Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтра (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтра тарӑхнипе сирпӗнсе каятӑп пуль терӗм.

В это время, наверное, от обиды я мог и взорваться.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Юрать, вӑхӑтра тӑна кӗтӗм.

Ладно, во время смогла в чувство привести.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Ятарлӑ, палӑртнӑ вырӑнта шыва кӗменнипе; ҫав вӑхӑтра ӳсӗр пулнипе; пулӑ тытнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнманнипе; ачасене пӗве е кӳлӗ ҫывӑхне аслисемсӗрех янипе.

Помоги переводом

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫул ҫитменнисем тӗлӗшпе уйрӑмах тимлӗ социаллӑ ӗҫченсем, вӗсен пурнӑҫӗпе, йӑла условийӗсемпе интересленсех тӑраҫҫӗ /сӑмах май, асӑннӑ тапхӑрта хӳтлӗх органӗсемпе учрежденийӗсенче тулли мар ҫемьери пӗр ачана шута илнӗ, хальхи вӑхӑтра 29 ҫемьере ҫитӗнекен 61 ача шутра тӑрать/, вӗсем валли тӗрлӗ мероприяти хатӗрлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Карайри вӑхӑтлӑх пурӑнмалли ҫуртра хальхи вӑхӑтра 10 ҫын тӗпленнӗ.

Помоги переводом

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Хальхи вӑхӑтра унта 26 мучипе кинемей /вӗсенчен 12-шӗ — сусӑр/ тӑван кил ӑшшине тупнӑ.

Помоги переводом

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Чӑваш Ен полицийӗ вӑхӑтра мерӑсем йышӑннине кура Ҫӗмӗрлере преступлени тунӑ хыҫҫӑн республикӑран тухса кайма ӗлкӗрнӗскерсене тупма пултарнӑ.

Помоги переводом

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӑл вӑхӑтра халӑха ҫутта кӑлармашкӑн ялсенчи шкулсенче хутла вӗрентмелли курссем уҫмалла пулнӑ, пур ҫынна та вулама-ҫырма хӑнӑхтармашкӑн хистенӗ.

Помоги переводом

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Унӑн ҫак пуянлӑхне эпӗ 40 ҫул тӑршшӗнче малтанах художник хӑйӗн мастерскойӗнче тӑрмашнӑ вӑхӑтра, каярахпа куравсенче те кашни уйӑхрах, кашни ҫулах курнӑ.

Помоги переводом

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӑл Тӑрӑмри шкулта учительте ӗҫленӗ вӑхӑтра тренировкӑсене Камалетдиновпа тата Бикчуринпа пӗрле ирттерес тӗллевпе ҫуллахи вӑхӑтра Шӑнкӑртама ятарласа ҫӳренӗ.

Помоги переводом

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Рассых Ямалетдинович тӑван республика тата Раҫҫей чысне вӑтӑр ҫула яхӑн хӳтӗленӗ, ҫак вӑхӑтра 300 ытла медальпе диплом ҫӗнсе илнӗ, Чӑваш Енре паян ун пек пархатарлӑ ветеран урӑх ҫук, — терӗ паллӑ журналист Юрий Плотников.

Помоги переводом

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Манпа пӗр вӑхӑтра 12 чӑваш каччи вӗренме кӗчӗ.

Одновременно со мной 12 чувашских ребят поступили учиться.

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Вӑл вӑхӑтра тепӗр кунхи занятисене хатӗрленетпӗр, футболла, волейболла вылятпӑр.

В это время готовимся к занятиям на следующий день, играем в футбол, волейбол.

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ҫитес вӑхӑтра Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑр», Никифор Мраньккан «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗсем, Иван Юркинӑн, Хӗветӗр Уярӑн, Юрий Скворцовӑн тата ытти ҫыравҫӑн хайлавӗсем, чӑваш халӑх юмахӗ-халапӗ экран ҫине тухасса шанатпӑр.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Хальхи вӑхӑтра ырӑ улшӑну сахал мар пулса иртрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Юлашки вӑхӑтра районти шкулсенче вӗренекен ачасем хӑйсен вӗренӳри, спортри ҫитӗнӗвӗсемшӗн Хура тинӗс хӗрринче канмалли путевкӑсене тивӗҫ-нине тӑтӑшах илтме пулать.

Помоги переводом

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Пӗрлехи информаци кунӗ вӑхӑтӗнче ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансемпе, ӗҫ коллективӗсемпе тӗл пулнӑ вӑхӑтра панӑ ыйтусене пӑхса тухӗҫ, хуравсем парӗҫ.

Помоги переводом

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ҫуллахи вӑхӑтра ачасемпе ҫамрӑксен канӑвне йӗркелесси пирки сӑмах пуҫарнӑ май Вячеслав Оринов ашшӗ-амӑшне ҫӑмӑллӑхлӑ путевкӑсемпе усӑ курма сӗнчӗ.

Помоги переводом

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ҫуллахи вӑхӑтра ачасем кунта волейбол вылӗҫ, конькипе ярӑнӗҫ, хӗлле вара каток ҫинче пӗр-пӗрне хӑвалӗҫ.

Помоги переводом

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Тӗлӗнмелле те, ҫав вӑхӑтра сарӑлнӑ чылай юхӑм пек пӗтсе ларман вӑл.

Помоги переводом

Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней