным, рассуждая о том, что мы слышали.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Чылайччен эпӗ пакета уҫмасӑр, пакечӗ ҫине чаплӑн: «Оренбург кӗпӗрнинчи Белогорск крепӑҫне, ывӑлӑма Петр Андреевич Гринева», тесе ҫырнине темиҫе хутчен вуласа тухрӑм.

Долго не распечатывал я пакета и перечитывал торжественную надпись: «Сыну моему Петру Андреевичу Гриневу, в Оренбургскую губернию, в Белогорскую крепость».

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ перона хутӑм та, хӗҫ илсе ун патне тухрӑм.

Я оставил перо, взял шпагу и к нему вышел.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Киле ҫитсессӗн, хамӑн хӗҫӗме кӑларса, унӑн вӗҫӗн ҫивчӗшне тӗрӗслесе тухрӑм, унтан Савельича хама ҫиччӗмӗш сехетре тӑратма хушса, ҫывӑрма выртрӑм.

Пришед домой, осмотрел свою шпагу, попробовал ее конец и лег спать, приказав Савельичу разбудить меня в седьмом часу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫапла эпӗ те, юррӑма тепӗр хут юсаврах ҫырса тухрӑм та, Швабрин патне ҫӗклесе кайрӑм.

Итак, переписав мою песенку, я понес ее к Швабрину.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ ырӑ сунтӑм та тухрӑм.

Я откланялся.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ кибиткӑран тухрӑм.

Я вышел из кибитки.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хӑрасах кибиткӑран сиксе тухрӑм та куратӑп: крыльцо ҫинче анне тӑрать, вӑл темле хытӑ кӳреннӗ кӑмӑлпа кӗтсе илет мана.

С беспокойством я выпрыгнул из кибитки и вижу: матушка встречает меня на крыльце с видом глубокого огорчения.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫырӑва уҫрӑм та ак ҫак йӗркесене вуласа тухрӑм:

Я развернул ее и прочел следующие строки.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ васкаварлӑн тумлантӑм та тухрӑм.

Я наскоро оделся и вышел.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ухмаха ернӗ ҫын пек крыльца ҫине сиксе тухрӑм эпӗ, картиш тӑрӑх ҫавӑтса ҫӳрекен черкес утӑма утлантӑм та вара Пятигорск ҫулӗ тӑрӑх вӗҫтертӗм.

Я как безумный выскочил на крыльцо, прыгнул на своего Черкеса, которого водили по двору, и пустился во весь дух по дороге в Пятигорск.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чӗлпӗре пӑрахрӑм, нумайччен пуҫа усса пытӑм, унтан вара пӗр пӗлмен вырӑна пырса тухрӑм; эпӗ лашана каялла ҫавӑртӑм, ҫул шырама пуҫларӑм, Кисловодск патне ҫитнӗ чух хӗвел анма пуҫланӑччӗ, хам та, лашам та самай ӗшеннӗччӗ.

Бросив поводья и опустив голову на грудь, я ехал долго, наконец очутился в месте, мне вовсе не знакомом; я повернул коня назад и стал отыскивать дорогу; уж солнце садилось, когда я подъехал к Кисловодску, измученный, на измученной лошади.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пурнӑҫ тӑвӑлӗнчен эпӗ темиҫе идея ҫеҫ илсе тухрӑм — вӗсен хушшинче пӗр туйӑм та ҫук вара.

Из жизненной бури я вынес только несколько идей — и ни одного чувства.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней